Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтрӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил тапрансан кимми-и унта, мӗн-и — ҫав ларса каймаллийӗ — шӑтсан — пӗтрӗ пуҫ вара.

А ну как ветер поднимется да перевернет лодку или разобьет о камни? Пропала тогда его головушка…

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Капла, вӑл-ку пулсан, хаплаттарап та пӗрре ҫамку урлӑ — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Вот врежу я тебе этой дубиной между глаз — и спросу с меня не будет.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илсе килнӗ эрехӗ пӗтрӗ тет».

Кончилась водка!

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтрӗ ман ҫыннӑм!

Пропал мой старик!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара, кам пултӑр, ачам, Теруш пиччӳ ҫухалчӗ, Теруш пиччӳ пӗтрӗ!

— Да кто ж, сынок, как не Теруш непутевый.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтрӗ пӗр чун!

— Пропала живая душа!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Ҫурта ҫунса пӗтрӗ.)

Свечка уже сгорела дотла.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упа тирне пар та — ӗҫӗ пӗтрӗ темелле, аслисене тыттарма, сӑмах-юмах йӑмтӑр тесе…

Отдай шкуру — и дело с концом, он ее начальству поднесет…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна кама та пулин пӗлтерсен пӗтрӗ пуҫ вара, яла та килсе ан кӗр».

Узнает кто — конец мне, и в деревню носа не показывай.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗлле ҫулсем айлӑм пулчӗҫ, ҫуркуннепе ҫул ҫинчи юр пуринчен малтан кайса пӗтрӗ, кӑҫал тырӑ пулмасси ун чухнех сисӗнчӗ…»

— Зимой дороги-то низкие были, вот с них снег сразу и сошел, знамо — быть неурожаю…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай та ӗҫлеймерӗм, кантӑкӗ те ҫийӑнса ӗлкӗрейменччӗ — пӗтрӗ те.

И вот не успел стекло поставить — на тебе, нету!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫӑкӑр пӗтрӗ, — тенӗ амӑшӗ.

— Хлеба нет, — говорила мать.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр усал сӑрине пӗр чара ӗҫиччен кӑна ҫур алтӑр ӗҫ те — пӗтрӗ те!

Другой раз выпьешь ведро — и ни в одном глазу, а тут пол ковшика — и с копыт долой!

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтрӗ пуҫ тетӗп.

Пропал, думаю.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла иртрӗ пурӑнӑҫ, Пуҫӗ пӗтрӗ ҫамрӑклах, Ашшӗ-амӑш ухмахран Пӗтрӗ хуйхӑ-суйхӑпах.

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӗнтӗ сӑмах пӗтрӗ пулӗ Паян пирӗн хӗрпеле!

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хура пӗлӗт саланса Пӗтрӗ вӑрман хыҫӗнче.

Помоги переводом

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗтрӗ чӑваш ӗмӗрӗ, Вырӑн ҫинчен тӑрас ҫук, Выҫӑ выльӑх-чӗрлӗхне Тӑрса апат парас ҫук.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗтрӗ чӑваш ӗмӗрӗ, Унӑн чӗри лӑпланчӗ.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗтрӗ пӗр чун тӗнчере, Ӗҫӗсемшӗн хупланчӗ.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней