Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайри сăмах пирĕн базăра пур.
Кайри (тĕпĕ: кайри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Палас куммине хулӑнрах тумалла. Хӑшӗ-пӗри кӗрӗ витӗр пӗрер пӗрчӗ витӗрсе илет. Эпӗ малти кӗрӗрен виҫӗ ҫип, кайри кӗрӗрен виҫӗ ҫип умлӑ-хыҫлӑ илетӗп, хӗҫҫи витӗр — шӑл пуҫне пӗр пӗрчӗ», — вӗрентет ӑстаҫӑ.

«Палас любит, когда в основе толстая нитка. Кто-то берет по одной нити. В переднюю ремизку пробери три нити основы, в заднюю три нитки и так до конца. А в бердо по одной нитке в зуб», — учит мастерица.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пӗрмаях ҫапла витӗреҫҫӗ: пӗрре малти кӗрӗрен, тепре кайри кӗрӗрен, кашни икӗ ҫиппине мӑшӑрлаҫҫӗ.

Дальше пробирают также по порядку, то в переднюю, то в заднюю ремизки, а третья помощница связывает каждую пару пробранных нитей.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кӗрӗсем хыҫӗнче лараканни ҫилли ҫиппин тӗввине салтса ярать, куммин пуҫламӑшӗнчи пӗрремӗш ҫиппине илсе витӗрекенне тӑсса парать, лешӗ малти кӗрӗ ҫиппин куҫне хирсе уҫать те ӑна витӗрсе илет, ҫиппине юнашар лараканнине парать; кӗрӗсем хыҫӗнчи куммин тепӗр ҫиппине илсе парать — малта лараканни ӑна кайри кӗрӗрен витӗрет те юнашар лараканнине тыттарать.

Одна садится перед ремизками, вторая — за ними, третья — рядом, с правой стороны станка, вторая развязывает узелок ценовой нитки, берет крайнюю нитку основы, первая протаскивает ее в глазок крайнего галева передней ремизки, нитку отдает третьей помощнице, вторая подает следующую нитку, первая протаскивает ее в глазок галева задней ремизки, у третьей в руках уже вторая нитка.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кайри тӑратнисенчен малалла икӗ кашта тӑсӑлса тӑрать, вӗсем ҫине урлӑ хунӑ каштаран шӑлтӑрмасем ҫакса янӑ; шӑлтӑрмасем ҫине икӗ кӗрӗ ҫакнӑ; вӗсен пӗрер ура пусси; кӗрӗсем умӗнче — пир хӗҫҫи; станӑн хыҫалти кашти ҫинче — вӑт пӑта, ун ҫине куммин куҫӗсене тӑхӑнтараҫҫӗ.

От задних брусков вперед протянуты две палки, на которых лежит поперечина для подвешивания блоков — «шӑлтӑрма», на блоках — пара ремизок — «кӗрӗ», к ним прикреплены подножки — «ура пусси», перед ремизками установлено бердо — «пир хӗҫҫи», на перекладину в конце станка вставлен небольшой брусок — «вӑта пӑта», на него надевают петли основы ткани.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кайри урисем ҫук пулсан, йывӑҫҫин пуҫӗ ҫӗре тӑрӑнать — апла та начар мар.

Если ног задних нет, то бревно упирается в землю, и так неплохо.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Офицер ӑна честь парса, кайри хӳме патӗнчи алӑк патне васкаса, вӗтеленсе утса кайрӗ.

Офицер откозырял и беглым шагом заспешил к калитке в задней стене.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл хӑйпе юнашар тӑраканнисем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, тепӗр хут пуҫне сулса илчӗ — вара малти ретсенчен пуҫласа, кайри ретсем патне ҫитиех, халӑх сасси кӗрлесе илчӗ.

Он оглянулся на соседей, снова тряхнул головой — и от передних рядов к задним, накатываясь и спадая, прошел гул.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Малти лав ҫинче ҫамрӑк арҫынпа хӗрарӑм, кайри лав ҫинче картуспа тӳпетей тӑхӑннӑ ҫынсем ларса пыраҫҫӗ.

На переднем обозе сидят молодые мужчина и женщина, а на заднем — люди в фуражке и тюбетейке.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Колбаса татӑкне ҫӳлелле ҫӗклетӗп, Ярик кайри урисем ҫине тӑрать.

Поднимаю выше кусочек Ярик поднимается на задние лапы.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Анчах ку ҫеҫ сахал: эпӗ колбаса тытнӑ алла вӑл сикиччен ҫӳлелле туртса илме ӗлкӗрсен, вӑл кайри урисем ҫине ҫаплипех ҫын пек тӑрать.

Но мало того: если я успею во время прыжка отдернуть вверх руку с колбасой, то Ярик так и остается на задних ногах, как человек.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Ӑйӑр кайри урисем ҫине тӑчӗ.

Жеребец вдруг взвился на дыбы.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Студент Сачков, манӑн вӗрентекен пулнӑскер, — халӗ вӑл медицина докторӗ, винтёр тата холоп, — ӗлӗк чух, эпӗ уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, ҫапла калатчӗ: «Маттур, Коля! Эсӗ пултаруллӑ ача, пирӗн, разночинецсен, чухӑн ҫынсен, пурнӑҫӑн кайри картинчен тухнӑскерсен, пуринчен те мала тухас тесе, — вӗренмелле, вӗренмелле… Российӑна ӑслӑ та тӳрӗ ҫынсем кирлӗ, ҫавӑн пек ҫын пулма тӑрӑш, вара эс ун чух хӑвӑн ӑраскалӑн хуҫи пулӑн, обществӑн усӑллӑ членӗ пулӑн. Ҫӗршывӑн чи лайӑх шанчӑкӗсем халь пирӗн ҫинче, разночинецсем ҫинче, эпир ҫӗршыв валли ҫутӑ та тӗрӗслӗх кӳме килнӗ ҫынсем…» т. ыт. те, ҫавӑн пек, калаҫатчӗ.

— Студент Сачков, бывший мой учитель, а ныне доктор медицины, винтёр и холоп, говорил мне, бывало, когда я хорошо выучу урок: «Молодец, Коля! Ты способный мальчик. Мы, разночинцы, бедные люди, с заднего двора жизни, должны учиться и учиться, чтобы стать впереди всех… Россия нуждается в умных и честных людях, старайся быть таким, и ты будешь хозяином своей судьбы, полезным членом общества. На нас, разночинцах, покоятся теперь лучшие надежды страны, мы призваны внести в нее свет, правду…» и так далее.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виталий (ку вӑл Виталий пулчӗ) кабинӑран вашлаттарса сикрӗ те хӑпӑл-хапӑлах малтан кайри борта, хыҫҫӑн сулахайрипе сылтӑмрине янках уҫса ячӗ.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсем помещикӑн стенисем, башнисем тата пысӑк картишӗн кайри хапхи патӗнче ҫӳрерӗҫ.

которые должны были ходить дозором возле стен, сторожевых башен и черных ворот большого двора.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кайри хапха хыҫӗнче каллех кашни ҫӗр лумсемпе кайлӑсен, кӗреҫесен сассисем илтӗнсе тӑчӗҫ.

По ночам за черными воротами опять застучали кайла.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Упа ҫури хӑй ҫинчен калаҫнине ӑнланнӑ пекех, ҫавӑрӑнкаласа илчӗ те кайри урисем ҫине тӑчӗ.

Медвежонок словно понял, что разговор идёт о нём, завертелся и встал на задние лапы.

4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем малтан питех те имшерччӗ, кайри урисем утса пынӑ ҫӗртех сарӑлса каятчӗҫ.

Они были ещё слабенькие: задние ноги у них разъезжались при ходьбе.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пурӑшсемпе ытти кайӑксене эпӗ пӑрахутӑн кайри вӗҫне вырнаҫтарса лартрӑм, хам ҫӳлти палуба ҫинче ларса Атӑл анлӑшӗпе, унӑн илемлӗ ҫыранӗсемпе киленсе пыратӑп.

Барсуков и других зверей я устроил на корме, а сам сидел на верхней палубе, любовался берегами и простором Волги.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ерипен-ерипенех вите патнелле чакса пыратӑп, упа та кайри урисемпе ман патнеллех утса пырать.

Медленно-медленно я пятился к конюшне, медведь на задних лапах шёл за мной.

Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл кайри урисем ҫине тӑчӗ те, ерипен ман ҫинелле пыма пуҫларӗ…

Он встал на задние лапы и медленно пошёл на меня…

Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней