Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юн сăмах пирĕн базăра пур.
юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юн таппине тытса пӑхас майпа вӑл эп ҫуллипе ҫуллӑ маррине тӗрӗслесшӗн, ҫак ӗҫшӗн ӑна та какай татӑкӗ лекетех ӗнтӗ.

Притворившись, что проверяет у меня пульс, он определит, насколько я жирен, и за это ему тоже перепадет кусок мяса.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ.

Тогда царь встал, велел дать себе умыться и надел самый роскошный пурпуровый хитон, вышитый золотыми скарабеями, и возложил на свою голову венец из кроваво-красных рубинов.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах пуху пӗтнӗ тӗле Макарӑн тӑнлавӗсем ҫинче карӑнса тӑракан юн тымарӗсемпе вилнӗ пекех шурса кайнӑ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ сӑнӗ ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла шухӑшларӗ:

Но к концу собрания, глянув на мертвенно-белое лицо Макара, потное, со вздувшимися на висках венами, решил:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫессе те эпӗ акӑ мӗншӗн ӗҫнӗ: Сталин юлташӑн ҫак статьи мана пуля пек витӗрех шӑтарса тухрӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑшра вӗри вутлӑ юн вӗреме тапратрӗ… —

Выпил же я через то, что меня эта статья Сталина, как пуля, пронизала навылет, и во мне закипела горючая кровь… —

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тулта ҫеҫ, ҫул таврашӗнчи тӗмсенче, цикадӑсем типпӗн те хӗрӳллӗн кӑшкӑрнӑ, унтан тата, талт-талт тапса, хӑлхара юн шавланӑ.

Только снаружи, в придорожных кустах, сухо и страстно кричали цикады, и кровь толчками шумела в ушах.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней