Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Администрацийӗн (тĕпĕ: администраци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи кунсенчех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.Илларионова, райпо, «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсем, «Слава картофелю» агрофирма, Э.Кокшин, Г.Зайцева, И.Минуллин предпринимательсем, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр, «Молодая гвардия» вырӑнти уйрӑмӗн волонтерӗсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, уйрӑм ҫынсем те чылай япала илсе килнӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Хӗрлӗ Чутай районӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх юбиляра ӗнер район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата спорт пайӗн начальникӗ Игорь Живоев, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Алина Михуткина, вырӑнти пенсионерсен пӗрлӗхӗн ҫумӗ Елизавета Грузинова, ветерансен Канашӗн председателӗ Галина Тимакова саламланӑ.

Как сообщается на сайте Красночетайского района юбиляра вчера поздравили заместитель главы района, начальник отдела образования, молодежной политики и спорта Игорь Живоев, начальник отдела культуры, социального развития и архивного дела районной администрации Алина Михуткина, заместитель местного отдела союза пенсионеров Елизавета Грузинова, председатель Совета ветеранов Галина Тимакова.

Хӗрлӗ Чутайри пенсионерсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи 80 ҫул тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34298.html

Февралӗн 14-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене тишкерессипе тата малашнехи тӗллевсене палӑртассипе анлӑ канашлу иртет.

Помоги переводом

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.

В Республиканскую конкурсную комиссию вошли вице-спикер Государственного Совета Чувашии Виктор Горбунов, заместитель Председателя Кабинета Министров Чувашии — министр строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Павел Данилов, консультант отдела по взаимодействию с органами местного самоуправления Управления внутренней политики Администрации Главы Чувашской Республики, а также председатель Чувашского профкома Василий Харитонов.

Ҫӗмӗрле пуҫлӑхне суйлама комисси ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34196.html

Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ.

Напомним, что в Шумерле после освобождения с должности главы городской администрации Валерия Шигашева данное рабочее место оказалось вакантным.

Ҫӗмӗрле пуҫлӑхне суйлама комисси ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34196.html

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ.

Утверждена конкурсная комиссия на республиканском уровне для избрания главы городской администрации Шумерли.

Ҫӗмӗрле пуҫлӑхне суйлама комисси ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34196.html

Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ.

Сотрудники администрации города Чебоксар еженедельно анализируют цены в 11 магазинах.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Тӑрӑшуллӑ ӗҫчене районти тӗп больницӑн, район администрацийӗн, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотисемпе пӗрре мар чысланӑ.

Помоги переводом

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Район администрацийӗн информацийӗ тӑрӑх, тӗлпулура хускатнӑ ыйтусем пурте, тӗпрен илсен, ҫуран каҫмалли вырӑнсем йӗркелессипе е вӗсене республика ҫулӗсем ҫинче ҫутатассипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑва мухтав! – терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов фронтовиксен ӑрӑвӗ паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ирӗклӗх, пӗрлӗлӗх тӗслӗхӗ пулнине палӑртса.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне ҫурхи культурӑсене 8021 гектар (планӑн 47,2 проценчӗ) акнӑ, ҫав шутра тырпул лаптӑкӗ – 6904 гектар ( 57 процент).

Помоги переводом

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

Яваплӑ тапхӑрпа Ярмушка тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов ырӑ сӑмахсем каларӗ, яланах малтисен ретӗнче пулма, ниме пӑхмасӑр ҫитӗнӳсем патне утма сунчӗ.

Помоги переводом

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Район администрацийӗн Тав хутне тивӗҫнисем% ертӳҫӗ секретарӗ Наталия Блинова тата ХСЗР производствин цехӗн машинисчӗ Наталия Иванова.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов та хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Район администрацийӗн залӗнче санитари сыхлавӗпе тивӗҫтерес тата эпидемипе кӗрешес енӗпе тимлекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ.

Помоги переводом

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Вячеслав Горбунов, Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Алексеев, ял хуҫалӑх предприяти-организацийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем акнӑ-лартнӑ уйсене пӑхса ҫаврӑннӑ.

Помоги переводом

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Депутатсен район Пухӑвӗн депутатне Станислав Афанасьева, «Мураты» ЯХПК водительне Юрий Васильева, К.Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн трактористне Александр Григорьева, ӗнесем сӑвакан операторне Ирина Григорьевана, райадминистрацин йӗркелӳ ӗҫӗсен секторӗн тӗп специалист-экспертне Алина Иванована район администрацийӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Игорь Егоров Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗх Канашӗн Хисеп грамотине тивӗҫрӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Тав хутне илнисем: Татьяна Петрова – Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ӗҫченӗ, Лариса Сергеева – район администрацийӗн бухгалтери ӗҫченӗ, Марина Степанова – райадминистрацин вӗрентӳ пайӗн методпӳлӗм заведующийӗ, Сергей Мурашов – «Вурнары Завод СОМ» машинисчӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, вӑрнарсен Акатуйне хутшӑннӑ май, вӗсемпе уйрӑмах тимлесе паллашрӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней