Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе минут ҫеҫ хӑйне урса кайнӑ арӑслан пек тытнӑ ҫын тӑруках мӗскӗн кушак ҫури пек чупкалама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чим, тӑхта, кам пултӑн вара эс? — аранах хӑйне алла илчӗ Шаккур.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтмен хӑна хӑйне ҫакнашкал лӑпкӑ, хӑюллӑ тытни вӑрра пушшех те уртарса ячӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, аслӑ пулин те, шӑллӗсен умӗнче хӑйне мӗскӗнле тытать, калас тенӗ сӑмахӗсене те калаймасть, шывланса тӑракан куҫӗсене шӑлма пуҫлать те — аптӑрасах ӳкет.

Помоги переводом

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа: — Уйӑрнӑ хурт сӑхмасть вӑл. Ан хӑрӑр. Хурт вӑл хӑйне ҫиллентернине юратмасть. Вӗлле хурчӗ пырсан, нихҫан та ан ҫапкалашӑр. Куратӑр-и, эпӗ сеткӑсӑрах ӗҫлетӗп ав. Мана пӗри те сӑхмасть. Тата эрех шӑршине юратмаҫҫӗ вӗсем, — тесе ӑнлантарсан, хӗрарӑмсем лӑпланнӑ пек пулчӗҫ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Надежда Константиновна, Владимир Ильича хӑйне курма пулмӗ-ши. Питӗ кирлӗ ыйтупа калаҫмаллаччӗ те», — тетӗп хайхи, кӑштах хӑюланса.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ачасем, эсир Ленина курнӑ-и? — ыйтрӗ вӑл, хӑйне йӗри-тавра сырса илнӗ юлташӗсем ҫине пӑхса.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫук, Михаля ӗҫ тумасӑр пушӑ алӑпа таврӑнас ҫук. Ҫавӑнпа та вӑрах ҫӳрет вӑл», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Казаков.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне курмасан та чӑвашпа тутар халӑхӗсен кучченеҫӗсене парса хӑварни те, хӑнана чӗнсе хӑварни те мӗне тӑрать.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку тӗлӗшпе вӑл — чӑн-чӑн дипломат темелле: хӑйне мӑнна хумасть, тутарсемпе те, акӑ, хӑй те вӗсемпе пӗрле инкек курнӑ ҫын пекех калаҫать.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлет.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳлмере тырӑ, кӗсьере укҫа пур чухне ним ҫинчен те шухӑшламасть, хӑйне ирӗклӗ тытать, савӑнӑҫлӑ туять.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ халех хӑйне чӗнсе килетӗп, — тесе, ачисене тумлантарса тӑракан Тарье пӳртрен тухрӗ.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупсан, хӑйне те вута пӑрахса ҫунтарса ямалла та, — маларах тухса тӑчӗ ҫуркунне Панчука лаша сутнӑ Тевлеш.

Помоги переводом

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне арҫын алли лексен, Анюк шартах сиксе илчӗ, тата ытларах хӗрелсе кайрӗ, аван мар, аван мар тесех, хӑнапа юнашар ларчӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сан сывлӑхушӑн, эппин, Анюҫӑм, — тесе, Петӗр унӑн стаканӗпе шаклатса илчӗ, хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех ӗҫсе ячӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫавраҫил хӑйне куҫа курӑнман аллисемпе ҫатӑрласа тытнине, ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе хӑй ытамне ҫавӑрса илнине, тусанпа, ҫӳп-ҫаппа пӗрле сывлӑшра пӗтӗрме пуҫланине сиссе те юлаймарӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑрах Анюк хӑй ҫине тилмӗрнӗ пек тӗмсӗлсе тинкернине те асӑрхарӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйне тем каласшӑн пулнине тавҫӑрчӗ, ҫынсенчен уйрӑлса, ун еннелле утса кайрӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, халӑх хӑйне хӑравҫӑ тесе шутласран пулас, аллинчи сӑмавара Киргизова тыттарчӗ те, ҫаннине тавӑрса, Энтрей умне пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл халь хӑйне ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек, ҫак аслӑ тӗнчере пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйрӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней