Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳсрен ҫӗленӗ, ҫухависене шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ чӗнтӗр тытнӑ шап-шурӑ майра кӗпи — татьянка, хӑмӑр юбка, урине йӑлтӑркка хӑмӑр туфли тӑхӑннӑскер, ҫырӑрах ҫивӗтсӗр ҫӳҫне кӗске кастарнӑскер.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, алтатти тӗлнелле, кӑчкӑ папкисем тӑртаннӑ, ҫутӑ хӑмӑр тӗспе витӗннӗ кунсенче, Ула Тимӗр амӑшӗ — унӑн тӗп тӗревӗ, чи шанчӑклӑ тӳртӗшӗ — ҫӗре кӗчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен ҫемйи пурӑнакан пӳлӗм-хваттер пӗрремӗш класра вӗренекен ачасен пӳлӗмӗпе юнашарах, вӗсен, пӳлӗмӗсен, хушшинче маччанах тӗкӗнесле ҫӳллӗ, мозаикӑлла эрешлесе пӗтернӗ, хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланӑ йывӑҫ алӑк пур.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринчи ҫӑмӑл пушмакӗ те ҫутӑ хӑмӑр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫухавине те, ҫаннисене те чӗнтӗр тытнӑ ҫӳхе, шурӑ блузка тӑхӑннӑ, хӑмӑр юбкӑпа.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юри тӗлӗ-тӗлӗпе сӗркелесе хӑшкӑллантарнӑ, хӑмӑр тумхаллӑ, машина ҫӑвӗпе те автолпа вараланса пӗтнӗ джинсипе.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрарӑмӑн хура хӑмӑр куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсем каччӑн йӑлкӑшаҫҫӗ кӑна, хӗрачанни евӗр ҫӳхе тутине писев сӗрнӗ тейӗн, хӗп-хӗрлӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чӗкеҫ евӗрлӗрех пек, хӗрлӗрех хӑмӑр тӗслӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Унӑн хура хӑмӑр куҫӗсем салхуллӑ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куҫӗ умӗнче ҫырӑ ҫӳҫлӗ, хура хӑмӑр куҫлӑ Ревлен Петрович сӑнӗ тӑчӗ, пӳлӗмре вӑл лартса хӑварнӑ роза чечекӗн ырӑ шӑрши хӗр чӗрине ҫӗклентере-ҫӗклентере илчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куҫӗ пекех хура хӑмӑр тӗслӗ ҫӳҫӗ хӗрачана татах та ытларах илем кӳрет.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хура хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине тӳррӗн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пысӑк мар кӗлеткеллӗ Лидӑн хӑмӑр куҫӗсем вӑтанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ача хӑмӑр куҫӗсене мастертан тартрӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Яштака кӗлеткеллӗ Гавриловӑн хӑмӑр куҫӗсенче темӗнле хӗлхем ялкӑшса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл пуҫне палт ҫӗклерӗ, йӑлтӑркка хӑмӑр куҫӗсемпе ывӑлне ӳпкевлӗн пӑраласа илчӗ, анчах, шӑлтӑр-шалтӑрах калама юратманскер, нимӗн те шарламарӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Вӑл паян хаваслӑ, хӑмӑр куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепӗр эрнерен чӗпӗсене ҫуллахи лагере кӑлармалла, унччен пӗтӗмпех хатӗр пултӑр, ак кунта эпӗ йӑлт паллӑ тунӑ, — хӑмӑр хуплашкаллӑ блокнотне пӳрнисемпе шаккаса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней