Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ савӑнса: — Темле чӗнсе пухас тесен те, ҫапла пӗр вӑхӑтра пуҫтарӑнас ҫук. Мӗнле лайӑх пулчӗ пӗрле апат ларса ҫиме, — терӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Эпӗ ҫакӑншӑн шутсӑр савӑнса «Чуна парсах, тӗплӗн алӑ хурса ӗҫлесен, темле вырӑна та юмахри пек илемлетме пулать иккен», — тесе шутларӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
«Мӗншӗн йӗретӗн?» — тесе ыйтсан, ҫак самантра вӑл хӑй те калайман пулӗччӗ, Кулькка йыснӑшне кӳреннипе ҫеҫ мар, саваннипе те йӗчӗ пуль, чаплӑ пӳрт лартма пултарнӑшӑн, пурнӑҫ лайӑххишӗн, доцент-йыснӑш ҫеҫ мар, хальхи вӑхӑтра хӑй те телевизор туянма пултарнӑшӑн савӑнса йӗчӗ вӑл!..
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Вӑл хӑй те савӑнса ҫыратчӗ, эпир пӗр-пӗрне сӑмахпа калайманнине хут урлӑ калатпӑр.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Те хӑй пурнӑҫӗнче пулса иртнисене аса илсе, те тӗттӗмлӗхӗн те-пӗр чури ҫуралнӑшӑн савӑнса кулать вӑл.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье савӑнса кайрӗ, анчах Микула хур кӳнине аса илчӗ те шухӑша путрӗ:
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Луччӗ тивес мар, пурӑнччӑр савӑнса!
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те: — Тавтапуҫ, ачам… — терӗ савӑнса.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Теприсем ырлӑхпа савӑнса каҫӑрӑлнӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Яланах ҫакнашкал: Кӗтерук пӗтӗм вӑйӗпе мекеҫленсе туртать, Михха, аттине уринчен вӗҫертмесӗр, ҫамрӑк хӗрӗн илемлӗ кӳлепине курса савӑнса ларать.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лайӑх пурӑннӑ вӑхӑтра пулсан, вӑрман пурнӑҫне, кайӑк-кӗшӗксем юрланине юратакан Ҫтаппан пӗтӗм чунтан савӑнса итленӗ пулӗччӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫӳҫвар кӳллинче те пулӑ нумай пулаканччӗ, — Макҫӑм пулӑ тытма илсе каяс тенипе савӑнса татах сӑмах хушрӗ Сантӑр.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пулчӗ, тӗкӗр ҫине пӑх ӗнтӗ, — хӑйӗн аллисем ӑстипе савӑнса каларӗ хӗр.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Раҫҫейре тивӗҫлӗ ӑмӑртас тесен пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ачасем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, – вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса пӗлтерчӗ Владимир Петров педагог – Аҫӑмҫырми шкулӗнчи ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне вуншар ҫул ертсе пыраканӗ тата чи ҫӳллӗ шая ҫӗклекенӗ.
Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem
«Кунашкал маттур та хитре ҫын тӗнчере ҫук та пуль. Мӗнле телейлӗ хӗрарӑм савӑнса пурӑнать-ши унпа?» — тесе шутланӑччӗ ҫавӑн чухне уяв курма тухнӑ матушка.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл пӗр Савӑнса, пӗр хӑраса ӳкрӗ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗвел тухиччен пӗр кӗлте вырма ӗлкӗрнӗшӗн савӑнса, Сахар йӑл кулчӗ: ратнере ӗмӗртен килекен пархатарлӑ йӑла паян та пурнӑҫланчӗ — хӗвел тухиччен пӗр кӗлте вырнӑ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Эй турӑ, капла та пулать иккен тӗнчере, — пӗр тӗлӗнсе, пӗр савӑнса калаҫрӗ Тарье.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Килчӗҫ! — савӑнса ҫухӑрашрӗ Нургалийӗ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗмӗр ирттӗр савӑнса, Тӑшман ирттӗр пӑрӑнса.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.