Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫӗсем тӑррине ухӑсемпе ҫӗмӗренсем ҫӗкленӗ, хулпуҫҫисем урлӑ чул пуртӑсем ҫакса янӑ, вӗсем хӳшӗсем ҫумӗпе вӑркӑнса иртеҫҫӗ — Горендуна каякан сукмак ҫине тухаҫҫӗ пулас.
Вӑрҫӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пирӗн партизансен пуян отрячӗ ӑна вӑрман ҫумӗпе иртсе пыракан партизансен чухӑнрах отрядӗнчен улӑштарса илнӗ.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Шурӑ утрав стенисем ҫумӗпе таҫтан чупса килнӗ ҫӳлӗ хум йӑванса иртет.Скользит у стенок белого острова откуда-то прибежавшая высокая волна.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Балластпа труба вӗсен ҫумӗпе анаҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӗссӗр сарӑ мамӑк пек мӑйӑхӗ ун тути ҫумӗпе хурлӑхлӑн пасарса хытнӑ, ҫамки урлӑ тарӑн та ҫиллес йӗр картланса каҫать.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Эпӗ нихҫан та пулӑ тытса курман, анчах кӳлӗ ҫине пӑхнипе манӑн та, ҫав пулӑҫ пек кимӗ ҫине ларса, ҫыран ҫумӗпе вӑраххӑн ишес килсе кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пӳртсем ҫумӗпе, сайра-хутран кӑна тенӗ пек, ҫынсем ирткелесе ҫӳренӗ.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вӑл насус станцин ҫурчӗ ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне ун пуҫӗ ҫине ҫӳлтен йывӑр пӑрӑс ӳкнӗ.Он пробирался мимо постройки насосной станции, и сверху ему на голову свалился тяжелый брус.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов ҫине, Беридзе ҫине савӑнӑҫлӑ пӑхса илнӗ хыҫҫӑн трубасем ҫумӗпе утса кайрӗ.Весело глянул на Батманова, на Беридзе и пошел вдоль линии труб.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Касса тухнӑ вакӑсем ҫумӗпе Некрасов, ҫамрӑках мар, салху сан-питлӗ, анчах ыра кӑмӑллӑ ҫын, Куртовпа тата унан юлташӗсемпе пӗрле пӑр ҫине электричество проводне хурса тухрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Носков хӳме ҫумӗпе тӗлӗнмелле утса пырать, ун хыҫҫӑн тӗлӗнмелле ҫӑра мӗлкесем шуса пыраҫҫӗ; мӗлкесем ҫын хыҫҫӑн ҫакӑн пек йывӑррӑн сӗтӗрӗнсе пынине Яков пуҫласа курчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков хӑвӑрт кӑна чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ, ҫав самантрах пальто кӗсйинчен револьвер туртса кӑларчӗ, хӑйне тапӑнакан ҫынна уринчен тӗкрӗ, персе ячӗ; пӑшал сасси янӑравсӑр, вӑйсӑр пулчӗ, анчах та ҫын хулпуҫҫийӗпе хӳмене пырса ҫапӑнчӗ, мӗкӗрсе ячӗ те хӳме ҫумӗпе ҫӗре шуса анчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӳме ҫумӗпе пир-авӑр тӗртекенсем иртсе кайрӗҫ — вӗсенчен пӗри сӗреке йӑтса пырать, тепри тимӗр витрене кӗмсӗртеттерсе утать, виҫҫӗмӗшӗ, ӑвӑ тивертсе чӗлӗм чӗртме тӑрӑшса, вут чулне шаккаса хӗлхем сирпӗтрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чарӑнса тӑмасӑрах, инженерсем ҫумӗпе тепӗр еннелле утрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем хуларан тухаҫҫӗ те, чугун ҫул патне пырса, патрульсем ан курччӑр тесе, юрлӑ-пылчӑклӑ ҫул ҫумӗпе пӗр икӗ километр упаленсе каяҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унтан вӗсем, хӳме урлӑ каҫса, васкамасӑр стена ҫумӗпе утаҫҫӗ.Они перелезли через забор и медленно пробирались вдоль стен.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫӗрле вӗсен ҫумӗпе эпир темиҫе хут та ирте-ирте кайнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шурӑ уй тӑрӑх, тиртен тунӑ пӗчӗк чумсем ҫумӗпе, пӑлансем кӳлнӗ нартӑсем ыткӑнса пыраҫҫӗ.Неслись по белому полю, мимо крохотных кожаных чумов, нарты, запряженные оленями.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Анчах хӗвел хура вӑрман хыҫне анма тытӑнсан, чӗкеҫсем аялта, ҫӗр ҫумӗпе вӗҫме пуҫласан, каҫхи ҫил вӗрме тапрансан, хӗрачасем пӗчӗккисене пӳрте кӗртрӗҫ те, чӑн-чӑн концерт пуҫланчӗ!
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.