Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ чӗркуҫленсе ларса король майри урине чуптуса илме ирӗк ыйтрӑм, анчах король майри мана хӑйӗн кача пӳрнине ырлӑх сунса тӑсса парсан, эпӗ ӑна икӗ аллӑмпа ыталаса илтӗм те пит хисеплесе тута патне илсе пытӑм.

Я упал на колени и попросил позволения поцеловать ногу ее величества, но королева милостиво протянула мне мизинец, который я обнял обеими руками и с глубоким почтением поднес к губам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ачине йӑпатнӑ чухне сӗт амӑшӗ лутра пукан ҫине ман ҫывӑхах ларчӗ, эпӗ ун пит-куҫне лайӑхах пӑхса илме ӗлкӗртӗм.

Унимая ребенка, кормилица присела на низенький табурет так близко от меня, что я мог подробно рассмотреть ее лицо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫил вӑйланнӑҫем вӑйланса пынине асӑрхасан, эпир блинда илтӗмӗр те фок-зейле гитовсем ҫине илме хатӗрлентӗмӗр.

Заметив, что ветер сильно крепчает, мы убрали блинд и приготовились взять на гитовы фок-зейль.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӗҫмелли шыв илме баркас яни.

Посылка баркаса за пресной водой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫулталӑкри кирек хӑш куна илме пултаратӑн.

Так что мы можем взять любой день наугад.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Салтаксем пурте пӗр пек кӑвак форма тӑхӑннӑ, вӗсем йӗкӗрешсем пек, пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те ҫук.

Но на всех солдатах была одинаковая синяя форма, и все они были похожи друг на друга как братья-близнецы.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑнланса илме май ҫук, мӗн хӑтланаҫҫӗ ҫак Свенссонсем?!

Что творят эти Свенсоны, просто уму непостижимо!

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эпир паян кӑштах укҫа перекетлесе хӑварма пултартӑмӑр, ҫавӑнпа мӗн те пулин илме те юрать, — тесе вӑл Ида валли пилӗк эре чухлӗ карамель туянчӗ.

— Мы сегодня заработали немало денег, можем кое-что себе и позволить, — заявил он и недолго думая купил на пять эре карамелек для малышки Иды.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ҫавӑнтах: — Манӑн хырӑмра пилӗк эре пур вӗт-ха. Ӑна кӑларма май килнӗ пулсан эпӗ хам валли хамах булкӑсем илме пултарнӑ пулӑттӑм, — тесе хучӗ.

Поэтому он сказал: — Ведь у меня в животе пятиэровая монетка. Если бы я мог её достать, я сам купил бы себе булочек.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Амӑшӗ ҫак самантрах Андерсон фрекен тытса тӑракан булочнӑя кайса Эмиль валли пилӗк булка илме хыпаланчӗ.

Но мама захотела тут же пойти в булочную фрёкен Андерсон и купить там пять булочек для Эмиля.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тухтӑр Эмилӗн укҫине туртса илме шухӑшламан та.

Доктор, конечно, и не думал отнимать монетку у Эмиля.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл укҫапа мӗн чухлӗ лайӑх япала илме пулать!

Сколько прекрасных вещей можно будет купить на эти деньги!

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йӑмӑкне унӑн ирӗксӗртен чӗпӗтсе илме тиврӗ, унсӑрӑн лешӗ ӑна варени сӗрнӗ ҫӑкӑр памастчӗ.

Просто он был вынужден ущипнуть сестрёнку, а то она не отдала бы ему бутерброд с вареньем.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа та кепка мӗнле муталанса пӗтнине хӑвах тавҫӑрса илме пултаратӑн.

Представляешь, во что она превратилась?

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вара эпӗ тӗп хулана его величествӑран ирӗк илме тата унпа сывпуллашса уйрӑлма кайрӑм.

Тогда я отправился в столицу получить приказания его величества и попрощаться с ним.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑй — эсир ман патра ӗҫре юлас тетӗр пулсан, сире ырӑ кӑмӑлпа хамӑн хӳтлӗхе илме пултаратӑп, терӗ те ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтерме хушмарӗ.

Под строжайшим секретом он предложил мне свое милостивое покровительство, если мне угодно будет остаться у него на службе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сире тӑшман флотне туртса илме пулӑшнӑ вӑй, эсир хӑвӑра хур тунӑ е кӳрентернӗ пек туйсанах, ҫав флота каялла илсе кайма пулӑшать.

Ведь та самая сила, которая позволила вам захватить неприятельский флот, позволит вам отвести этот флот обратно, как только вы почувствуете себя обиженным или оскорбленным.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн пит пысӑк процент тӳлесе кивҫен укҫа илме тивет.

«Мы, — сказал он, — вынуждены прибегать к займам за большие проценты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӗрарӑм ҫӗвӗҫӗ манран виҫе илме пултартӑр тесе, эпӗ ҫӗр ҫине выртрӑм.

Чтобы белошвейки могли снять с меня мерку, я лег на землю.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малашнехине курса тӑракан пӳлӗх общество ӗҫӗсене тытса тӑрассине нихҫан та темӗнле вӑрттӑн япала — ҫӗр ҫул хушшинче виҫҫӗ ҫеҫ ҫуралса пулакан аслӑ генисем анчах ӑнланса илме пултаракан тарӑн та кӑткӑс япала туса хурас темен вӗт.

Ведь провидение никогда не имело в виду превратить управление общественными делами в какую-то тайну — такую глубокую и сложную, что разгадать ее способны только великие гении, рождающиеся не более трех в столетие.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней