Поиск
Шырав ĕçĕ:
Талькава куҫса ҫӳрекенсемпе паллашасси пӗрре те илӗртмест: вӑл ҫаратакансемпе вӑрӑ-хурахсене тӗл пуласран хӑрать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл вара, аллинче шашкӑ пулнӑ пек, аллине маттурӑн сулса ячӗ, леш хӗрача та, нумай пулмасть хӑрах ури ҫинче сиккелесе никамран хӑрамасӑр ӑна «Карасик-ругасик» тесе виртленӗскер, ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ, мӗн те пулин пуласран аяккарах шуса ларчӗ.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Вӑл хӑйне мӗн те пулин пуласран шикленсе тата хӑраса тӑнинчен ытларах нимӗн ҫинчен пӗлмесӗр ларма тивнишӗн, нимӗн тума та май тупайманнишӗн, нимӗнле уҫӑмлӑх та ҫуккишӗн пӑшӑрханать, ҫакӑ ӑна канлӗх те памасть.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Малтан Анна Сергеевна ҫамрӑксен телейне курса тӑни хӑйшӗн йывӑр пуласран хӑранӑччӗ, анчах пачах урӑхла килсе тухрӗ: ку ӗҫ ӑна йывӑр пулма мар, — йӑпатса, юлашкинчен кӑмӑлне те савӑнтарса ячӗ, Анна Сергеевна куншӑн хӗпӗртерӗ те, хурланчӗ те.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ ӑна диван ҫинче ҫывӑрма канлӗ мар пуласран хӑратӑп.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ унта леш синкерлӗ пӳлӗмре тӗл пулнӑ чух хамӑн юратӑва ӑнлансах-ӗненсех ҫитменччӗ; ҫав туйӑм эпӗ унӑн пиччӗшӗпе кӑлӑхах йывӑррӑн чӗмсӗрленсе ларнӑ самантра та вӑранаймарӗ… вӑл каярахпа тин, инкек пуласран хӑранипе эпӗ ӑна чӗне-чӗне шырама тытӑнсан тин, пусӑрӑнтарма ҫук вӑйлӑн хыпса илчӗ… анчах ун чух вара кая пулчӗ.
XXI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Санӑн ӳкерчӗксем питех чаплӑ мар, теприсем пачах начар, йӗрсем палӑрмаҫҫӗ; эсӗ малтанах куҫа курӑнакан капӑр картинӑсем ӳкерме пуҫларӑн та ӗнтӗ; асту, акӑлчансем пек пуласран сыхлан.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кичем пуласран, вырӑс сыснисем — пӗчӗккисемпе пысӑккисем те — пирӗн алӑра мӗнле ҫухӑрнине итлӗр, терӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Вӑл итлесе тӑракан пуласран хӑранӑ пек алӑк ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн сассине ҫемҫетрӗ.— Он оглянулся на дверь, точно боясь, не подслушивает ли кто, и снизил голос.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Мӗн те пулсан пуласран, эсӗ Аслӑ Дрогали енчен тухас-тӑвас пулсан…
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл вӑйпах ыттисем ҫине пӑхма, куҫне Григорий куҫӗсемпе тӗл пуласран тартма тӑрӑшрӗ, мӗншӗн тесен Григорий хӑйӗншӗн ыт-ахаль кӳршӗ кӑна маррине ыттисен умӗнче палӑртма пултараймарӗ, тата хӑйӗн шӗл-кӑвар пек вӗри туйӑмӗсене те ыттисене систересси килмерӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Яланхи пекех шухӑшлама пӗлекен, сӑпайлӑх еккинчен тухма хӑнӑхман Аксинья, Григорий куҫне халех курӑнманни лайӑхраххине ӑнланса, унпа хирӗҫ-мӗн пуласран пӑрӑнса ҫӳрӗрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Андреяновпа паллашнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш куннех Григорий унпа тӗл пуласран пӑрӑнса ҫӳреме тӑрӑшрӗ.На второй день после знакомства с Андреяновым Григорий начал избегать встреч с ним.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ашшӗ Григорий пирки усал хыпар пуласран хӑранине Дуняшка чи малтан чухласа илчӗ, хыпаланса каларӗ:Дуняшка первая сообразила, что отец боится черных вестей о Григории, поспешно сказала:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каштанка хӑрлатса, паттӑрланнӑ пек курӑнасшӑн пулчӗ, анчах ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран хӑраса палламан ҫын патнерех пырса тӑчӗ.Каштанка заворчала, приняла очень храбрый вид и на всякий случай подошла поближе к незнакомцу.
IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Юрать-ха, Ксение вӑхӑтлӑха та пулин унпа тӗл пуласран хӑтаракан сӑлтав тупӑннӑ.Хорошо хоть нашлась причина, которая позволяла ей хотя бы временно не встречаться с ним.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ун умӗнче халӗ мӗнле тытмалла манӑн хама? — шухӑшланӑ вӑл аптраса, Иннокентие каллех тӗл пуласран хӑраса.«Как же я буду теперь с ним? — думала она, теряясь и страшась новой встречи с Иннокентием.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унсӑрӑн пире кичем пуласран хӑратӑр-и?
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней вӑл вӑхӑтра, йывӑр ӗҫрен хӑраса ӳксе, хӑй хут сахал пӗлни ҫине, ватлӑхра чирлекелеме пуҫлани ҫине йӑвантарса, председатель пуласран пӑрӑнса юлнӑ, колхоза Аникей Лузгин аллине панӑ, ку вара, Дымшаков шучӗпе, Корней халӑх интересӗсене сутнине пӗлтернӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӑх чӗрисем хытӑран хытӑ пӑлханса пынӑ, ҫынсем хытӑран хытӑ хумхана пуҫланӑ; пурте мӗнле те пулсан йӑнӑш пуласран, паршӑсем ҫине халӑх тулнӑ, урӑх лартма ниӑҫта та вырӑн ҫук тесе каласран хӑранӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.