Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫав ухмах Гракхсемпе айван ӑслӑ Друз, уйсене плебейсене валеҫсе парас тесе, хула халӑхне ҫӗклеме шутланӑ, — терӗ Кай Антоний.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл ӑна, хӑйӗн вӑйсӑр пӳрнисем ҫӗклеме пултарайман пулин те, ҫӗклерӗ.Он поднял этот мешочек, хотя его ослабевшие пальцы не в силах были удержать такую тяжесть.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӗсене ҫӗклеме хӑтланчӗҫ те — пӑрса лартнӑ иккен.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Кӳр, пулӑшам! — хӗр пупленӗ, ӗҫленӗ хушӑра нимӗн те чӗнмен, шарламан Матви ҫӗклеме стайлӑн пырса тытрӗ, витрине хӗр хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Пӗрремӗш ыйту пирки сасӑлӑпӑр: кам Данила Васильевич Головков панӑ сӗнӳ майлӑ, ҫавсене алӑ ҫӗклеме ыйтатӑп!..
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Сӑнӑпа тирсе ҫӗклеме те пулмасть — сӑнни хуҫӑлса каять!
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑмакасем валли вутӑ ҫурса йӑтса кӳртеттӗм, пахча ҫимӗҫсем тасататтӑм, илнӗ япаласене карсинкӑпа ҫӗклеме хуҫа майрипе пӗрле пасара ҫӳреттӗм, лавкана, аптекӑна чупаттӑм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Малиша Уча патне пычӗ, илсе каяс тесе, ӑна ҫӗклеме тытӑнса пӑхрӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах партизансем умӗнче хӑйне ҫӗклеме тӗлӗнмелле хӑват кирлӗ; пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн партизансем ӑна халь нимӗн чухлӗ те хакламаҫҫӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сергей, вӑйсӑрланнӑ старик ҫине шарламасӑр, куҫ харшине тачӑ пӗрсе, шуралса кайса итлесе тӑнӑскер, сасартӑк мучине хулайӗнчен тытрӗ те ҫӗклеме тытӑнчӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫакна Уча хӑй те аван чухлать, вӑл хӑй ротӑн ҫапӑҫури кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклеме вӑй ҫитерейменни пирки ытларах шухӑшлать.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Боецсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклеме хӑравҫӑна отрядран хӑваласа яни персе вӗлерессинчен лайӑхрах, — терӗ Павӑл, Гвоздена персе вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫакна ҫынсем кӑмӑлсӑррӑн кӗтсе илессине ӑнланса.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсир ӑна хӑвӑршӑн тӑрӑшнӑшӑн тата вӗрентнӗшӗн тав тӑвасса шаннӑччӗ эпӗ, — тӑсрӗ кукамай малалла кӑштах шарламасӑр тӑна хыҫҫӑн, унӑн сассинче вара вӑл хӑй мӗн каласси ҫинчен малтанах шутласа хуни палӑрчӗ, — эсир унӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗсене хаклама пӗлессе кӗтнӗччӗ, эсир пӗчӗклех ун ҫине ал ҫӗклеме хӑйнӑ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вӗсене икӗ аллипе те ыталама хӑтланчӗ, анчах Бояна енчи сулахай аллине ҫӗклеме пултараймарӗ.Он попытался обнять их обоих, но не смог поднять левую руку со стороны Бояны.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн пуҫӗ сумка ҫинчен атӑш курӑкӗ ҫине шуса анчӗ; ӑна ҫӗклеме вӑйӗ те, кӑмӑлӗ те пулмарӗ унӑн.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кайӑк утравӗн хуҫи, шӑппӑн ларакан японецсен тӑшманла ушкӑнӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне кашнинчех куҫхаршисене ҫӗклеме, урисене кӗлипе ҫирӗппӗн пусма тӑрӑшрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Вара Колосков пире синдо каютин урайне сарнӑ линолеума ҫӗклеме хушрӗ, хӑй, шхуна ҫырантан миҫе ҫухрӑмра пулнине виҫме, циркуль илчӗ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Сӗмсӗрсене хӑваласа ярсан, вӗсем амисем патне каялла килеҫҫӗ, ҫав хушӑра тантӑшӗсем, хӑрушӑ ҫӗклеме хӑвӑртрах пӑрахтарасшӑн пулнӑ пек, вӗсене пуҫӗсемпе тӗккелеҫҫӗ, хӳринчен ҫырта-ҫырта илеҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ун ҫине питрен тӳррӗн пӑхса унӑн пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме тивет, ҫавӑнпа унӑн сӑн-сӑпачӗ тата та хаяртарах пек курӑнать.
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Винчестерне ҫӗклеме те ӗлкӗреймерӗ Кэмби, Гоомо персе те ячӗ.
Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.