Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ арҫын Аникее хулпуҫҫисемпе урисенчен ерипен йӑтса алӑк патнелле илсе кайма пуҫласанах, кладовщик хыҫалтан пыракансем хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ те, кирлӗ мар пулин те, председателе аттинчен ярса тытрӗ.

Как только четверо мужчин, осторожно подняв Аникея за плечи и ноги, понесли его к выходу, кладовщик протиснулся между теми, кто шел сзади, и, хотя в том не было никакой нужды, стал поддерживать председателя за сапог.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑ тӑватӑ уйӑх каялла пулса иртрӗ.

Помоги переводом

Туслӑх тата пулӑшу // Иршат Хамидуллин. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Ял хуҫалӑхӗпе пурӑнакан Теччӗ тӑрӑхӗнче те ӑна лайӑх тесе калама хӗнтерех: ӗҫсӗрлӗх шайӗ тӑватӑ процент.

Даже живущий сельском хозяйством Тетюшях его трудно назвать хорошим: уровень безработицы четыре процента.

Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Константин проводникрен тӑватӑ стакан сап-сарӑ ҫӑра чей, пӗр ывӑҫ кӑвак пакетлӑ тӑваткал сахӑр катӑкӗсем илсе пычӗ.

Константин принес от проводника четыре стакана горячего янтарно-густого чая в металлических подстаканниках, горсть квадратных пакетиков с кусочками сахара.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Купи-купипе хутсем ҫырса, никама та конкретлӑ пулӑшмасӑр, тен, хӑйӗн пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ инструкцийӗсемпе, рекомендацийӗсемпе ҫынсене чӑрмантарса ҫухатнӑ тӑватӑ ҫула шел пулнӑ.

Жаль было четырех лет, которые он потратил, исписывая горы бумаг, не оказывая никому конкретной помощи, а может быть, и мешая своими надуманными инструкциями и рекомендациями.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, ӗҫе тӑсса пыни ҫине ал сулса, кирек мӗнле япӑх колхоза та хӑй тӗллӗн тухса кайма хатӗр пулнӑ, канцеляринче тӑватӑ ҫул аппаланса ларнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫӗ кама та пулин кирлине, кашни кунах усӑ кӳнине курас килнӗ унӑн.

Он был готов махнуть рукой на всю эту волокиту и самовольно отправиться в любой захудалый колхоз, чтобы после четырех лет канцелярской суеты увидеть наконец, что твоя работа кому-то нужна и приносит каждодневную пользу…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр тӑватӑ ҫул каялла, шӑпах Ксени кунта килес умӗн, Анохин Ксени тантӑшне, унпа шкулта пӗрле вӗреннӗ Лизӑна хытах юратса пӑрахнӑ, тен, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне унпа пӗрлештернӗччӗ те пулӗ, анчах Лизӑ, янтӑ колхоз пуянлӑхне ӑмсанса, суд тенкелӗ ҫине лекнӗ.

Что года четыре тому назад, перед самым ее приездом сюда, Анохин сильно увлекся ее бывшей школьной подругой Лизой и, возможно, связал бы с нею свою жизнь, да Лиза в чем-то проштрафилась и попала на скамью подсудимых.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑватӑ ҫула яхӑн инструкторта ӗҫлерӗ, райхаҫат редакторӗ пулнӑ, халӗ пропагандӑпа агитаци пайне ертсе пырать, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫне начар тумасть.

— Ходил года четыре в инструкторах, был редактором районной газеты, сейчас руководит отделом и, по-моему, неплохо справляется со своими обязанностями.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑватӑ ҫӗр тенкӗ, тепӗр ҫын уншӑн уйӑх ӗҫлет вӗт!

Четыре сотни, за которые иной человек трудится целый месяц!..

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Авӑ епле вӑл, пӗр литртан унӑн тӑватӑ хӗрлӗ укҫа сӑптӑрса илес килет!

Четыре красненьких ему, видите ли, захотелось содрать за литр!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ансӑр коридорӑн икӗ енӗпе тӑватӑ пушӑ пӳлӗм.

По обе стороны узкого коридорчика пустовали четыре комнаты.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсен улӑхӗсем кӑна темӗн чухлӗ усӑ парӗҫ, эсир тӗлленмен те ун пекки ҫинчен, — выльӑх йышне тӑватӑ хут ӳстерме пултаратӑр.

Одни их луга дадут такое, что вам и не снилось, — стадо раза в четыре сможете увеличить, а если станете еще травы подсевать, зальете молоком всю область.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чукун Ҫеменӗн пӳрчӗ тӗлӗнче вӑл татах тепӗр тӑватӑ ҫынна тӗл пулчӗ.

Против хатенки Семена Чугуна встретил еще четырех.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫак ударлӑ ушкӑнра вунпилӗк пин штыкпа хӗҫ, ҫирӗм тӑватӑ орудипе ҫӗр аллӑ пулемет шутланнӑ.

По грубому подсчету, силы этой ударной группы состояли из шестнадцати тысяч штыков и сабель при двадцати четырех орудиях и ста пятидесяти пулеметах.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ҫӗр тӑхӑрвун тӑватӑ ҫын пулчӗҫ.

Их оказалось сто девяносто четыре человека.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ тупӑ (анчах мур илмен коммунист-батареецсем вӗсен питӗркӗчӗсене кӑларса тарма ӗлкернӗ пулнӑ), 200 ытла снарядпа 9 пулемет пирӗн алла панӑ.

Сдали нам четыре орудия (но замки проклятые коммунисты батарейцы успели поснять); более 200 снарядов и 9 пулеметов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий сиссе илмелле мар хӑвӑрт (кайран ҫав самант ун асӗнче питӗ вӑрӑма тӑсӑлнӑ пек тӗвӗленсе юлчӗ) тӑватӑ матроса тураса тӑкрӗ те, Прохор Зыков кӑшкӑрнӑ сасса илтмесӗр, тӑкӑрлӑк кукринче пӑрӑнса ҫухалнӑ пиллӗкмӗш матрос хыҫҫӑн хӑваласа кайрӗ.

В непостижимо короткий миг (после в сознании Григория он воплотился в длиннейший промежуток времени) он зарубил четырех матросов и, не слыша криков Прохора Зыкова, поскакал было вдогон за пятым, скрывшимся за поворотом проулка.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ куна пынӑ кӗрӗс-мерӗс шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн Григорий сӑн-пичӗ сисӗнмеллех тӑртанчӗ, ҫурӑмӗ пекӗрӗлсе кӗчӗ; куҫ айӗсенче кӑвак хутламсем пӗркеленсе усӑнчӗҫ, куҫӗсем пушшех те тӑтӑшрах нимӗн шухӑшсӑр тискерлӗх ҫутипе хӗмленсе ҫунчӗҫ.

За четыре дня беспрерывных гульбищ он заметно обрюзг, ссутулился; под глазами засинели мешковатые складки, во взгляде все чаще стал просвечивать огонек бессмысленной жестокости.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксен вилнисем тӑватӑ ҫын, аманнисем вунпиллӗкӗн пулчӗҫ.

У казаков убито было четыре человека и ранено — пятнадцать.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, казаксем пӗлнӗ тӑрӑх, тӑватӑ дюйм ҫурӑ калибрлӑ мортирка, хӳрипе ҫӗре сухаласа илсе, йывӑррӑн кӗрӗслетсе кайрӗ.

И четырехсполовинойдюймовая мортирка, как определили ее казаки, осадисто рявкнула, пахая хвостом землю.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней