Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арман сăмах пирĕн базăра пур.
арман (тĕпĕ: арман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре Софрошка ҫине, тепре урам тӑрӑх шикленсе пӑхать, хӑйсен ҫывӑхӗнчех милиционер итлесе пымасть-ши тесе асӑрхать, ку самантра вӑл Софрошка аллинчен хӑтӑлас тесе пӑрлӑ шыв юхакан Атӑл урлӑ ишме те хатӗр, анчах лайӑх ҫилпе авӑракан арман пек пӗр таттисӗр павраса пыракан юлташӗ ӑна тата хытӑрах ҫатӑртаттарса тытнӑ та сулампа ҫеҫ уттарса пырать.

Помоги переводом

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Кун пек ыйту хыҫҫӑн Фоман пӗр япала ҫеҫ пулма пултарнӑ: ҫӳллӗ ҫӗртен ӳпне-питне чикеленсе анса, ҫынсен ури айне, арман чулӗ хушшине кӗрсе каясси.

Он прекрасно понимал, что после такого вопроса ему пришлось бы слететь с высоты кувырком, туда, под ноги людям, к жёрнову.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Таҫта, пӗрме айӗнче, пытанса тӑракан арман чулӗ хӗвӗшекен ушкӑна авӑртнӑ, ҫынсем хумхануллӑн хусканса тӑнӑ, вӗсем — те часрах чул айне пулас та ҫухалас тесе, аялалла сӗкӗннӗ, те хӗрхенӳсӗр чултан хӑтӑлас тесе, ҫӳлелле сике-сике тухнӑ.

Как будто невидимый жёрнов, скрытый под ногами ее, молол ее и люди волнообразно двигались под ним, не то стремясь вниз, чтоб скорее быть смолотыми и исчезнуть, не то вырываясь вверх, в стремлении избежать безжалостного жёрнова.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темӗнле тусанпа тулса, тӗтреленсе тӑракан тем аслӑш васанра ҫав ушкӑн шавлӑн пӑлханса тӑнӑ, вӑл арман пӗрмине тултарнӑ тырӑ пек туйӑннӑ.

Столпившись где-то в котловине, полной пыльного тумана, эта толпа в шумном смятении кружилась на одном месте и была похожа на зерно в ковше мельницы.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тырпула пухса кӗртнӗ — вӑрман турттармалла, улӑм вакламалла, арман чулне ҫавӑрмалла, вутӑ ҫурмалла, кукуруза шӗкӗлчемелле.

Урожай собран — надо лес возить, солому резать, жернов крутить, дрова колоть, кукурузу лущить.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унта та, кунта та ик енӗпех ялсем курӑна-курӑна кайнӑ, пӳртсен чӳречисем ҫинче тата улӑм ҫивиттисем ҫинче хӗвел вылянӑ; симӗс йывӑҫсем хушшинче чиркӳ хӗресӗсем йӑлтӑртатнӑ, ҫил арман ҫунаттисем юлхавлӑн ҫаврӑннӑ, завод мӑрйинчен хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнӑ.

То тут, то там, по горе и в лугах, являются селенья, солнце сверкает на стеклах окон изб и на парче соломенных крыш, сияют, в зелени деревьев, кресты церквей, лениво кружатся в воздухе серые крылья мельниц, дым из трубы завода вьется в небо.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Икӗ ҫатма пур, унтан кофе авӑртмалли арман пур.

И ещё сковородки и потом мельница, которая для кофе.

Асанне хваттерӗнче // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

«Тӑхта акӑ, киле таврӑнса аттене каласа парам, — ку арман хуҫи тӗрмере ларать акӑ», — тесе шухӑшларӑм хам ӑшӑмра.

«Погоди, придем домой, расскажу отцу, — и сядет хозяин этой мельницы в тюрьму», — думал я про себя.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унта Цыбуля хушаматлӑ арман хуҫи пурӑннӑ.

Там жил мельник по фамилии Цыбуля.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӑҫта танлаштӑр унпала арман чулӗсемпе, ураписемпе, ултурисемпе, шӑлӗсемпе шалтӑртатни!

Куда против этого мельница со всеми своими жерновами, колесами, шестерней, ступами!

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Кунсӑр пуҫне унта арман, ытти арт-объект пур.

Кроме того, там есть мельница и другие арт-объекты.

Елчӗк паркӗнче — ҫӗнӗ скульптурӑсем // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/29214.html

Хуҫасем апатланма, ҫывӑрма хыпаланса хатӗрленнин тата апатланнин, чир-чӗрсен, ыйӑхӑн тухатса лартнӑ ҫаврашка ӑшӗнче пурӑнатчӗҫ; вӗсем ҫылӑхсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен сӑмахлатчӗҫ, унтан пит хӑратчӗҫ, вӗсем тырӑ пӗрчисем арман чулӗ тавра сиккеленсе тӑнӑ пек, вӑл кӗҫех лапчӑтса пӑрахӗ тесе, кӗтсе сиккелесе тӑратчӗҫ.

Хозяева жили в заколдованном кругу еды, болезней, сна, суетливых приготовлений к еде, ко сну; они говорили о грехах, о смерти, очень боялись её, они толклись, как зёрна вокруг жернова, всегда ожидая, что вот он раздавит их.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вунӑ ҫынна яхӑн уйрӑлса, ун хыҫҫӑн хӑвалӑхра, авӑрсенче, арман пӗвисенче паромсемпе пысӑк кимӗсем шырама кайрӗҫ; нимӗҫсен приказне хресченсем йӑлтах пӑхӑнас ҫуккине, кимӗсемпе паромсене пӗтӗмпех путарса пӗтерменнине шанса тӑраҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен пуҫ пӗтмелле пулас пулсан та, приказран яланах пӑрӑнасси хресченӗн юнне кӗрсе вырнаҫнӑ.

Человек десять во главе с комиссаром отправились на поиски, они обшарили и ивняк, и старицы, и маленькие заливчики, искали на отмелях и возле мельниц, надеясь, что крестьяне наперекор приказу немцев не все затопили, у крестьянина в крови нарушать любой приказ властей, пусть даже ценой собственной головы.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Морава арман пӗвисемпе плотинӑсем ҫине тарӑхса пӑлханать, ӑшӑхлӑхсенчен сике-сике каҫса, ҫӗрӗпех уйӑхран ахӑлтатса кулать.

Морава шумит, злится на плотины, мельничные запруды и целую ночь журчит по отмелям, хохочет над луной.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хресченсем леш енне каҫса, арман витӗр ҫыран хӗррине тухсан, Йован хӑвалӑхран тухрӗ те, пӳрнине хутлатса ҫӑвара чикрӗ, вара темиҫе хут шӑхӑртрӗ.

Когда крестьяне высадились, Йован вышел из кустов и, засунув в рот пальцы, несколько раз свистнул.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Арман пусми ҫумне кӑкарнӑ кимӗ тӗксӗммӗн курӑнать; хумсем чӳхентернипе вӑл силлене-силлене илет, шыва шаплаттарать.

У столба чернела привязанная лодка, волны с плеском качали и подбрасывали ее.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тепӗр ҫыранра арман умӗнче михӗсем тиенӗ ҫунасем лараҫҫӗ.

Против мельницы, на другом берегу, стояли сани, нагруженные какими-то мешками.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Арман мӑрйинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланать — унта ҫынсем пур пулас.

Из трубы валил густой дым, внутри были люди.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Мӗнни паллӑ ӗнтӗ, арман авӑртакан пулмарӗ, тет, пур пек укҫине пӗве юсама ятӑм, тет.

— Да известно что? говорит, что помолу совсем не было, что какие деньжонки были, так все в плотину посадил.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ак хӑвӑр шутласа пӑхӑр: арман пирки каласан, тӳлессине ӳлӗме хӑварма ыйтать-ха мельнике, ҫав ӗҫпе ман пата вӑл икӗ хут та килчӗ ӗнтӗ, укҫа ҫук, тет, Христос турӑ ятне те асӑнать.

— А вот изволите видеть: насчет мельницы, так мельник уже два раза приходил ко мне отсрочки просить и Христом-богом божился, что денег у него нет…

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней