Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ аманнӑ, — терӗ Давенант аллине салтака тӑсса парса; сержант Гравелотӑн ал лапписене ҫӳхе хурҫӑпа явакларӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сарӑ ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ Лаура Мульдвей ачанни пек пичӗпе, таса, суясӑр кӑвак куҫӗсемпе, ҫӳхе ҫинҫе кӗлеткин пиҫӗлӗхӗпе ҫил ҫинче вӑркӑшакан хӑйӑва аса илтерет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конет «Тип ҫӗрпе тинӗсӗн» йывӑҫ картлашкипе тайӑласран асӑрханса, ҫирӗппӗн пусса хӑпарать, чавси вӗҫӗнче — качча кайман хӗрарӑмсен хаваслӑ тӗнчинчи тусӗн — Лаура Мульдвейӑн — ҫӳхе сивӗ пӳрнисем.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл итлесе тӑракан халӑх пуҫӗсене, эрешмен ҫинҫе те ҫӳхе картине карнӑ пекех, ултавлӑ сӑмахсемпе ҫавӑрчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӳхе вырӑн таврашӗн тасалӑхӗпе ӑшшин шӑрши кӗрет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳллӗ ҫамки, кукӑрӑлчӑк тути, усӑннӑ ялав пек вӑрӑм сӑмси, ҫӳхе харшисен айӗнчи йӗрӗнекен хура куҫӗсем хӗрарӑмсене самаях илӗртеҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр темиҫе минутран Гадаутов — каллех — тымарӗпе тӑлпаланса тухнӑ ҫӳхе тӑватӑ чӑрӑш курчӗ — хыҫала хӑварнӑ паллӑн йӗкӗреш хӑраххи.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Юхан шывӑн тепӗр енчи ҫыранне юхӑм аркатса якатнӑ, вӑл арпашӑнчӑк курӑк пек имшеркке те ҫӳхе йывӑҫ вуллисемпе талккӑшпех витӗннӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Каҫ сӗмлӗхӗ вӑйлах ҫапрӗ; ӗшеннӗрен пурте утаймиех пулчӗҫ; лаштах ывӑнса ҫитнӗ тӗлелле малта, ҫӳхе чӑрӑш вуллисен хушшинче, уҫланкӑ курӑнса кайрӗ; хальлӗхе курӑнман юхан шывӑн уҫӑмсӑр кӗрлевӗ утуҫӑсен чӗрисене лӑпкӑлӑхпа ҫӗкленӳ юхӑмӗпе ытамларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Тарт куҫӗсем пӗрре хыпса ҫунаҫҫӗ, тепре сӳнеҫҫӗ, вӗсенче ӗмӗтленӳ палӑрать, ҫӳхе кулӑ е хӑрату ҫиҫет; вӑл, ахӑртнех, Энох калавӗ вӑхӑтӗнче шухӑшӗсемпе ют пурнӑҫӑн тискер-тискер хӗрринче — хулара — пурӑнчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
— Чи пысӑккине, кантӑкӗ ҫӳхе пултӑр, сирӗн унашкалли пур.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ҫӳхе мӑйӗнче пусма-шарф шалпаррӑн вӗлкӗшет, ҫара ҫӳҫӗ кашни утӑмрах вӗҫкелет, пуҫӗ силленет, ҫын хӑй пӗтӗмпех силленет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Вӑл та ылтӑн тӗслӗ, янкӑрах мар ҫутӑпа витӗннӗ, шалтан темиҫе миля таран курӑнать; ку — ҫуркунне, пӗтӗмпех ашкӑрса ешӗлленнӗ-чечекленнӗ вӑхӑтра; вулӑсем, йывӑҫ хуппин чӗлкемӗсем, лӑсӑ йӗпписем, ҫулҫӑсем, чечексем, чи пӗчӗккисем те — булавкӑран шултра мар, чи черчен те ҫӳхе тунасем, — ҫаксем пурте эпӗ халиччен курман уҫӑмлӑхра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӳсеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Тӑшмансем ҫине-ҫинех перкелешрӗҫ; тепӗр чухне, курӑка аялтанах лексе, пульӑсем ӑна хӑйне евӗрлӗ, ҫӳхе пусмана ҫурнӑ сасӑпа каса-каса ӳкереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Хӗвелпе ҫуталнӑ тӳремлӗхре пукане ӗренкиллӗ салтак — пачах ҫаврӑнса пӑхмасӑр тата чарӑнмасӑр, пӗр шайлӑ ҫирӗп утӑмпа — вӑрманӑн шухӑша кайнӑ ҫӳхе куҫ харшине аса илтерекен сӑрӑ лаптӑкӗ еннелле утать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Вӑл малалла пӗр утӑм ярса пусрӗ, йӗрӗнекен-итлевлӗ ҫӳхе алла хӑйӗншӗн те кӗтмен ҫӗртен ярса тытрӗ те ҫавӑнтах вӗҫертрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
— Ҫӳхе хурҫӑ пӑчкӑпа, — терӗ Латрап.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Вӑл тӑсӑлчӗ те сулахай аллипе ҫӳхе туратран уртӑнчӗ, ӑна пӗтӗм йывӑрлӑхне парсан сылтӑм аллине вӗҫертрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.