Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрахса (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана та, вӑрҫма пӑрахса, кӗрекене лартрӗҫ пулать.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӑна хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хурса: «Ах, ачам, килтӗн-килтӗнех иккен, аллӑ ҫул кӗтрӗм сана, пехил! Урӑх ан кай, ан пӑрахса хӑвар мана!» тенӗ вӑл…

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Килсӗр-йӗрсӗр чӗрчунсен кунӗ — ҫухалнӑ тата пӑрахса хӑварнӑ питомецсен ыйтӑвне халалланӑ уяв.

Всемирный день бездомных животных — праздник, посвященный проблеме потерявшихся и брошенных питомцев.

Килсӗр-йӗрсӗр чӗрчунсен кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ne-3397987

Яваплӑха туймалла, кирек-епле вӑхӑтра та чӗрчунсене ирӗке ярса, пӑрахса хӑварма юрамасть.

Помоги переводом

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Каярах, ҫӗр ӗҫӗ лайӑхрах аталанса пынӑҫемӗн, ҫынсем Шыв хуҫин вӑйне малтанхи пекех вӑйлӑ ӗненме пӑрахса пынӑ, пурӑна киле кунашкал тӗнчекурӑм хавшаса та хавшаса пынӑ, манӑҫа туха пуҫланӑ.

когда с развитием земледелия мировоззрение изменилось, вера в могущественность хозяина воды постепенно ослабла, сошла на нет.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Электриксем ҫутӑ линине вӗсенчен иртнӗ, анчах хӑйсем хыҫҫӑн тирпейлесе хӑварман — каснӑ хунавсене ҫавӑнтах пӑрахса хӑварнӑ.

Электрики очистили от них их электролинию, но не убрали за собой — срубленные побеги оставили там же.

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Ачаллисем луччӗ упӑшкисене пӑрахса каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Салтӑнмалли пӳлӗмре курткин ҫаккине тата-тата ярса пиншакне тусанлӑ урайне пӑрахса хӑварма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Пӑх-ха ӑна, ҫур литрне пӑрахса хӑварман ҫапах та!

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Пӗр хушӑ арӑмӗпе виҫӗ ачине пӑрахса таҫта аякра авланса пурӑнчӗ, анчах ҫур ҫултан нимӗн те ӗҫлеменшӗн, аншарли юхтарса парасса ҫеҫ кӗтсе выртнӑшӑн леш хӗрарӑм хӳтерсе кӑларса янӑ ӑна.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Марье Левонттӗвнӑ вӑл яланах ҫавӑн пек: хӑйӗн ӗҫ вӑхӑтӗнчех ӑҫта та пулин пӑрахса тухса каймалла пулсан, ҫав вывескӑна ҫакса хурать.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Е хам пӑрахса каятӑп вара, е мана хама хӳтерсе кӑларса яраҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Мӗн итлемелли ӗнтӗ, эс мана ачи-пӑчипех пӑрахса тухса тарма шут тытнӑ пулсан?! — сурчӑк сирпӗтнӗ Варвара Федоровна.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ача ҫухӑрса янӑ, аллинчи вутта пӑрахса аран вӗҫерӗнкеленӗ те урамалла тапса сикнӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Мана ҫитерме те манчӗҫ, хырӑм выҫнипе хам нӑйкӑшма тытӑнсан тин мӗн те пулин пӑрахса паратчӗҫ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Чӑн та, каярахпа эпир, вӑл ҫурта пӑрахса, хула варрине, пилӗк хутлӑ ҫурта куҫрӑмӑр, анчах унта та виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер пулчӗ пирӗн.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хама илес пулсан, ман йӑмӑк качча кайма хатӗрленнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эп апине (лит. чӗлхипе аннене) пӗччен хӑварас мар тесе Чулхулари ӗҫе пӑрахса киле таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Ку вӑл пӗр-икӗ хут тӑшман самолечӗсем тылах вӗҫсе кӗрсе бомба пӑрахса хӑварнӑ хыҫҫӑн пуҫланчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫынсем хуйхӑрса калаҫма тытӑнсанах ӑҫта та пулин пӑрахса тарас килнӗ…

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней