Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывласа (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулленех маршпа ҫӳреме тухакан взводсем ҫине пайланӑ сотня, хаш та хаш сывласа, куҫӗсене хӗскелесе, Франьӑн чӑштӑртатакан кӑвак юбки ҫине пӑхать.

Сотня, разбитая на марширующие взводы, со вздохами и подмигиванием следила за шелестом серой Франиной юбки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗриленсе сывласа выртакан Аксинья тути ҫине пӑхрӗ те, каланине илтмесӗрех мӗн иккенне тавҫӑрса илчӗ:

Вглядываясь в пышущий жаром рот Аксиньи, скорее догадался, чем разобрал:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ассӑн сывласа ячӗ.

Григорий вздохнул.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ме акӑ, ил… анчах ман тӗле ан лек, вӗлеретӗп, — ассӑн сывласа илнӗ Тихӑн, Сашкӑна табак хутаҫҫинчен пӑхӑр укҫасем кӑларса тыттарса.

— На вот… а под ноги не попадайся, а то убью, — говорил Тихон, вздыхая и вытягивая из кисета медяки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн тума чупса килнӗ вӑл? — тесе ыйтрӗ Аксинйӑран, пирус тӗтӗмне икӗ хутчен сывласа илнӗ май.

— Чего она прибегала? — спросил между двумя затяжками.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл кӗскен те хӑвӑрттӑн сывласа тӑрать.

Она дышала короткими, частыми вздохами.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик, пӗрле тытнӑ икӗ аллаппи ҫине сывласа кровать енне пӗшкӗнчӗ.

Старик, дыша на сложенные ладони, нагнулся к кровати.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ав вӗсем ҫӳреҫҫӗ… — пӳрнипе кайӑксем еннелле тӗллесе, ассӑн сывласа илчӗ вӑл.

Вон они ходют… — вздохнул, указывая пальцем.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан тив, малтанхи ҫул та пулин ыр куртӑр, — ассӑн сывласа илет Ильинична, хӑйӗн иртнӗ йывӑр пурнӑҫне аса илсе.

— Нехай хучь первый годок покохается, — вздыхала Ильинична, вспоминая свою горбатую в работе жизнь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Туфлисене хывас пулать, — хашлатса сывласа илчӗ Лиза, кимӗ патне ҫитес хушша куҫӗпе виҫсе.

— Разуваться надо, — вздохнула Лиза, меряя глазами расстояние до баркаса.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лар ӗнтӗ унта кӗнчӗртетсе, кӳтсе…» — уҫӑмсӑррӑн шухӑшларӗ вӑл, хӗр ҫывӑракан пӳлӗмӗн шӑршине сывласа илсе.

Сиди там, коченей…» — неясно думал он, вдыхая запах спальни.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Михей вӑрӑммӑн сывласа илчӗ.

Михей вздохнул.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӳлӗнчӗклӗн сывласа, вӑл хӑй патне пынӑ хӗре сӑнама тытӑнчӗ.

И с перехваченным дыханием следил за подходившей к нему девушкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка, йывӑррӑн сывласа, ун патне пырса тӑчӗ.

Давыдка подбежал к нему, тяжело дыша.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл ҫурма-уҫӑ ҫӑварӗпеле сывласа выртать, арӑмӗн кӑкӑрӗ ҫинех манса юлнӑ хура алли унӑн ӗҫре ҫуркаланса пӗтнӗ тимӗр пӳрнисене йӑшӑлтаттарать.

Он дышал полуоткрытым ртом, черная рука его, позабытая на жениной груди, шевелила растрескавшимися от работы железными пальцами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан пӗрре сывласа илчӗ, тепре кулса ячӗ.

Затем вздохнула и засмеялась.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, юриех юла юпса, йывӑррӑн сывласа илчӗ, сенӗкпеле чӗркелесе пӗтернӗ аллине ҫавӑркаласа пӑхса, ҫӳллӗ ҫурӑмне аялах пӗшкӗртрӗ.

Митька тяжело и притворно вздыхал, разглядывая исцарапанные вилами ладони, низко гнул высокую спину.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, килленчӗклӗн тӑварланӑ хӑяр шӑрши сывласа кӑларса, хӑйӗн хӑтине ӳкӗте кӗртес тесе, калаҫма пуҫларӗ.

Пантелей Прокофьевич сладко дышал соленым огурцом и уговаривал.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хашлатса сывласа илчӗ — лаша сывланӑ пек, хӑйхӑлтатса тухрӗ унӑн сывлӑшӗ, — хул калаккисене вӗри ҫӗр ҫумне таччӑн ҫыпӑҫтарса, ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ.

Григорий вздохнул — с выхрипом вышел вздох — и лег на спину, прижимая лопатки к горячей земле.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней