Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле майпа чума ҫакӑн чухлӗ халӑх шӑнӑҫма пултарать-ха, кӑна вара ниепле те ӑнланма ҫук!

Совершенно непонятно, каким образом в чуме могло поместиться так много народу!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ненецсем пулӑшас мар-тӑк, ҫак ӗҫе эпир хамӑра кӑна нихҫан та вӗҫне ҫитереймен пулӑттӑмӑр.

И мы никогда не справились бы с этим делом, если бы нам не помогли ненцы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана ӑшӑ — кӑна ӗненес те килмест!

Мне тепло — этому почти невозможно поверить!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Магазинра, ман ҫине пӑхмасӑр, лӑпкӑн кӑна Катя уткаласа ҫӳрет.

В магазине, не глядя на меня, ровными, спокойными шагами ходила и ходила Катя.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать.

Снег свистит в ушах, и, когда минутами наступает тишина, кажется, что вибрирующая тишина ещё громче этого мрачного, мучительного, пустого свиста.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн манӑн ӑна та ачашшӑн кӑна силлеме тӳрӗ килет.

Теперь уже мне приходится время от времени встряхивать его — вежливо, но упрямо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять.

Пожалуй, нам удалось бы закопать его, но стоило только поддеть снег лопатой, как его уносило ветром.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна вара манӑн пӗрре те ӗненес килмест.

В это мне совсем не хотелось верить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашкине пӗр хӑйне кӑна ӗненместӗп, ара епле-ха вӑл Катьӑпа пӗрле пулма пултартӑр.

Невероятен был только сам Ромашка, потому что я не мог вообразить его рядом с Катей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн вӑл ҫавӑн пек туйӑнать кӑна, — тепӗр чух мана мӗн-мӗн туйӑннине шуйттан пӗлсе пӗтерес ҫук.

Мне это просто кажется, но ведь мне иногда чёрт знает что кажется.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, ҫук, каласа пӗтерех ӗнтӗ, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна.

— Да нет, ты уж договаривай, — сказал я совершенно спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн-мӗн ҫинчен кӑна калаҫмарӑмӑр эпир!

О чём только мы не переговорили!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Лайӑх, — терӗ Володя, хӑй тӗлӗннине палӑртас мар тесе, лӑпкӑнрах кӑна.

— Да, здóрово! — сказал Володя, стараясь не очень показывать, что он просто в восторге.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн — ҫавӑн пек пурнӑҫлама майӗ ҫук переворотсем тума шухӑшлакансем вӗсем е хамӑр халӑха пӗлмен ҫамрӑксем, е ҫав тери хытӑ чӗреллӗ ҫынсем: вӗсемшӗн пулсан, ют ҫын пуҫӗ ҫур пус тӑрать, хӑйсен мӑйӗ пӗр пус кӑна шутланать.

Те, которые замышляют у нас невозможные перевороты, или молоды и не знают нашего народа, или уж люди жестокосердые, коим чужая головушка полушка, да и своя шейка копейка.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мужик манн ҫине ӑнран кайнӑ пек пӑхса тӑрать кӑна.

Мужик мой глядел на меня с глупым недоумением.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Катя иккен ун умӗнче те айӑплӑ пулать, мӗншӗн тесен, ҫав тискер ӗҫ хыҫҫӑн Катя хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле йӗркелесе ярассине пӗр вӑл кӑна пӗлет пулас.

и, стало быть, и перед ним виновата, что он один знает, как она теперь после этого преступления должна устроить свою жизнь…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак скверта пӗр вунҫиччӗре кӑна уроксене вӗренме пулать вӗт.

шумный сквер, в котором только в семнадцать лет можно зубрить уроки,

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ йӑнӑшрӑн, — терӗ вӑл кӗскен кӑна, хаярланса кайса…

— Ты ошибся, — сказал он коротко и беспощадно…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн ӑшӑмра кӑна эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе шанатӑп.

Внутренне я был уверен в своей правоте.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр Петькӑна ҫеҫ эпӗ Кораблевпа мӗнле калаҫни ҫинчен, Николай Антоныч хама мӗнле йышӑнни ҫинчен кӗскен кӑна каласа патӑм.

Только Петьке я рассказал — и то очень кратко — о своем разговоре с Кораблевым и о том, как принял меня Николай Антоныч.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней