Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑнакан сăмах пирĕн базăра пур.
курӑнакан (тĕпĕ: курӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сӑрӑ, йӑрӑмлӑ тирӗ хӗвел ҫинче саррӑн курӑнакан ӳсен-тӑран тӗсӗпе хутӑшса каять.

Его желтая, полосатая шкура сливается с желтеющими на солнце стеблями растений.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пире тӗллӗн-тӗллӗн бамбукпа банан чӑтлӑхӗсем тӗл пулаҫҫӗ; банансем ҫинче ылттӑнӑн курӑнакан пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫсем сапакӑн-сапакӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Местами нам встречались целые заросли бамбуков и бананов; с бананов свешивались гроздья спелых золотистых плодов.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ял планӗ ҫинче курӑнакан кил-ҫуртсене, урамсене мӗншӗн район планӗ ҫинче кӑтартман?

Почему на плане района не обозначены дома и-улицы, которые видны на плане селения?

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта кӑшт-кашт ҫӗкленсе курӑнакан тӗмесем — сӑртсем пулаҫҫӗ.

Небольшие пригорки, возвышающиеся на ней, — это холм.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. План ҫинче таврара курӑнакан япаласене тупӑр.

2. Найдите на плане предметы, которые видны вокруг.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсене пӗр-пӗринчен курӑк ҫинче выртакан икӗ симӗс ҫыхӑ уйӑрнӑ — минтер пек курӑнакан парашютсем.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Константин Георгиевич аякран хӑю пек, тайгапа тинӗсе пӗр-пӗринчен касса уйӑракан лезви пек курӑнакан асфальтлӑ ансӑр ҫул тӑрӑх вӑраххӑн инҫетелле утать.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ансӑр, тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хӑю пек авкаланса, таҫта горизонт патӗнче пурнӑҫра ҫук, шӑратнӑ метал пек курӑнакан леш ҫырансӑр юхан шывалла кӗрсе каять.

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халатлӑ хӗрарӑма ҫак темле ҫухалса кайнӑ пек курӑнакан ҫын сасси вӑл ӗмӗтне ҫухатнине палӑртса чӗтрени тӗлӗнтерчӗ пулмалла.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халь Завьялов умӗнче куҫа уҫҫӑн курӑнакан, ҫиелтен дермантинпа витнӗ алӑк, ун хыҫӗнче вара — паянхи, хальхи Оля пулмалла.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑна халӗ темле уйрӑм хваттерте, паянхи куҫа курӑнакан ҫынсемпе юнашар курма пултарайман, ун ҫинчен вӑл шухӑшламан та.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл, алӑкран сылтӑм енче курӑнакан шӑнкӑрав тӳми ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, пусма карлӑкӗ ҫумне тайанса тӑчӗ.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла ӗнтӗ, унӑн ӗҫе редакцире те ӑнмарӗ, ҫухалнӑ ҫынсене шыракан пай та ӑна нимӗнпе те пулӑшмарӗ, пӗртен пӗр куҫа курӑнакан ӗҫ вӑл — Оборона министерстви Ольга вилни ҫинчен ҫырса янӑ хут кӑна пулчӗ.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нар сӑрчӗ патнех явӑна-явӑна хӑпараҫҫӗ симӗссӗн-кӑваккӑн, шуррӑн курӑнакан хумсем.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса каллех арӑм пек мар, тин ӳссе ҫитнӗ хӗр пек курӑнакан пулчӗ.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӳпере, ҫӳлте-ҫӳлте, йӑлтӑр-йӑлтӑр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахаль ҫулӑм кӑна мар, темле симӗссӗн-кӑваккӑн курӑнакан чи вӗри ҫулӑм ҫунса тӑнӑ пек туйӑнчӗ вӗсенче.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шурӑ юр ҫунӑран ҫӗнелнӗ пек курӑнакан тавралӑха тинкернӗ май, ӑна ачалӑх туйӑмӗ тыткӑнларӗ.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла вара куҫа курӑнакан мӗнпур тавралӑхра — сӑртсем тата ҫӗр шӑтӑкӗсем.

И так насколько хватает глаз – холмы и земляные норы.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Хумлӑ тинӗс пек курӑнакан халӑх алӑсемпе, тутӑрсемпе, ҫӗклӗксемпе сулса, тем шавласа хумханать.

Помоги переводом

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней