Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кулать (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Секретарь хӑйне патронран ҫӳлерех хурать; почта марки вӑрлать, хӑйӗн хуҫин пуҫлӑхӗ патне элек ҫырать, унӑн тӑванӗсен умӗнче шанчӑка кӗрет, хӑйне тӑрантараканӑн ӗҫӗ пирки вӑрттӑн ихӗлтетсе кулать.

Секретарь мнит себя выше патрона; крадет почтовые марки, пишет доносы начальству своего хозяина, втирается в доверие к его родственникам и втайне смеется над деятельностью того, кому служит.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Хальхи вӑхӑтра ӗҫ тупма шутсӑр йывӑр, — терӗ Дарль старике тимлӗн сӑнаса; лешӗ мӑшлата-мӑшлата тата ӳсӗре-ӳсӗре, ахӑртнех, йӑпанма хатӗрленчӗ, мӗншӗн тесен куҫӗсене хупнӑ та кӳрентермелӗхех кулать.

В настоящее время очень трудно найти место, — сказал Дарль, внимательно присматриваясь к старику, который, сопя и кашляя, очевидно, приготовился забавляться, так как, закрыв глаза, улыбнулся почти оскорбительно.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Чирлӗ ҫын куҫҫульне шапӑртаттарса ҫапкалашать, хыттӑн ахӑлтатса кулать.

Больной бился и хохотал, заливаясь слезами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Тухтӑр юлхавлӑн кулать, инженер хырӑмне тытсах ахӑлтатать, пӗр тӑван Мастакарсем итлерӗҫ те, — целлюлоид фирмине пуҫ турисем ҫине чакӑл тӑва тӗртекен Фергюсон сӑнне ӳкерсе хума сӗнмелле мар-ши тесе тӗшмӗртрӗҫ.

Доктор лениво улыбался, инженер хохотал, братья Мастакары слушали и соображали, не предложить ли целлулоидной фирме изобразить на гребенках Фергюсона, толкающего скалу.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Вӑл ҫав-ҫавах ӳсӗр, кулать.

Он был-таки пьян и смеялся.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Вӑл кулать, пӗр аллине ман еннелле тӑсрӗ, тепринпе халат аркине вӗҫертме хӑтланать: вӑл темӗнле пӑтаран ҫакланнӑ.

Одну руку он, улыбаясь, протягивал мне, а другой старался отцепить полу халата: какой-то гвоздь задержал ее.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Сантус тӑрӑхласа кулать пулинех.

Просто Сантус подсмеивался.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Ҫакӑн чух вӑл хыттӑн ахӑлтатса кулать, унтан пӗрер пӑт таякан чул муклашкисем пухать те тыткӑна лекнӗскерсем ҫинелле ывӑтма пуҫлать, вӗсенчен кӗҫех пӑсланакан аш купи пулса тӑрать.

Он громко хохотал, а затем, набрав пудовых камней, бросал их в пленников, пока жертвы не превращались в груду дымного мяса.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Индус кӑмӑллӑн кулать.

Индус благосклонно улыбнулся.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Ҫапла, — Стиль кулать.

— Да, — Стиль улыбался.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Чирлӗ ҫын илтӗни-илтӗнми кулать.

Больной едва слышно рассмеялся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Вӑл сахал калаҫать; тӑтӑшах шухӑша путать; лайӑх ҫанталӑкра кулать; япӑх чухне тутине ҫыртса лартать.

Он говорил мало; часто задумывался; в хорошую погоду — смеялся; в плохую — кусал губы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Шамполион йӗрӗнчӗклӗн кулать.

Шамполион презрительно улыбнулся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Анни чарӑнчӗ те — кӑкӑрӗнче вӑрман юррине тӑн-ларӗ; унтан каллех чул муклашкине шаккама пикенчӗ; янӑравлӑ ҫӗнӗ хум ҫурма тамалак сасса вӑйлата-вӑйлата салатнине кура — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗпӗртӳллӗн кулать, кулать

Анни остановилась, слушая, как в самой ее груди поет лес, и стала стучать по камню, улыбаясь, когда новая волна звона осиливала полустихший звук.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Вӑл пӗчӗк шывра аллипе пулӑ тытма хӑтланать, ҫул тӑваткалӗнчи пысӑк чул катрамне шакка-шакка тӗпчет, унтан чул сасси нумай вӑхӑт тамалмасӑр янӑранине итлесе ларать, стена ҫинче сарӑ хӗвел пайӑркисене курсан киленсе-киленсе кулать.

Она пыталась ловить руками рыбу в ручье, стукала по большому камню, что на перекрестке, слушая, как он, долго затихая, звенит, и смеялась, если видела на стене желтого зайчика.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Ҫеккунт тӑршшӗнче вӑл ҫулсене тӳссе ирттерет; ӑна чӑтӑмлӑ юратупа тулнӑ тӗнче ҫавӑрса илнӗ; вӑл шанчӑкпа чирлӗ, ҫухалса-аптӑраса кайнӑ, кулать, Гнор тӑрса кӗтет — кӗтни ӑна вӗлерсе пырать.

Секундой он переживал годы; мир, полный терпеливой любви, окружал его; больной от надежды, растерянный, улыбающийся, Гнор, стоя, ждал — и ожидание мертвило его.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Эпир ӑна шлюпка патне сӗтӗрсе кайрӑмӑр, вӑл вара… савӑнӑҫлӑн кулать

Мы потащили его к шлюпке, он смеялся.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Аян ларчӗ, кӗсменне хучӗ; унӑн сӑнӗ кулать, туйӑмӗсем тапраннӑран куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ.

Аян сел, положил весло, лицо его улыбалось, глаза блестели от возбуждения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫурри якалнӑ акварель алӑран алла куҫать; аслисем ача пулса тӑчӗҫ; пӗр пайӗ аскӑннӑн шӑл йӗрсе, ахӑрса кулать; ыттисен пичӗсем вӑйпах книксен тума хистенӗ чухнехилле тӑсӑлнӑ.

Полустертая акварель прыгала из рук в руки; взрослые стали детьми; часть громко смеялась, плотоядно оскаливаясь; в лицах иных появилось натянутое выражение, словно их заставили сделать книксен.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫак минутра Аян тӗлӗнмеллерех курӑнать: унӑн тӳрӗ пичӗн аял пайӗ кулать, ҫав хушӑрах ҫӳлте ӗҫе пикеннӗ мӑн ҫыннӑн сапӑр, ҫирӗп вичкӗнлӗхӗ сыхланса юлнӑ.

Аян был странен в эту минуту: нижняя часть его правильного лица смеялась, в то время как верхняя сохраняла невозмутимую, серьезную зоркость взрослого, берущегося за дело.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней