Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь эп кӑнтӑр енчи пӗр хула ҫынни, Шупашкарти хамӑн хваттере кунтипе улӑштартӑм.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, ҫынни вӑл ахаль колхозник ҫеҫ пулман: колхозсем пысӑкланиччен председатель заместителӗнче ӗҫленӗ, кайран вара — бригадирта.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫынни вӑл ҫирӗпскер теҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗншӗн тесен ял ҫынни паянхи уяв кунӗ те хӗрӳ ӗҫре пуҫаруллӑ пулнипе палӑрать — вӑл пулас тыр-пул никӗсне хывассинче тимлет.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Мӗншӗн тесен ҫынни те пӗчӗк мар.

Помоги переводом

Фильм ӳкереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60649

Эпӗ искусствӑна юратмастӑп мар, ӑна пӗчӗкренех хисеплеме вӗреннӗ, анчах искусствӑна юратнипе кӑна санран чӑн-чӑн искусство ҫынни пулмасть-ҫке-ха?..

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Калаҫса татӑлнӑ вырӑна ҫичӗ сехет ҫурӑра ирхинехи шалпартарах костюм тӑхӑннӑ ҫын мар, симӗс кительпе кӑвак галифе тӑхӑннӑ яштак ҫар ҫынни — аслӑ лейтенант, лётчик килчӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра вуншар чӑваш ҫынни, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса, Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫав вӑхӑтрах кашни совет ҫынни вырӑс чӗлхине вӗренме тӑрӑшать пулсан, ӑна вӑл пурнӑҫ хушнипе тӑвать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӗсенче хальхи пурнӑҫ ҫынни хӑйне палласа илтӗр, унти тулли те витӗмлӗ сӑнарсене кура пирӗн ҫамрӑксем воспитани илме пултарччӑр.

Помоги переводом

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл пирӗн самана ҫуратнӑ паянхи пурнӑҫ ҫынни тулли те витӗмлӗ сӑнарне сцена ҫине илсе тухмалӑх, чӑн-чӑн героикӑллӑ, романтикӑллӑ драма ҫырас шая хӑпарса ҫитеймен-ха.

Помоги переводом

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫынни ӳсӗртерех пулнӑ, кӑштах тайкаланнӑ, сапах та хулигансем хӑйне ухтарма тытӑнссн, парӑнасшӑн пулман, хирӗҫ тӑнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Леш ҫынни — вӑрри ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра автобуса кӗме ӗлкӗрчӗ, тепӗр самантранах автобус тапранса кайрӗ…

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫынни мӗнлескерччӗ?

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Мӗнлерехскерччӗ ҫынни, каласа пама пултаратӑр-и?

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ӑҫта тепӗр ҫынни? — каллех ыйтнӑ начальник.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Совет ҫынни кар-р! ҫӗкленнӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунта — фашист ҫынҫиенӗсен тӗрми-касаматне, гестапӑн тискер аллине, концлагерьсене лекнӗ совет ҫынни юлашки самантсенче ҫырса хӑварнисем, вӑрҫӑ инкекӗ ҫинчен калакан документсем.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней