Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче тата станци енчен пирӗн уҫланкӑ патне ҫамрӑксен ушкӑнӗ пырса тӑчӗ — пӗр вунӑ ҫын, пурте ҫуллахи пек шурӑ ҫӑмӑл тумсемпе, хӑйсем патвар, хӗвелпе пиҫсе кайнӑ.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑн-пичӗ хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе кайнӑ, куҫхаршисем тӗссӗрленнӗ, рюкзакӗ те ҫавӑн пекех.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Виҫҫӗшин те пичӗсем хӗрелсе кайнӑ, хӑйсем хӗвелпе пиҫнӗ пек курӑнаҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хура.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хура ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫинелле усӑннӑ, хура куҫхаршийӗсем пӗр ҫӗрелле пӗтӗҫнӗ, хӗвелпе пиҫнӗ ҫирӗп пӳрнисем, пуҫри шухӑшӗсен темле юхӑмӗпе килӗштерсе, чӗркуҫҫине шаккаҫҫӗ.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн сарлака сӑн-пичӗ тинӗс ҫилӗсемпе куштӑрканӑ, хӗвелпе пиҫӗхнӗ, йӑлтӑртатакан хӗсӗк куҫӗ тавра тем чухлӗ вӗтӗ-вӗтӗ пӗркеленчӗк.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унтан хӗвелпе шупкалнӑ ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫавӑн пекех кивӗ саппун ҫакнӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑк пушкӑрт хӗрарӑмӗ сиксе тухрӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Беседка патӗнчен чӑнкӑ ҫыранпа аялалла икӗ картлашка анаҫҫӗ, — беседка тӗлӗнчех аялта ҫулла шыва кӗмелли вырӑнсем курӑнаҫҫӗ: йӑрӑм-йӑрӑмми — шурӑпа кӑвак тӑрӑхли — Фогелӗн, хӗрлӗ тӗсли — хула пуҫлӑхӗн, тӗссӗрри тата, хӗвелпе сарӑхса кайнӑ хӑмасенчен ҫапкаласа туни — «халӑх» валли.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫынсем чупса ҫитнӗ, путса анакан ҫӗр тӑрӑх унта упаленсе пынӑ, хӗвелпе ӑшӑннӑ тӑварлӑ шыва вӑрахчен ӗҫнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Виҫҫӗр ҫухрӑма яхӑн вӗсен чуллӑ, хӗвелпе ҫунса кайнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗршыв тӑрӑх каймалла пулнӑ.Почти триста километров предстояло им пройти по каменистой, сожжённой солнцем, безлюдной стране.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эсӗ тарас тетӗн-и? — тесе ыйтнӑ тыткӑнри чи ватӑ испанец, Бельтран де-Сальто, Мигель ҫине ют ҫӗрти хӗвелпе йӑмӑхакан куҫӗсене ҫӗклесе.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кахитӑн ашшӗ, Маро, хӗвелпе ҫуннӑ пит-куҫлӑ тата сайра ҫеҫ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ цыган, малтан Мигеле ӑшшӑнах йышӑнман.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫилпе, хӗвелпе хуралса кайичченех пиҫнӗ, пысӑк сухаллӑ мужиксем симӗс пуставпа витнӗ вӑрӑм сӗтел хушшине вырнаҫса лараҫҫӗ.
Ялсемпе хуласем тӑрӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑхӑт унӑн питне, — шутласа та кӑлараймӑн, — шелсӗррӗн йӗрлесе пӗтернӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ал сыппин ҫӳхӗ тирӗ айӗнчи юн тымарӗсем питӗ уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ, ӳт ҫине тир ҫеҫ ҫыпӑҫтарса янӑ тейӗн ҫав.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ҫул хӗррипе ларса тухнӑ садсем ӑшӑ хӗвелпе пыл шӑрши сараҫҫӗ.Сады, мимо которых шла дорога, источали теплый запах солнца и меда.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Вӑл та ҫамрӑк, хӗвелпе пиҫнӗ, хаваслӑ.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Иккӗшӗ те хӗвелпе пиҫнӗ, купӑста пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сӑнӗсем те хӑйсен пӗр евӗрлех, хӗрӗн ҫӳҫӗ ҫеҫ кӑшт хӗрлӗрех.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Каллех вӑрман хупларӗ вакун чӳречисене, унтан каллех хӗвелпе ҫуталса выртакан юханшыв курӑнчӗ чӳречесенчен.Опять надвинулся лес, и через какое-то время опять сверкнула на солнце выбежавшая из него речушка.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вакун хӗрарӑмпа танлашсан тин эпӗ вӑл пӗччен маррине асӑрхаса илтӗм: пӗр пилӗк утӑм малта, вӑрӑм курӑк хушшинче, хӗвелпе пиҫнӗ маттур ача патлаттарса пырать.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӗвелпе йӑлтӑртатакан шыв ҫийӗ куҫне шартарать.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Каюта чӳречисем хӗвелпе йӑлтӑртатаҫҫӗ кӑна!
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.