Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен те хитри, ытарма та ҫукки, кунта казуарин текен йывӑҫсем пулаҫҫӗ, вӗсен вулли тӗреклӗ, вӗсем ҫинче ытармалла мар ҫимӗҫсем тата турачӗсем палӑрми ҫирӗп ҫулҫисем ӳсеҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн йывӑҫ турачӗсем ҫумне кӑкарнӑ ҫерҫисене ирӗке яраҫҫӗ те лешсем савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетсе пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Ҫыран хӗррипе йывӑҫ турачӗсем чиксе тухрӗҫ, вӗсем ҫине ҫӑмарта хупписем тирчӗҫ, малтанах тытса хатӗрленӗ ҫерҫисене ҫиппе кӑкарчӗҫ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Ҫил ачисем хурӑнсен турачӗсем хушшинче ӳлесе пӗрне-пӗри хӑвалаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кедр йывӑҫҫисен ҫӑра турачӗсем хушшинче йӑрӑ та кӑвак пакшасем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Вӑл хӗллехи ҫӑмне пӗтӗмӗшпех тӑкса пӗтермен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та унӑн ҫӑмӗ вӗтлӗх вӑрман турачӗсем ҫумне, пӗлтӗрхи ҫӳлӗ курӑк ҫине ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна юлнӑ…
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл йывӑҫӑн чи тӑррине, хыр турачӗпе чӑрӑш турачӗсем икӗ йывӑҫ хушшинче кӗпер пек пулнӑ вырӑна вырнаҫнӑ.Он сел на самом верху, где сук сосны и сук ели сложились как мостик между двумя деревьями.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Тӗрлӗ йышши йывӑҫ тымарӗсем апатшӑн, турачӗсем — сывлӑшпа ҫутӑшӑн пит хытӑ кӗрешнӗ.Деревья разных пород ужасно боролись между собой корнями за питание, сучьями — за воздух и свет.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫӗрӗпе ҫунӑ юр вӑрман турачӗсем ҫине купаланнӑ, ҫӗре татӑла-татӑла аннӑ, чӑштӑртатнӑ.Прямой мокрый снег всю ночь в лесу наседал на сучки, обрывался, падал, шелестел.
Мулкач // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 125-126 с.
Вӗсен турачӗсем ҫара пулнӑ-ха, ҫулҫӑ ҫурман.
Чӗрӗ каҫ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 92 с.
Уйра юр ирӗлет, анчах вӑрманта вӑл ҫӗр ҫинче те, йывӑҫ турачӗсем ҫинче те ҫаплах ирӗлмесӗр тачӑ хупланӑ минтер пек выртать, йывӑҫсем юр тыткӑнӗнче тӑраҫҫӗ.
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Пӑлансене ҫиме курӑк та, йывӑҫ турачӗсем те нумайччӗ, пирӗн хаклӑ хӑнасене тискер кайӑксенчен — леопардсемпе кашкӑрсенчен тата ӑмӑрткайӑксенчен те сыхламалли ҫеҫ юлсаччӗ.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Ҫав пӑрӑва пӑхса ӳстерме Сергей Федорович хӑйӗн хӗрне, Люсьӑна, хушнӑ, вӑл ӑна яланах ҫав чӳлмекрен сӗт ӗҫтернӗ, унтан ҫамрӑк йывӑҫ турачӗсем пама пуҫланӑ.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Унӑн турачӗсем ҫав хуп пиҫиххи тӑрӑх тымартан сӗткен илсе тӑраҫҫӗ-мӗн.
Пурнӑҫ пиҫиххи вӗҫӗнче // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 14–15 с.
Унӑн ҫара аллисем тӑп-тӑпӑл та тикӗс кӳлепи тӑрӑх илемлӗн выртаҫҫӗ; йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем ҫинчен сӗвек хулпуҫҫисем ҫине ҫӑмӑл фукси турачӗсем илемлӗн ӳкнӗ; ҫутӑ куҫӗсем кӑштах усӑнкӑ шурӑ ҫамки айӗнчен лӑпкӑн та ӑслӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем кӑшт ҫеҫ палӑракан кулӑпа кулаҫҫӗ.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ермолай вут ҫине чӑрӑш тураттисем пӑрахрӗ; турачӗсем самантрах ҫатӑртатма тытӑнчӗҫ, ҫӑра шурӑ тӗтӗм унӑн питне хупӑрласах хучӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вӑрман ӑш-чикӗ майӗпен тӗттӗмленет; каҫхи шуҫӑмӑн йӑмӑх хӗрлӗ ҫути йывӑҫ тымарӗсемпе вуллисем тӑрӑх ҫӳлелле ерипен шӑвать, аялти ҫарарах турачӗсем патӗнчен пуҫласа ыйӑха путма хатӗрленсе хускалмасӑр ларакан тӑррисем патнех ҫитет…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Каврӑҫ турачӗсем хушшинче ача сӑнлӑрах, кӑкӑрӗ ҫинчи хӗрлӗ чӗрине хӗҫсем тӑрӑнтарнӑ мадоннӑн пӗчӗк статуйи хурлӑхлӑн курӑнса тӑрать.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ман ҫывӑхра, тусанлӑ вӗлтӗрен ҫинче, шурӑ лӗпӗшсем вӗлтӗртететчӗҫ, йӑрӑ ҫерҫи инҫех мар выртакан ҫурма ишӗлнӗ хӗрлӗ кирпӗч ҫине ларатчӗ те, пӗрехмай ҫаврӑнкаласа, хӳрине саркаласа, тарӑхмалла чӗвӗлтететчӗ; ҫаплах ютшӑнакан ула кураксем ҫаралнӑ хурӑн тӑрринче, ҫӳлте-ҫӳлте, краклататчӗҫ — сайралнӑ хурӑн турачӗсем ҫинче ҫилпе хӗвел шевли вылятчӗ; хутран-ситрен Донской мӑнастир енчен чан сасси лӑпкӑн та салхуллӑн илтӗнетчӗ — эпӗ сӑнаса, итлесе лараттӑм — вара йӑлт темле ятсӑр сисӗм-туйӑмпа тулаттӑм, ҫав сисӗм-туйӑмра йӑлтах пурччӗ: тунсӑх та, савӑнӑҫ та, малашлӑха сисни те, ӗмӗт те, пурнӑҫран хӑрани те.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тӗмӗсем ҫӳллӗ, турачӗсем ҫинче мӑйӑр курланкисем курӑнаҫҫӗ.Они были высокими, на ветках виднелись орехи с крупными гранками.
Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.