Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫейри ытти халӑхпа танах чӑвашсем те ҫӗршыв историйӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ.

Наряду с другими народами России чувашский народ вписал много ярких и содержательных страниц в летопись страны.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Ытти районсене илес пулсан вара — пачах та ҫук тесен те юрать.

А что касается других районов — можно сказать, что вообще нет.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Ҫитӗнекен ӑрӑва чӗлхерен пистерет тата ытти те.

Отталкивает подрастающее поколение от языка и т. д.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Ҫавӑн пекех ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫӗнӗрен газ кӗртекенсем пур.

Помоги переводом

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Управляющи кишӗр уйӗнче тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хуракан Лев Пудовкин, Ферит Купиров, Владимир Владимиров, Анатолий Вершков, Искандер Насыбуллин, Димитрий Козин, Тахир Абеев, Валерий Пудовкин, погрузчикпа тӑрӑшакан Вадим Григорьев тата ытти нумай механизаторсене ырӑпа асӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Раҫҫей ҫыравҫисен тата журналисчӗсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн членне, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреатне ҫав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова ҫыравҫӑсем, Светлана Дмитриева артистка, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Софронова, Кӑшнаруй, Энтрияль ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Владимир Максимовпа Алексей Лазарев тата ытти сумлӑ ҫынсем саламларӗҫ.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ентешӗмӗрӗн кӑмӑла каякан сӑввисемпе Н. Краснов, А. Никитин, В. Тарават, К.Петрова, И. Христофоров, И. Тимофеев, Г. Мартьянов, К. Марков тата ытти паллӑ композиторсем те юрӑсем хайланӑ.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ытти юрӑ-кӗвӗ кӗнекисем те — «Таптаймастӑр таса юратӑва», «Ылтӑн кӗркунне», «Пурнӑҫ илемӗ», «Анне ытамӗнче», «Кӑмӑл тӗкӗрӗ», «Ҫӑлтӑрпи»… — кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акципе килӗшӳллӗн Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Антонова мобилизациленине пӗлсен ӑна хӗллехи тум, атӑ тата ытти кирлӗ япаласем кайса панӑ.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Шыравҫӑсене ҫавӑн пекех фонарьсем, компассем, хут, скотч тата ытти те парса тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Укҫа-тенкӗ, тумтир, апат-ҫимӗҫ тата ытти кирлӗ хатӗр пуҫтарса салтаксем патне ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ ҫул умӗнхи ҫулталӑк хушшинче хӑйӗн арӑмӗ (упӑшки) тата ҫула ҫитмен ачисем мӗнпур ҫӑл куҫсенчен (ӗҫ укҫине, пенсие, пособисене, ытти тӳлеве кӗртсе) илнӗ тупӑшсем ҫинчен калакан сведенисене, ҫавӑн пекех хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ уйӑх умӗнхи уйӑхӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсен харпӑрлӑх правипе тытса тӑракан пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене.

сведения о доходах супруги (супруга) и несовершеннолетних детей, полученных от всех источников (включая заработную плату, пенсии, пособия, иные выплаты) за календарный год, предшествующий году избрания депутатом, передачи ему вакантного депутатского мандата или прекращения осуществления им полномочий на постоянной основе, а также сведения об имуществе, принадлежащем им на праве собственности, и об их обязательствах имущественного характера по состоянию на первое число месяца, предшествующего месяцу избрания депутатом, передачи ему вакантного депутатского мандата или прекращения осуществления им полномочий на постоянной основе.

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ ҫул умӗнхи ҫулталӑк хушшинче мӗнпур ҫӑл куҫсенчен (ӗҫ укҫине, укҫан тӳленине, унчченхи ӗҫ вырӑнӗнчи е суйлавлӑ должноҫа йышӑннӑ вырӑнти тупӑшсене, пенсие, пособисене, ытти тӳлеве кӗртсе) илнӗ хӑйӗн тупӑшӗсем ҫинчен калакан сведенисене, хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ уйӑх умӗнхи уйӑхӑн 1-мӗшӗ тӗлне харпӑрлӑх правипе тытса тӑракан хӑйӗн пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене;

сведения о своих доходах, полученных от всех источников (включая заработную плату, денежное вознаграждение, доходы по прежнему месту работы или месту замещения выборной должности, пенсии, пособия, иные выплаты) за календарный год, предшествующий году избрания депутатом, передачи ему вакантного депутатского мандата или прекращения осуществления им полномочий на постоянной основе, а также сведения об имуществе, принадлежащем ему на праве собственности, и о своих обязательствах имущественного характера по состоянию на первое число месяца, предшествующего месяцу избрания депутатом, передачи ему вакантного депутатского мандата или прекращения осуществления им полномочий на постоянной основе;

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

Ун хыҫҫӑн ытти мӑрсасем, турхансемпе тӑрӑнсем чӗркуҫленчӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атӑлпа ытти пысӑк шывсен тӑрӑхӗнче чӑваш, ҫармӑс, ирҫе, удмурт мӑрсисем чылайӑшӗ пачах ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанхи кун кӑшт чӑркӑшса калаҫрӗ пулин те ытти кунӗсенче Максуд Ахтупайпа Нургалие нумай пулӑшрӗ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫавна ҫеҫ каларӗҫ: нухайсем пӗр тӑруках виҫӗ яла ҫаратнӑ, ытти икӗ ялӗнчен, ҫынсемсӗр пуҫне, выльӑх та нумай хӑваласа кайнӑ.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сююнбике, малтан чӑваш мӑрсине тарават йышӑннӑскер, кайран, ытти тӑванӗ-пӗлӗшӗсем князь патне сӗкӗнме тытӑнсан унран кӑшт ютшӑнчӗ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти вара — мӑннисен ӗҫӗ.

Помоги переводом

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти чухне вӑл патша, ӑна кун ҫинчен ялан астутарса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней