Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗреклӗ те вӑйлӑскер, пуянӑн ӑйӑрне вӑл пуҫӗнчен чышкипе ҫапса ӳкерет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Нанайцев — вӑтам пӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, вӑтӑртан иртнӗ тӗреклӗ ҫын.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗҫех пысӑк вырӑсла хапха каллех кӗриклетсе уҫӑлчӗ, картишне умлӑн-хыҫлӑнах урхамах пек тӗреклӗ, пӗри тепринчен хӳхӗм тӑватӑ ут пуҫӗсене ухкаласа, янӑравлӑн кӗҫенкелесе килсе кӗчӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Уринчи хӗрлӗ сӑран тыттарнӑ романовски шурӑ кӑҫаттисем урайне тӗреклӗ пусаҫҫӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петӗр ун-кун пӑхкаласа тӑнӑ хушӑра тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ — пӳлӗме кӗреш пек тӗреклӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ху пӗлетӗн, вӑл пирӗн тӗреклӗ хӗрарӑмччӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вите, тӗреклӗ пулин те, халь-халь йӑтӑнса анас пек кисренет.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫурчӗ кусен тӗреклӗ, ултӑ кӗтеслӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сулмаклӑрах пӑр килсе ҫапӑнсан, сӑвай юписем те чӗтренсе илеҫҫӗ, анчах аптӑрамаҫҫӗ-ха: вӗсене тӗреклӗ ҫапса лартнӑ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗри типшӗм ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ пулсан та, тӑрӑн-тӑрӑн тӗреклӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ак сана укҫа! — терӗ те Сабир, ҫаннине туртса хӑпартрӗ, Сахара тӗреклӗ чышкипе юнаса, тӳрех шала иртрӗ, аллине икӗ четвӗрт эрех ярса тытрӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл пӗвӗ-сийӗпе Сабир пекех тӗреклӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑр катрамӗсем умлӑн-хыҫлӑнах шӑва-шӑва килеҫҫӗ, анчах Сахарӑн тӗреклӗ йӑмрисене ҫапӑнса ванаҫҫӗ те, ҫулӗсене улӑштарса, аяккалла юхса каяҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Теней, вӗҫсе каяс пек, ик аллипе те хӑлаҫланса илсе хыттӑн кӑна ӳсӗрчӗ — хӑй пӗчӗк пулин те сасси хулӑн унӑн, тӗреклӗ, вӑкӑр пек мӗкӗрмелӗх те хӑват ҫитермелле.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӗреклӗ тунӑ ӑна пирӗн аттесем.
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑваттӑшӗ те ҫамрӑк, тӗреклӗ, ҫитменнине тата пурте авланманскерсем.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӑхма тӗреклӗ хӑй, пӗр пичке ӗҫсе ямалла пек, чӑннипе илсен, ҫемҫешкерех, хӑвӑлрах.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чалӑм крепоҫӗ тӗреклӗ те ҫав вӑл, анчах хыҫалта — ҫара.
14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Али-Акрам — ҫӳллӗ, тӗреклӗ, кунта ларакансенчен ҫӗнӗ хана ҫармӑссен паттӑрӗпе Ахматекпа ҫеҫ танлаштарма пулать.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Малта — ӑна аякранах палларӗҫ — тимӗр кӑвак ут утланнӑ тӗреклӗ ҫын сиктерсе пырать.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.