Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 24. Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ; 25. Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай; 26. Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн; 15. пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ; 16. вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр; 17. пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона каланӑ: эсир Мана ӗненмерӗр, Манӑн сӑваплӑхӑма Израиль ывӑлӗсем умӗнче кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн эсир ку халӑха Эпӗ ӑна паракан ҫӗршыва илсе кӗреймӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм; 22. Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр: 23. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей пур туйине те Ҫӳлхуҫа умӗнчен Израиль ывӑлӗсем патне илсе тухнӑ.9. И вынес Моисей все жезлы от лица Господня ко всем сынам Израилевым.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Моисей Аарона каланӑ: тӗтӗркӗчне ил те унта парне вырӑнӗ ҫинчен вут-кӑвар илсе хур, тӗтӗрмелли яр, вара хӑвӑртрах халӑх патне илсе кай, ун хутне кӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитрӗ [те], халӑх вилме пуҫларӗ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 37. Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр, 38. мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан Ҫӳлхуҫаран вут тухнӑ та тӗтӗрмелли илсе пынӑ леш икҫӗр аллӑ ҫынна ҫунтарса янӑ.35. И вышел огонь от Господа и пожрал тех двести пятьдесят мужей, которые принесли курение.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан Моисей Корее каланӑ: эсӗ хӑв та, санӑн пӗтӗм ушкӑну та ыран Ҫӳлхуҫа умӗнче пулӑр, эсӗ, вӗсем тата Аарон пултӑр; 17. кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илтӗр, унта тӗтӗрмелли хутӑр, вара кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, икҫӗр аллӑ тӗтӗркӗч пулӗ; эсӗ те, Аарон та кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илсе пырӑр, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ пире, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗртен илсе тухса, пушхирте вӗлерме илсе килтӗн, ку сахал-им? эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн! 14. эсӗ пире сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре илсе килтӗн-и, пире уй-хир, иҫӗм пахчи патӑн-и? эсӗ ҫак ҫынсен куҫӗсене суккӑр тӑвасшӑн-и? пымастпӑр! тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 38. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр; 39. ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр, 40. сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӗтӗм халӑх ӑна, тапӑр тулашне илсе тухса, чулпа пере-пере ӳкернӗ, вара вӑл вилнӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Израиль ывӑлӗсем пушхирте тӑнӑ чухне шӑматкун вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнӑ; 33. [шӑматкун] вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнисем ӑна Моисейпе Аарон патне, [Израиль ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ патне илсе пынӑ; 34. ӑна мӗн тумалли паллӑ пулман-ха, ҫавӑнпа ӑна хурал тӑратса хупса лартнӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ илсе каякан ҫӗре кӗрсессӗн, 19. ҫав ҫӗрти ҫӑкӑра ҫие пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; 20. малтанхи чустӑртан пашалу пӗҫерсе, ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; вӑл анкартинчен кӳнӗ парне пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн, 9. вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла; 10. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.