Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унсӑр (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне икӗ турилкке яшка, икӗ турилкке котлет ҫырса парӑр.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унсӑр пуҫне хулара ман укҫа илмелле.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Унсӑр пуҫне, унӑн ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса, ҫав вӑхӑтрах чӑн пурнӑҫ тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫыракансенчен чылайӑшне, ахӑртнех, ӑмсантарнӑ, кӗвӗҫтернӗ те пулӗ — литература пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тасамарлӑхсем пирки, пултарулӑхӗ хавшак, анчах сӗмсӗрлӗхӗпе влаҫа юраслӑхӗ ытлашшипех ҫыравҫӑсем талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ӗҫтешӗсене епле пӗтерсе пыни ҫинчен тӗлӗнсе каймалла тарӑннӑн ҫырса кӑтартнӑ, ҫӗршыври ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче кӑна ҫырӑнса пичетленме пултарнӑ «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повеҫӗнчи Таранов писатель сӑнарӗ, паллах, чылай енчен автобиографиллӗ, унта Николай Мартынов хӑйӗн литература ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хуйхисуйхине, чун ыратӑвне ҫырса кӑтартни каламасӑрах паллӑ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Унсӑр пуҫне, программӑна хутшӑнакансем регион пулӑшӑвӗпе те усӑ курма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Унсӑр пуҫне, тырри-пуллине, чылай чухне утӑ-улӑмне те укҫа парса туянма тивет.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Унсӑр пуҫне унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ.

Помоги переводом

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Унсӑр пуҫне кашни этеме тем тӗрлӗ хӑрушлӑх кашни кӗтесрех кӗтет.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унсӑр пуҫне патька-патша хресченсене ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑх панӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унсӑр пуҫне тата, ав, мӗн чухлӗ инвалидсем!

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унсӑр пӗр ҫын та пурӑнма пултараймасть пек.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унсӑр пуҫне эпӗ сана пулӑшма темиҫе хусах паратӑп.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти кашкӑрсем унсӑр малалла кайма хӑяймарӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, килтешсем кӑна мар, Кӗлсулттан кинемей патне таврари ытти ялсенчен те килеҫҫӗ, пӗри те апла-капла пулсан унсӑр пурӑнаймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шухӑшӗнче — Еркиней, Унсӑр уншӑн ҫук телей: Куҫа хупсан курӑнать, Ӑшчик тулли калаҫать…

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унсӑр пуҫне йӗплӗ тимӗр картаран ҫирӗм метр хыҫаларах бензин тултарнӑ темиҫешер кӗленче лартса тухатӑр, вӗсен хушши 20 — 25 метр пултӑр.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Вӗсен унсӑр пуҫне Ҫамрӑк Туд урлӑ урӑх каҫӑ йышши ҫукчӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Унсӑр пуҫне ташлаттаратчӗ, юрлаттаратчӗ.

Помоги переводом

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Унсӑр пуҫне ҫуртсене заводра туса кӑларнӑ тимӗр кӑмакасем кӑна вырнаҫтарма юрать.

Помоги переводом

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.

Кроме того, на праздник также прибыли активисты чуваши из Москвы.

Улатимӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34570.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней