Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмӑлах пулмарӗ ҫакӑ.

Это была нелёгкая работа.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Анчах сире тупма ҫӑмӑл пулмарӗ.

Но вас разыскать нелегко было.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Унтан манӑн вунӑ пус пулмарӗ те эпӗ ҫурранах килтӗм, кӑшт аташса кайрӑм тата…

Потом у меня не было гривенника, я шел, да и немного заблудился.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫапах та старик Яков тӳрех ҫывӑрма хӑпарса выртасшӑн пулмарӗ, вӑл куҫлӑх тӑхӑнчӗ те хаҫат тытрӗ.

Но сразу лезть спать старик Яков не захотел, а надел очки и взялся за газету.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах унӑн подкладки ҫук, хамӑн ӗнсене чернилпа сӗрме кӑмӑл пулмарӗ манӑн.

Но подкладки не было, а мазать чернилами свой затылок мне, конечно, не хотелось.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Тепӗр чух пулсан эпӗ, тен, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле тӗл-пулу пирки шухӑша кайнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ манӑн ерҫӳ пулмарӗ.

В другое время я бы, вероятно, над таким странным совпадением задумался, но сейчас мне было некогда.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Те бензин шӑрши пулчӗ вӑл, те эфир шӑрши, те тата темле ирсӗр япала шӑрши, пӗлме пулмарӗ.

Пахло не то бензином, не то эфиром, не то еще какой-то дрянью.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хыҫалтан черет хӗссе пычӗ, ҫавӑнпа та шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ.

Сзади напирала очередь, и раздумывать было некогда.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ, паллах, савӑнса кайрӑм, анчах… манӑн пӗрре чернил пулмарӗ, тепре конверт пулмарӗ те, адреса эпӗ тӑватӑ кунтан тин ярса патӑм.

Я, конечно, обрадовался, но… то не было чернил, то конверта, и адрес я послал только дня через четыре.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Нумай чуптуса тӑма унӑн вӑхӑчӗ пулмарӗ, мӗншӗн тесен ҫарансем леш енче йывӑррӑн кӗмсӗртетни илтӗнет, тусем леш енче пушар ҫутисем хӗрелни курӑнать…

А много ему расцеловываться некогда было, потому что теперь уже всем и видно и слышно было, как гудят за лугами взрывы и горят за горами зори от зарева дымных пожаров…

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Анчах Гек кӑмака айӗнче те пулмарӗ.

Но и под печкой Гека не было.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Ҫук, вӑл унта пулмарӗ.

Нет, там его не было.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Ку шаккани те пулмарӗ иккен, такам ури айӗнче кӑна юр чӑкӑртатрӗ.

Это был даже не стук, а скрип снега под чьими-то тяжелыми шагами.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Анчах ку амӑшӗ пулмарӗ иккен, ҫыру илсе килнӗ почтальон пулчӗ.

Но, оказывается, это была не мать, а почтальон, который принес письмо.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Тӗттӗмленчӗ, уйӑх тухнӑ ҫӗре пӗрене пек пӗлӗт те, пысӑк ҫӑварли те пулмарӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпере пӗр пысӑк самолёт, юхнӑ пек, пӗр тикӗссӗн вӗҫни ҫеҫ курӑнчӗ.

Стало темно, а когда просветлело, то ни тучи-бревна, ни зубастой тучи уже не было, а по звездному небу плавно летел большой самолет.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Анчах халӗ ку хӑрамалла пулмарӗ.

Но это уже было не страшно.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Жиган чӗнмесӗр тӑчӗ, унӑн куҫӗсем яланхи пек ҫиҫсе айккинелле пӑхмарӗҫ, тӳрре тухма май пулмарӗ, тӳрре тухма та шутламарӗ вӑл.

Жиган стоял молча, глаза его не бегали, как всегда, по сторонам, ему не в чем было оправдываться, да и не хотелось.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ҫак вӑхӑтра хӗрлисем ҫинчен сас-хура та пулмарӗ, ҫавӑнпа ачасене хатӗр тӑма лекрӗ.

Между тем о красных не было слуху, и мальчуганам приходилось быть начеку.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Телее пула, Головень пулмарӗ, амӑшӗ кӑмакаран яшка кӑларатчӗ, асламӑшӗн хӑлхисем витӗрех мар.

К счастью, Головня не было, мать доставала похлебку из печки, а бабка была туговата на ухо.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Мӗн кӑна пулмарӗ пулӗ ӗнер…

Было у нас вчера дело…

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней