Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паллаштарнӑ (тĕпĕ: паллаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ кӗнекере Раҫҫейри генеалоги историйӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, унӑн тӗпчев методикипе паллаштарнӑ, унпа ҫыхӑннӑ информаци упранакан архивсене палӑртнӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫамрӑксен «ЯГражданин» юхӑмӗн ертӳҫи Роман Васильев форумра паллаштарнӑ ӑс-тӑн тата право вӑййи хӗрсемпе каччӑсене Конституцин тӗп положенийӗсемпе суйлав правин нормисене вӗренме пулӑшать.

Помоги переводом

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Элӗк районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем те район центрне пухӑнса ӑстасен алӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, ял халӑхне чейпе, икерчӗпе хӑналанӑ.

Помоги переводом

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Сергей Павлов ҫурхи ейӳ тапхӑрне хатӗрленсе пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех хатӗрленнипе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ял хуҫалӑхӗ валли кӑларакан тракторпа паллаштарнӑ май Андрей Можанов директор вӑл ялта анлӑн усӑ куракан ДТ е МТЗ йышши 7-8 тракторпа улӑштарма пултарнине палӑртса тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Раҫҫей хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Екатерина Лахова Союз ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ, малашлӑх тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Танлаштарма вӑл кризис тапхӑрӗнчи 2009 ҫул кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ: ун чухне 1,7 млн ҫын тулли ӗҫ кунӗпе вӑй хурайман.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кунта ӑна вакансисен «Работа в России» электрон базипе паллаштарнӑ, халӑхпа ӗҫлесси пирки каласа панӑ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Уҫӑ лабораторире» вӗренекенсем хӑнана хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Администраци пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх - унпа халӑх итлевӗнче паллаштарнӑ, проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

По сообщению главы администрации с ним ознакомили на народных слушаньях, готовят пректно-сметную документацию.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Унпа пӗр музейре паллаштарнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн аэродромӗсем пулнӑ ялсенче - Чӑваш Тимешре, Кӗлӗмкассинче тата Канаш районне кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанта - кӑтартасшӑн.

Помоги переводом

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Драма коллективӗн артисчӗсем ку хутӗнче А. Ларченков драматург ҫырнǎ «Ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкере» ятлǎ икӗ пайлǎ лирикǎллǎ драмǎпа паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней