Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑм (тĕпĕ: ҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ниушле сана халӗ те тӗрмене хупман?» тесшӗн вӑл, анчах пӗлӗшӗн ҫӑм пуснӑ кисмен чӑмӑрӗсене курать те, вӑл сӑмах ку самантра чылай хакла ларассинчен шикленет.

Помоги переводом

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Ӗнесем, ҫӳлерех ӳсекен кӳкен тӗмӗсем ҫине ҫӑм пайӑркисем хӑварса, кунти кӗске курӑка ҫисе пӗтерсех тӑраҫҫӗ.

Коровы выедают его клочковатую траву, оставляя рыжую шерсть на кустах терновника, растущих поверху.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Чим-ха, хаклӑ парнене ҫывӑхранах курма пар, — терӗ малти сак ҫинче ларакан ҫӑм пусмаран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ курпун карчӑк.

— А ну-ка, поближе дай посмотреть драгоценный подарочек, — сказала с передней лавки горбатая, в шерстяном платье старуха.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Таня каллех амӑшӗ ҫумне кӗрсе ларчӗ те тин ҫеҫ ҫав тери тӑрӑшса ҫивӗтленӗ ҫӑм ҫивӗтсене сӳтме пуҫларӗ.

И Таня снова села подле мамы и давай расплетать шерстяные косички, которые она только что старательно заплетала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Амӑшӗ хулпуҫҫи ҫинчен вӑрӑм ҫӳҫеллӗ шурӑ ҫӑм тутӑр пӗркенчӗ, Таня, амӑшӗ ҫумне ҫыпӑҫса ларса, тутӑрӑн хӑрах кӗтессипе витӗнчӗ.

Мама накинула на плечи белый шерстяной платок с длинными кистями, а Таня прижалась к маме и прикрылась уголком этого платка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ҫӑм утиял ҫитсӑ утиялтан чылай хаклӑ.

Но так как сукно лучше ситца и дороже,

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Туй пуҫланас умӗн Ван хӑйӗн пулас кинне ҫӑм утиял леҫме кайнӑ та, кулак ӑна йышӑнман, ҫитсӑран ҫӗлетнине илсе килме хушнӑ.

Когда Ван перед свадьбой принесла будущей невестке шерстяное одеяло, кулак Ли не взял и велел принести ситцевое.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл гранатӑсене ҫӗр айне чавса хучӗ, запалсене ҫулӑ ҫӗтӗк-ҫурӑкпа чӗркерӗ те, ҫӑм чӑлха ӑшне чиксе, типӗ вырӑна хӑйсене уйрӑм пытарса хучӗ.

Она закопала гранаты в землю, запалы завернула в промасленную тряпку, опустила их в шерстяной носок и заложила отдельно, в сухом месте.

Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Туника — авалхи римлянсен ҫанӑсӑр е кӗске ҫанӑллӑ шурӑ ҫӑм кӗпе.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Вӗсем унӑн ӳтне пысӑк хура ҫӑм одеялпа чӗркерӗҫ те ҫӗклесе кайрӗҫ.

Они подняли труп, завернули его в большое шерстяное одеяло и понесли.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫирӗм ҫичӗ ҫӗртен суранланнӑ паттӑр германецӑн ӳтне ҫуса тасатрӗҫ, мазьсемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе сӗрчӗҫ, питех те ҫӳхе ҫӑм пирӗнчен тунӑ саванпа чӑркарӗҫ, унтан, чечексемпе витсе, вут ҫине хучӗҫ.

Гигантское тело храброго германца с двадцатью семью ранами, обмытое и умащенное мазями и благовониями, завернутое в белый саван из тончайшей шерсти и покрытое массой цветов, было положено на костер.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫавӑнпа сурӑхсене ҫакӑн пек нумай ӗрчетеҫҫӗ те, вӗсенчен ытларах ҫӑм илсен, пустав-таварпа ҫӑматӑ та ытларах пулать.

Овец для того столько и развели, чтоб с них шерсть состригать и потом делать материю и валенки.

Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсен хӳри ҫинче те ҫӑм нумай.

И на хвосте у них тоже много шерсти.

Сурӑхсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пуканен кӗпи ҫинӗ ҫӑм пӗрчисем ҫыпӑҫкаланӑ.

На платье у куклы было много волосиков.

Сӑмса тутриллӗ пукане // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӳри ҫинче пӗр ҫӑм пӗрчи те ҫук.

И совсем без волосиков.

Кенгуру // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пичӗ йӗри-тавра ҫӑм, ӑна пур енчен те сухал пуснӑ пек.

А кругом лица волосы, как будто всё борода.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Нимӗнпе те витмен иккен ӑна, унӑн хӑйӗн ҫавӑн пек ҫӑм ӳсет.

А мама сказала, что никакое не одеяло, а это у ней шерсть сама так растёт.

Зебра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пичӗ ҫинче ҫӑм та ҫук.

А на лице шерсти нету.

Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫиелтен ҫеҫ вӗҫен кушаксенни пек кӑвакрах ҫӑм ӳсет.

Только на них серая шерсть, как на кошках.

Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Паллӑ оратор, сухалне вунпилӗк кун хырманскер, хура туникӑпа хура ҫӑм тога тӑхӑннӑ, йӑмӑкӗ патне ҫиленсе пырса кӗчӗ.

Спустя минуту, знаменитый оратор, с бородой, не бритой уже пятнадцать дней, в темной тунике, в тоге из темной шерсти, серьезный и нахмуренный вошел в приемную сестры.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней