Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пуҫлӑхӗн (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чыслава шалти ӗҫсен районти пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Лилия Забирова, асӑрхав тата профилактика ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, «Вӑрнар район патриочӗсем» обществӑлла пӗрлӗхӗн председателӗ Ярослав Никифоров, «Ҫарти тӑванлӑх» организацин Вӑрнар енчи уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Никифоров тата ыттисем хутшӑннӑ, вӗсем мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнине, ҫамрӑк ӑру ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Помоги переводом

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Лилия ЗАБИРОВА, полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн помощникӗ.

Помоги переводом

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

«Йӗркелӳҫӗсене пысӑк тав, ӑна ҫав тери паха тума витӗм кӳнӗшӗн мухтав та чыс сире», – тесе каланӑ Луганск Халӑх Республикин культурӑпа спорт тата ҫамрӑксен политикин министерствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Бирюкова.

Помоги переводом

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне – 1 млн тивӗҫнӗ музей.

Помоги переводом

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Ӗҫе пуҫараканӗ - Малти Ишек ял поселенийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Ластухин.

Помоги переводом

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Помоги переводом

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов, культура, физкультура тата спорт пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Сергей Политов, «Янгорчино» кооператив председателӗн ҫумӗ Денис Романов, «Санары» агрофирмӑн тӗп инженерӗ Александр Петров, Калинино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Смирнова Ял хуҫалӑх министерствин Тавне тивӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Аш-какай комбинатӗнчи зоотехник-селекционера Людмила Васильевана республика Пуҫлӑхӗн Тавӗпе чысларӗҫ.

Помоги переводом

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Мобилизациленнисене хатӗрлекен чаҫсенче вара Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн представителӗсем пӗрмаях пулӗҫ, ҫакӑ сиксе тухакан мӗнпур ыйтӑва вырӑнтах хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ татса парассине ансатлатӗ.

Помоги переводом

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Сӑмахран, вырӑнти саккунсемпе мобилизациленнисен шкулсенче вӗренекен ачисене икӗ хутчен тӳлевсӗр апат ҫитерме тата вӗсене уйӑхсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2 пин тенкӗпе танлашакан стипендине уйӑрма, кружок-секцисенче хушма пӗлӗве тӳлевсӗрех пама, ача садике ҫӳренӗшӗн тӳлеврен хӑтарма, культурӑпа спорт организацийӗсенче ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, ҫемье членӗсене ӗҫ тупса пама тата социаллӑ пособисем валли документсем хатӗрлеме пулӑшма, яллӑ вырӑнсенче ҫурт туянма-лартма илнӗ кредит проценчӗсен пайне тавӑрма тата ытти мерӑсене пӑхнӑ.

Помоги переводом

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Ҫавӑн пекех район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Вячеслав Горбунова республика Пуҫлӑхӗн Тавӗпе чысланӑ.

Помоги переводом

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Сӑмах май, шӑпах - кадрсене хатӗрлесси пирки, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсен ҫумӗсем, ӗҫсен управляющийӗсем валли вӗренӳ курсӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Ольга Петрова, Вӑрмар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илме хутшӑннӑскер, район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов хӑйӗн кандидатурине тӑратманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен суйланнӑ пуҫлӑха пулӑшма хатӗррине палӑртать - ҫапла пулмалла та.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

«Эпир вӗсене ӗҫшӗн тав тӑватпӑр. Пурте - ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн командинче юлаҫҫӗ. Вӗсене горизонтальлӗ ротаци мелӗпе ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ», - пусӑм тусах палӑртрӗ Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Тӗллев - конкурса хутшӑнма документсем тӑратнӑ граждансен йышӗнчен муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма лайӑх хатӗрленнӗ ҫынсене вӗсен пултарулӑхне, професси хатӗрленӗвне, стажне, ӗҫ опытне, ҫавӑн пекех конкурс ирттернӗ май тупса палӑртакан ытти пахалӑхне тӗпе хурса альтернативлӑ никӗс ҫинче суйласа илесси.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Пирӗн регион Пуҫлӑхӗн администрацине ҫывӑх ҫӑлкуҫ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, нумайӑшӗ юлӗ - муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсен самай «ӳт хушнӑ» статусӗпе малалла ӗҫлӗ, анчах хӑшӗсен тухӑҫлӑрах тимлекен ертӳҫӗсем валли вырӑн пушатма тивӗ.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Вӑрнарти 2-мӗш шкулти кӗҫӗн классен учительне Екатерина Аверкинана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн цех пуҫлӑхӗн заместительне Алексей Матвеева Вӑрнар район администрацийӗн Хисеп грамотипе, унсӑр пуҫне Хапӑс шкулӗн историпе обществознани учительне Евгения Ефремована, кӗҫӗн классен вӗрентекенне Валентина Крючкована, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти музыка учительне Ольга Косаревана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн 180-мӗш цех электромонтерне Дмитрий Матвеева Тавӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Кунта асӑннӑ профиле еплерех йӗркелесе тӑнипе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Телейлӗ мӑшӑра ҫавӑн пекех район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи А.Васильев, Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Э.Ермаков, район центрӗнчи «Звездочка» ача сачӗн заведующийӗ Р.Александрова тата районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Н.Козлова, Ершовсен ачисемпе ҫывӑх ҫыннисем ӑшшӑн саламласа парнесем пачӗҫ.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней