Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мучи хӑйӗн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ витрине пӗтӗмпех пушатрӗ.Старик опростал ведерко; было оно совершенно черное от копоти.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Александр Невский Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, Чудски кӳлӗн пӑрӗ ҫинче йытӑ-рыцарьсене пӗтӗмпех ҫапса аркатнӑ…— Александр Невский защищал родину и разбил псов-рыцарей на льду Чудского озера…
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ те ачасене пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах ӑна сборта хӑй калас тенӗ сӑмахсене пӗтӗмпех манса кайнӑ пек туйӑнчӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗтӗмпех вӑл каланӑ пек пулса тухрӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малта, хула гвардийӗнчи мӑйӑхлӑ ҫынсем ҫывӑхӗнчех, ҫар костюмӗ тӑхӑннӑ шляхтич е шляхтич пек туйӑнакан ҫын курӑнать; вӑл хӑйӗн ҫине мӗнпур тумтирне пӗтӗмпех тӑхӑннӑ, хваттерӗнче унӑн ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпипе кивӗ атти кӑна юлнӑ пулӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ытти урамсенчипе танлаштарсан, кунта пӗтӗмпех урӑх япаласем куҫа курӑнса тӑраҫҫӗ: мӑръесем, ҫӗтӗк кипке татӑкӗсем, шуратнӑ япала хупписем, кӑларса пӑрахнӑ тем пысӑкӑш ҫӗмрӗк каткасем.Тут все состояло из сильных резкостей: трубы, тряпки, шелуха, выброшенные разбитые чаны.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Пӗлетӗп, пӗтӗмпех пӗлетӗп: манӑн пуҫшӑн икӗ пин червонец параҫҫӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Йӗри-таврара виҫӗ миля ҫывӑхӗнче йӗркеллӗ ларакан пӗр пӳрт те юлман: пӗтӗмпех ишӗлнӗ, юхӑнса пынӑ, пурте хӑйсен пурлӑхӗсене сутса ӗҫсе янӑ, чухӑнланса, ҫӗтӗлсе юлнӑ; пӗтӗм тавралӑх вӑйлӑ пушар е чума хыҫҫӑн ҫаралнӑ пек ҫаралнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйне ярса тытнӑ козаксен аллисем ҫине майӗпен уртӑнчӗ, вара ун вӗри юнӗ ҫӑл тапнӑ пек шарлатса юхса анчӗ; тепӗр чухне асӑрханусӑр тарҫӑсем кӗленче савӑтпа нӳхрепрен эрех йӑтса пыраҫҫӗ; ҫавӑнтах алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗсен ури шуса каять те, ҫак хаклӑ эрех савӑчӗ ӳксе ҫӗмӗрӗлет: эрехӗ пӗтӗмпех ҫӗре юхса тухать; хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи чи кирлӗ вӑхӑтра ӗҫме, турӑ парсан, ҫамрӑк чухнехи юлташне тӗл пулса унпа пӗрле ҫамрӑк чухнехи урӑхла вӑхӑта, ҫынсем кун пек мар, лайӑхрах савӑнса ирттернӗ вӑхӑта аса илме тӗл килсен ӗҫме хатӗрленӗ эрехне тӑкса янине курса, хуҫа чупса пырса хӑйне пуҫран ярса тытать; ҫак тӑкса янӑ эрех пек юхса тухрӗ Кукубенко юнӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Незамайковскипе Стебликивски куреньсене пӗтӗмпех пӗтерсе хурассине Тарас аякранах курчӗ, пӗтӗм сасӑпа: «тухӑр часрах лавсем хушшинчен, утланӑр пурте лашасем ҫине!» тесе кӑшкӑрчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Бусурмансем пурне те туртса илнӗ, пӗтӗмпех пӗтнӗ; эпир ҫеҫ тӑлӑхсем пек тӑрса юлнӑ, тата тӗреклӗ упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн юлнӑ тӑлӑх арӑм пек пирӗн ҫӗр тӑрса юлнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ара, илӗр пӗтӗмпех», терӗ Бульба: «мӗнпур пеккине йӑлтах илӗр, камӑн мӗн пур — тултарӑр: алтӑрпа, лаша шӑваракан савӑтпа, алшышпа, ҫӗлӗкпе ӗҫӗр, ним те ҫук пулсан, йӗкӗр ывӑҫӑра тытӑр».
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лав ҫинче пӗтӗмпех Тарас нӳхрепӗсенче нумайччен ларнӑ лайӑх эрех баклагисемпе пичкесем пулнӑ.В возу были всё баклаги и бочонки старого доброго вина, которое долго лежало у Тараса в погребах.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем, мӗнпур ҫынна хӑналаса тата ҫут тӗнчере пурте савӑнччӑр тесе музыкантсене тара тытса, козаксен йӑлипе пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫав тери ывӑннӑ козак, пӗтӗмпех шыҫӑнса кайнӑ; пичӗ ҫилпе куштӑркаса пӗтнӗ: ӳкнӗ те вӑл ҫавӑнтах, ним туйми ҫывӑрса кайнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӗвел пӗлӗтӗн ҫуррине те хӑпарса ҫитмӗнччӗ, запорожецсем пурте ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса та тӑчӗҫ, Сечран хыпар ҫитрӗ: козаксем вӑхӑтлӑха тухса кайнипе усӑ курса, тутарсем Сеча йӑлтах ҫаратнӑ, ҫӗр айӗнче вӑрттӑн усракан вӑрҫӑ хатӗрӗсене чавса кӑларнӑ, юлнӑ ҫынсене пӗтӗмпех хӗнесе тыткӑна илсе кайнӑ, хӑваласа каякан выльӑхсемпе, лаша кӗтӗвӗсемпе тӳрех Перекоп енне ҫул тытнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Воронцовӑри шкул кунтан пӗтӗмпех курӑнать.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халӗ ӗнтӗ иккӗленни пулма та пултараймасть: Ленька каласа панисем тӗрӗс пулнине хӗрлӗ хуплашкаллӑ кӗнеке пӗтӗмпех ҫирӗплетрӗ.Теперь сомнений быть не могло: все, что говорил Ленька, подтверждалось в путеводителе.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Пӗтӗмпех Валька пӑтраштарса ячӗ, — терӗ Сашка.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.