Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пекки манӑн пулкалать: чӗррӗн, куҫ умӗнчех, умрах пек.У меня бывают такие представления, столь живые, что я как будто действую и вижу, что представляется.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ Гез патне мӑшкӑлшӑн ӑна тавӑрмашкӑн килсе кӗнине уҫҫӑн пӗлтертӗм те — Биче эпӗ уншӑн хӑранине ӑнланчӗ ахӑр, унӑн куҫ хупанкисен мӗлкинче тав туйӑмӗ мӗлтлетсе ҫуталчӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫиес килнӗрен ҫывӑхри пысӑк ресторана куҫ хыврӑм, алӑкри ӳсӗр тӑвӑрлӑхран хӑпма йывӑр пулин те чышӑнкаласа шала кӗтӗм-кӗтӗмех.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун вырӑнӗнче ыттисем пулас тӑк — вӗсем кӑшкӑрмалла та тарӑхмаллипех тарӑхмалла, анчах Биче апла тумарӗ; куҫ харшисене пӗрсе йывӑррӑн сывлать ҫеҫ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана ҫапларах туйӑнать: унӑн ятне каласа эпӗ куҫ кӗскилле тикӗс шывран перӗнӗп те — унта ӳкнӗ сӑна пӑтратӑп тата сӑнара хӑратӑп.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӗҫленӗ ӗҫӳ — куҫ тулли.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хут таткине вулама йывӑр: пӑхсан — куҫ шарса каять, алла тытсан — пӗҫертет.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кунӗн-ҫӗрӗн куҫ умӗнчен каймастӑн…
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Куҫ айӗ тӑртӑннӑ, кӑвак ҫаврашкасем тухса ларнӑ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Куҫ йӑмӑхса-туртӑнса илчӗ те ҫап-ҫутӑ тумлам — куҫҫуль — пат тумларӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Сӑмахӗсене юриех шӑл витӗр сӑрхӑнтарса, тен, юриех ӳсӗре персе те, ҫав хушӑрах йӗрӗнсе, арӑмне ним вырӑнне те хуманнине уҫҫӑн палӑртса, куҫ харшине усаллӑн пӗркелентерсе каларӗ упӑшка.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кукамӑшӗ ҫапла каларӗ пулин те, сӑнӗ ҫуталчӗ-ҫиҫрӗ унӑн, питҫӑмарти, ҫамки сине тухса ларнӑ суха кассисем якалчӗҫ, чакрӗҫ пек куҫ умӗнчех.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эверккин чӗрине мака ҫӗҫӗпе сӗрчӗҫ тейӗн: ватӑлнӑ унӑн амӑшӗ-кукамӑшӗ, куҫ вӑйӗ те чакнӑ, пӗртте пӗлтӗр килсе кайнӑ чухнехи пек мар.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эверкки, ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек, куҫ умне кӑларать: телефон шӑнкӑртатмассерен Илемпи аппарат патне ыткӑнать, телефон кӗпҫине упӑшкинчен маларах тытса ӗлкӗресшӗн.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тата куҫ умӗнче пӗр вӗҫӗм — Илемпи.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Комисси членӗсем, вӗсем хушшинче халиччен ятлӑ-сумлӑ пулнӑ Кактышев та, мӗн ӗҫпе ҫӳренине пӗлсен, ҫар комиссарӗн тӗлӗннипе куҫ харши ҫӳ-ӳ-ле ҫӗкленсе илчӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тӗрӗссипе, Чернобыль тӑрӑхӗнчи кашни тӗм-йывӑҫ, ҫурт-хуралтӑ куҫ тӗлне пулан кашни япала ӗҫлеме хистетчӗ Эверккине.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Халех-и? — хайӗн ҫине йӑпӑрт куҫ ывӑтрӗ Илемпи.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑрмантан тухсанах куҫ умне, ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек, самаях пысӑк ял тухса тӑчӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вара вӑл Чернобыльтен тӗлӗнмелле (ах, нихӑҫан, ӗмӗрне те ӳкермӗччӗ вӑл ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене. Трагеди пулнӑ вырӑна аса илмессерен куҫ хуралса килет. Телей, илем ҫеҫ ӳкерӗччӗ, анчах пурнӑҫра апла мар-ҫке-ха) картинӑсем илсе килнӗ тесе, ҫав картинӑсене Мускаври выставкӑра кӑтартаҫҫӗ тесе этем чыс-хисепне йӑлтах ҫухатмалла-и?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.