Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫак самантра мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илме пит те ҫӑмал.

Легко можно себе представить, что чувствовал я в эту минуту.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ.

который как раз в эту минуту открыл глаза, потревоженный передвижением света, и сразу опять заснул, вздохнув и закрыв лицо рукою.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ Петькӑпа пӗрлеччӗ, ҫитменнине тата ҫак самантра кукӑль ҫиеттӗм, ҫавӑнпа та вӑл эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ хӑй те ответ пачӗ те аяккинелле пӑрӑнчӗ.

Но я был с Петькой и, кроме того, ел в эту минуту пирог, и она только молча кивнула в ответ на мой неловкий поклон и отвернулась.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра пуринчен ытла эпӗ ӑна нумай тата ҫавӑрттарса калаҫнӑшӑн кураймарӑм.

Кажется, больше всего я ненавидел его в эту минуту за то, что он говорил так длинно и кругло.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тем тери пӑлханнӑ пулин те, ҫак самантра вӑл чӑн-чӑн тӑмана евӗрлех пулнине туйса илтӗм: сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле шуралса кайнӑ, пысӑк хӑлхисем хӗрелсе тӑраҫҫӗ.

и как я ни был взволнован, однако заметил, что в эту минуту он необыкновенно походил на сову: удивительно бледный, с красными большими ушами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт марччӗ ӗнтӗ унпала ҫак самантра манӑн сочинени пирки калаҫма!

Вот уж когда не время было говорить с ним о моем сочинении!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна ҫак самантра хам ҫумринчен те лайӑхрах куртӑм.

Я видел ее отчетливее, чем, если бы она была рядом со мною.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама ҫак самантра мӗн тери ырӑ пулнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук!

Не могу передать, как было хорошо в эту и минуту!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна Диккенса вулани, Урия Гип пирки ҫеҫ вуламанни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах та лӑп та шӑп ҫак самантра оркестр выляса ячӗ, хамӑрӑн физкультура учителӗ (ӑна пурте Гоша тесе чӗнетчӗҫ) Катьӑна хӑйпе ташлама сӗнчӗ, эпӗ каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм.

Я хотел объяснить ей, что Диккенса читал и только не читал про Урию Гипа, но в это время опять заиграл оркестр, и наш учитель физкультуры, которого все звали просто Гоша, пригласил Катю, и я опять остался один.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ.

Я замешкался, прощаясь с Катей, и Николай Антоныч вернулся.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лӑп та шӑп ҫак самантра алӑк уҫӑлса кайрӗ.

Почти в ту же минуту дверь открылась,

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та Катя ҫак самантра Николай Антонычӑн пирӗнпе нимӗн ӗҫӗ те ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ, ара эпӗ Катя патне ҫӳретӗп, ун патне мар-ҫке-ха.

Но в это время Катя заявила, что Николай Антоныч тут совершенно ни причем, потому что я буду приходить к ней, а не к нему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир тӗттӗмре такамсен урисем ҫине пуса-пуса хамӑр вырӑна шыраса ҫӳренӗ самантра вӑл пире чӗнсе илчӗ…

Она окликнула нас, когда, наступая в темноте на чьи-то ноги, мы искали наши места…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юлташсем, ҫакӑ самантра эпир Расщепейпе, пирӗн Расщепейпе, ӗмӗрлӗхе уйрӑлатпӑр.

— Товарищи, мы расстаемся сейчас с Расщепеем, нашим Расщепеем.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Укҫа тени — ку самантра шанчӑксӑр япала.

В наше время деньги — вещь неверная.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑп ҫав самантра тем капламӑш хум килсе, ӑна пуҫӗпех пуҫтарса хунӑ.

Но тут огромная волна накрыла его с головой.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак самантра эпӗ Катьӑна куртӑм.

а во-вторых, потому, что я увидел Катю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, хӑй шухӑшӗпе, ҫавӑн пек самантра Евгений Онегин хӑйне хӑй ҫапла тытнӑ пулӗччӗ, тет пулӗ ӗнтӗ.

Должно быть, так, по его мнению, вел бы себя при подобных обстоятельствах Евгений Онегин.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем председателе вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ, эпӗ вӗсен калаҫуне пӗр сӑмах сиктермесӗр итлетӗп, чи ответлӑ самантра председателе ҫӑлатӑп.

Они замышляют злодейское убийство председателя, я подслушиваю их разговор и в последнюю минуту спасаю председателя.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ҫак самантра ылтӑнпа ялтӑртатса, кабинета чаплӑ тумланнӑ икӗ генерал пырса кӗчӗҫ (сценаринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри — Италин вице-королӗ Евгевий, тепри — Бертье маршал иккен), кӗнӗ-кӗмен вӗсем император умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Но в это мгновение в кабинет врываются два генерала, роскошно одетые, блещущие золотом (как написано в сценарии, это вице-король Италии Евгений и маршал Бертье), вбежав, они падают на колени перед императором.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней