Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Иккӗшӗ (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем иккӗшӗ те тарӑн шухӑша путрӗҫ.

Оба мальчика думали.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑюллӑ ачасем иккӗшӗ те тӗттӗмре таверна патнелле йӑпшӑнса утрӗҫ.

Оба искателя приключений во тьме прокрались к трактиру.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хунарне вӑл Гек ҫывӑрса пурӑнакан пичке ӑшне пытарчӗ, вара иккӗшӗ те сыхлама кайрӗҫ.

Он спрятал фонарь в бочку из-под сахара, где ночевал Гек, и стал на стражу.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ҫавӑн ҫинчен нумай сӑмахларӗҫ, хулана ҫитичченех вӗсем иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ҫапла шутласа хучӗҫ: метис вӑл кама та пулин урӑх ҫынна та асра тытма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр Том ҫеҫ ӑна хирӗҫ судра тухса каланӑ.

Они разговаривали об этом до самого города и решили, что индеец, может быть, имел в виду и кого-нибудь другого, — может быть, одного только Тома, потому что только он один давал показания на суде.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ывӑҫ укҫана пӑхма пӗкӗрӗлчӗҫ.

Они вдвоем стали разглядывать горсть монет.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те харлаттарчӗҫ.

И вскоре они храпели оба.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗ те, пичӗсене алӑк патнелле, ҫурӑмӗсене стена еннелле туса, ҫӗр ҫине юнашар кӗрсе ларчӗҫ.

Они уселись на полу, лицом к двери, прислонившись к стене.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр хушӑ вӗсем иккӗшӗ те ним шарламасӑр чаврӗҫ, унтан Гек алтма пӑрахрӗ, кӗреҫе ҫине тайӑнчӗ, ҫамки ҫинчен шултра тар тумламӗсене ҫаннипе шӑлса илчӗ те: — Ҫак шӑтӑка алтса пӗтерсен, кайран ӑҫта чаватпӑр-ха? — терӗ.

Некоторое время они копали молча, под конец Гек оперся на лопату, смахнул рукавом капельки пота со лба и спросил: — Где ты собираешься копать после этого места?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Дикарьсенчен иккӗшӗ ӗмӗрлӗхех пиратра юлма хатӗр пулатчӗҫ пулӗ.

Двое индейцев пожалели даже, что не остались пиратами.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав каҫ апатлашӑ чукне иккӗшӗ те йӑвашшӑн шӑпах ларчӗҫ.

За ужином в тот вечер они были очень неразговорчивы.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем иккӗшӗ те шап-шурӑ шурса кайрӗҫ, вӗсен сӑнӗсем мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.

Оба мальчика побледнели, и вид у них был самый жалкий.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӗнӗрен вӗренекен ачасем иккӗшӗ те ку таранччен виноград ҫулҫинчен тунӑ сигарӑсене ҫеҫ турткаланӑ, анчах ҫав сигарӑсем чӗлхене «чӗпӗтнӗ», арҫынсене ун пек сигарӑсем туртни килӗшмест тесе шутланӑ вӗсем.

Оба новичка не курили до сих пор ничего, кроме виноградных листьев, от которых только щипало язык, да это и не считалось настоящим куревом.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗн те ӑшчикӗсем лӑпкӑ мар, иккӗшӗ те хӑйсене телейсӗр ачасем тесе шутларӗҫ.

Мальчики упали духом, начали тревожиться.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗленмелли те ҫук, вӗсем иккӗшӗ те «пӗр шухӑшлӑ икӗ пӗрешкел чун».

Было ясно, что встретились «две души, живущие одной мыслью».

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнтах иккӗшӗ те икӗ еннелле пӑхма пуҫларӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса илнӗ чухне кам та пулин мӗн те пулин асӑрхаман-ши тесе шухӑшларӗҫ.

Оба разом отвернулись и забеспокоились: не заметил ли кто-нибудь, как они переглядываются?

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӗн йӗпне чӗркесе лартнӑ ҫипне сӳтрӗ те, ачасем иккӗшӗ те черечӗпе хӑйсен пӳрнисене йӗппе чикрӗҫ, вӗсенчен пӗрер тумлам юл пӑчӑртаса кӑларчӗҫ.

Том размотал нитку с одной из своих иголок, и каждый из мальчиков, уколов большой палец, выжал по капле крови.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе ларса, вӗсем мӗн пулассине кӗтрӗҫ.

— И оба они прижались друг к другу в ожидании, что же случится.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нумайччен вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те, хӑйсем масар ҫине килнине вилнӗ ҫынсем епле пӑхаҫҫӗ-ши тесе, шухӑша кайрӗҫ.

Некоторое время длилось молчание: оба мальчика над этим задумались.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем иккӗшӗ те ҫула тухрӗҫ, часах вӗсем тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ.

Мальчики двинулись в путь и пропали во мраке.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ҫав тери тӑрӑшса, хӗрӳллӗн ҫапӑҫма тапратса ячӗҫ, ҫавӑнпа иккӗшӗ те хашкакан пулчӗҫ, тарласа кайрӗҫ.

И они начали «валять» с таким усердием, что совсем запыхались и взмокли.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней