Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗш те чылайччен ҫывӑраймасӑр енчен-енне ҫаврӑнкаласа выртрӗҫ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пӗр эсӗ кӑна паратӑн-и, Эрхип, е ыттисем те миххисене тултарса хучӗҫ-и ӗнтӗ? — упӑшкине чылайччен сӑнаса пӑхрӗ Улюна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чылайччен ҫывӑраймасӑр енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ, Ҫӗпритунпа мӗн калаҫнине тепӗр хут аса илчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑлканлӑ сӑрт ҫинчен чылайччен сӑнаса выртрӗҫ виҫӗ салтак йӗри-таврана.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чылайччен пӑхса тӑчӗ упӑшки ҫине арӑмӗ, хӑрах ывӑҫне тути патнех тытса, пуҫне пӑркаларӗ — шӑлӗсем тӑкӑнса пӗтнӗрен алли часрах ҫӑварне хуплама васкать ҫав…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ мана уру ҫинче чуччу ярӑнтартӑн, чӗрҫӳ ҫине лартса чылайччен ыталаса лартӑн, ӑшӑтрӑн.
Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.
Мучи, шӑлӗсем ӳксе пӗтнӗрен, шӑл тунипе ҫыртса илнӗ ҫӗр улмие тата куркана янӑ хӑяр шывӗпе ислетнӗ пашалӑва ҫӑварта чылайччен ҫавӑрать…
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Циркра пулнӑ каҫ арҫынсен общежитийӗнче Миша пурӑнакан пӳлӗмре чылайччен ҫутӑ сӳнмерӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗр каҫхине ҫакӑн пек ҫутӑ лампа ялкӑшӑвӗ Ирина Осипова ӗҫлекен строительство компанийӗ ҫӗклекен ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче, пулас хӑна ҫурчӗн икӗ пӳлӗмлӗ номерӗнче, чылайччен сӳнмерӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗрремӗш канмалли кун Ирина хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫа питех кӳлӗнмерӗ: кӑнтӑрлаччен пӳрт ҫумӗнчи пахчара йӑрансене кӑшт-кашт ҫум курӑкӗнчен тасатса типтерлерӗ те ҫуллахи душра ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн хӑй должноҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнеке-справочнике алла тытрӗ, ӑна чылайччен тишкерсе тӗпчесе ларчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Йӑпанчӗ чылайччен айван ҫура, — Тӳрех хыпса ҫӑтас-мӗн ун вӑрра.
Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.
Чылайччен ҫапла мӑкӑртатрӗ юмӑҫ карчӑк.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Раман, клубран таврӑннӑ май, Хурашыв айлӑмне чылайччен сӑнаса тӑчӗ.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Баракра чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртрӗ вӑл, хӑйпе хӑй калаҫрӗ:
6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Апла пулин те утӑ тултарнӑ тӳшек ҫинче чылайччен ҫаврӑнкаласа выртрӗ вӑл.
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫакӑн пек шухӑшпа вӑл минтер ҫине йӑванчӗ, хускалмасӑр чылайччен выртрӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ермолай чылайччен ӳсӗрчӗ, унтан малалла тӑсрӗ:
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Илихван, кӳреннӗскер, шыҫӑннӑ питне пӗркелентерчӗ те чылайччен шӑпӑрт пулчӗ хӑй ҫинчен манса каясса шанса, анчах та ӑна шеллеме никам та шутламаннине кура юлхавлӑн хӗрарӑмсен хушшинчен тухрӗ, мӑкӑртатрӗ:
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шухӑша кайрӗ, чылайччен иккӗленчӗ — ҫырмалла е ҫырмалла мар.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чылайччен хускалмасӑр, хытса выртрӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.