Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ятламас, тӑр-пӗччен пурӑнать пулин те (тен, шӑп кӑна ҫавӑнпа — юнашар калаҫса, чуна йӑпатса выртма мӑшӑр ҫукран), ирхине шурӑмпуҫпех тӑма хӑнӑхнӑ.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ардальон Петрович, чӑнах та ӗнтӗ, мӑйӗ ҫинчи «Анна хӗрес» лайӑхрах курӑнтӑр тесе, час-часах хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе калаҫас умӗн хӗрлӗ сухалне ал лаппи хыҫӗпе лӑп виҫӗ хутчен шӑлса илме хӑнӑхнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ван-Гук яка рельссем тӑрӑх ҫӳреме хӑнӑхнӑ.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тинех акӑ хӗре хӗрхенсе пӑрахрӗ, вара ҫирӗпрен те ҫирӗп спирт хӗлхем капламӗ витӗр — ку уншӑн питех те хӑнӑхнӑ тӑрӑм, вӑл йышӑннӑ порцие опытлӑ куҫ та тӳрех палӑртаймӗ, — ҫамкине кӑштах пӗркелентерсе старик кӗретех туять: вӑл чӑнлӑхпа шухӑш сӑнарлавӗ хушшинче вӑтам темӗскере мар, чӑннипех чӗрӗ ҫынна курать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Юсав чарӑннӑ, пӳртре халиччен пулман шӑплӑх; Джессие пӑхма хӗрарӑм килчӗ, Ева Страттон тухмасӑр тенӗ пекех унӑн килӗнче ларать, хӑйнешкел тума хӑнӑхнӑ хӗр Сурдрег чарӑвне пӑсса мӗнпе те пулин сиенленесрен сӑнасах тӑрать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Турӑ унпа, — уйланать Джесси, — вӑл чӑнах та чӗтреве еричченех телейсӗр, мӗншӗн тесен хӑйӗн ассилӗхӗнче ытла та вӑйлӑ туйӑмпа чакаланать, эпӗ хам ӑна тахҫанах хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, унра ытлашши нимех те курмастӑп».
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах Джесси унӑн шанӑҫ пӗтнӗ пек тимлӗ сӑнне хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, ӑшӗнче сӗлкӗшленет пулин те — унпа хӑйне саланкӑрлӑн тытма тӑрӑшать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ тӳррӗн калама хӑнӑхнӑ, — хирӗҫлерӗ те Ева яшка сыпса пӑхрӗ, Джесси ӳпкеленипе кӑштах та аван марланмарӗ, — анчах сан патна килнӗ чухне эпӗ сӗмсӗрленичченех тӳрӗ пулма тӗв турӑм.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ унӑн авӑкӗ-ӑнтӑлӑвӗ ӑнсӑрт пулнине шанатӑп, хӑнӑхнӑ ахаль кунсем ҫитсен, ахӑртнех, ҫав ӑнсӑртлӑх тӗлӗшпе хӑех кулса илет те…Я надеялся, что ее порыв случаен и что она сама улыбнется над ним, когда потекут привычные дни.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Комиссар — мӑран, лӑпкӑ ҫын, ыйтса тӗпчесси, вилесем уншӑн — тахҫанах хӑнӑхнӑ япала, ҫапах та хам пирки — Гезпа ҫыхӑнтарса — каласа пани ӑна шутсӑр хытӑ тӗлӗнтерчӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл ӗнтӗ ҫак пӗчӗкрех пӳ-силлӗ хитре хӗрарӑм ҫу каҫипех кунта ҫӳренине хӑнӑхнӑ пулас та е кунӗпе пӗчченҫи йӑлӑхса-кичемленсе те ҫитет-тӗр, — хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн утса кайнине шухӑшлӑн пӑхса юлчӗ: «Ниушлӗ юрату тени ҫавӑн пекех хӑватлӑ пулать-ши?» — терӗ хӑй ӑшӗнче.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ирхине, яланхилле, хӑнӑхнӑ йӑлапа, ура ҫинчеччӗ ӗнтӗ Илемпи.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Упӑшкин кунашкал хӑтланкаларӑшне курма хӑнӑхнӑ та Илемпи, ҫакна ытлашши чӗре патне илмест те ӗнтӗ халӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эверкки, хальччен шукаль тумпа ҫеҫ курма хӑнӑхнӑ Эверкки, пач урӑхла Эверкки пулнӑ тӑна.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хула пурнӑҫне хӑнӑхнӑ Илемпие ҫак чӳречесенче те темӗнле асамлӑх, халиччен курман илем тытканларӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Гезӑн туйӑмлӑ ҫак этючӗ тата авӑк манерӗ эпир оркестртан илтме хӑнӑхнӑ кӗвве евӗрлерӗ.Этот страстный этюд и порывистая манера Геза вызвали все напряжение, какое мы отдаем оркестру.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ахӑртнех, Гез ӳсӗр, хӑйӗншӗн хӑнӑхнӑ, йӗркеллӗ шайра ӳсӗр, — анчах ӳсӗрлӗхне нимӗнле те кӑтартмасть, сасси кӑна татӑкӑн-татӑкӑн тухать, мӗншӗн тесен вӑл ӑшӗнчи апат хуранӗпе кӗрешет.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫырӑва куҫӗсен туйӑмсӑр куҫӑмӗпе вуласа тухрӗ, хырӑннӑ ҫӑвар кӗтесне хӑнӑхнӑ кулӑпа хуҫлатрӗ, ҫемҫе пукан ҫине таянчӗ те янӑравлӑ, лайӑх лартнӑ сассипе мана тинех евитлерӗ: Филатршӑн е унӑн тусӗсемшӗн мӗнле те пулин ӗҫ тӑвасси уншӑн яланах кӑмӑллӑ.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Боцмана тата аллине хӑвӑрт ҫӗклеме хӑнӑхнӑ Бутлера, аслӑ пулӑшуҫине, капитан манӑн умрах тӗк те ҫил тӗпӗртеттерчӗ, — ара, Бутлер повара чӑмӑрӗпе юнарӗ мар-и…
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.