Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Вӑл вара малашне Израиль килӗшӗн йӗплӗ кӳкен те ыраттаракан ҫумкурӑкӗ пулмӗ, ӑна пур кӳршинчен те ытларах усал сунакан пулаймӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗҫ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун ҫине мур чирӗ ярӑп, урамӗсенче юн юхтарӑп, унта пур енчен те вӗлерекен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвна пултарнӑ кунран пуҫласа йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫличчен пур ҫулу ҫинче те эсӗ тӳрӗ пултӑн.15. Ты совершен был в путях твоих со дня сотворения твоего, доколе не нашлось в тебе беззакония.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑнпа та, Оголива, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ чуну сивӗннӗ еркӗнӳсене сана хирӗҫ тӑратӑп, вӗсене сана хирӗҫ пур енчен те пухса килӗп: 23. Вавилон ывӑлӗсене, пӗтӗм халдее, Пеходран, Шоаран тата Коаран илсе килӗп, вӗсемпе пӗрле мӗнпур Ассур ывӑлне, илемлӗ йӗкӗтсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫӗсене, ҫулпуҫсемпе ятлӑ ҫынсене, пӗтӗм ӑста юланутҫӑна илсе килӗп.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа тытса тӑрӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире хурав памастӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пур! сире хурав памастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ пур чун та — Манӑн: ашшӗн чунӗ те, ывӑлӗн чунӗ те — Манӑн; ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ.4. Ибо вот, все души - Мои: как душа отца, так и душа сына - Мои: душа согрешающая, та умрет.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ пур! тет Турӑ: малашне Израильре ку ытарлӑ сӑмаха каламӗҫ ӗнтӗ.3. Живу Я! говорит Господь Бог, - не будут вперед говорить пословицу эту в Израиле.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унӑн мӗнпур ҫарӗнчен тарнисем пурте хӗҫ айне ӳксе вилӗҫ, ыттисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп; вара ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каланине пӗлӗр, тет.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ пур! вӑл Манӑн тупама вырӑна хумарӗ, Манӑн килӗшӗвӗме пӑсрӗ, ҫакна Эпӗ унӑн пуҫӗ ҫине ярӑп, тет.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн, 57. ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; санӑн Содома йӑмӑку, хӑй те, унӑн хӗрӗсем те эсӗ тунине, сан хӗрӳсем тунине тумарӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Эсӗ ӗнтӗ вӗсен ҫулӗсемпе те ҫӳремерӗн, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене те тумарӑн; ку саншӑн сахал пулчӗ: эсӗ пур ҫулу-йӗрӳ ҫинче те вӗсенчен аскӑнрах хӑтлантӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Е тата Эпӗ унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме ҫав ҫӗр ҫине мур чирӗ янӑ пулсан, Хамӑн хаярлӑхӑмпа юн тӑкнӑ пулсан, 20. ҫав ҫӗрте Ной, Даниил тата Иов пурӑннӑ пулсан, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — вӗсем ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлаймӗччӗҫ; хӑйсен сӑваплӑхӗпе вӗсем хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӗҫ янӑ пулсан, «хӗҫ, ҫӗр витӗр тух!» тенӗ пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫланӑ пулсан, 18. вӗсем хушшинчи ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑннӑ пулӗччӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.