Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан умӑнта ял халӑхӗ чӗтресе тӑмалла, урампа иртнӗ чух сана пӗтӗм халӑх ҫӗлӗке хывса ӑсатмалла.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша, икӗ ҫула яхӑн Урасметӑн шутланнӑ, иртнӗ ака туйӗнче хӑйӗн хуҫине чапа кӑларнӑ лаша Иштерек витинче тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ ҫул тырӑ сутаймарӗҫ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яхуте вара вӑл пулӑшнипе аякри крепоҫре пулса иртнӗ инкек ҫинчен каласа пама вӑй ҫитерчӗ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра тӑракан стариксем халь иртнӗ юлан утсем ахаль ҫар ҫыннисем пулманнине ҫийӗнчех чухласа илчӗҫ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ ака туйӗнче алманчӑ ӑна хӑйне ут янӑ чух виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑшӑн парнеленӗ ал шӑллие парасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата кӑшкӑрсан та кам хӳтте кӗресси пур ҫакӑн пек пӑтӑрмахла ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн?

Помоги переводом

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уйрӑммӑнах вӗсем пасартан пасара, ака тунӗнчен ака туйне ҫӳреме юратакан Чураппапа Нухратшӑн ытла час иртнӗ пек туйӑнчӗҫ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисрӗ вара Ахтупай — хӗрпе каччӑ хушшинче теветкел калаҫу пулса иртнӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай вара Чалӑмра пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен арӑмне каласа пачӗ.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл, Чалӑмра пулса иртнӗ тытӑҫу, Тукай малтан хӑйне ӗнентерме тӑрӑшнӑ пек, ача вӑййи те, ӳсӗр ҫын хӑтланӑвӗ те пулмарӗ.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асӑрхаттарчӗ: ҫӗнӗ тырӑ акма пуҫличчен ял ҫыннисен иртнӗ ҫулсемшӗн нимӗнле парӑм та юлмалла мар.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ӗнтӗ ӑшӗнче хӑйне мӑрса кӗрӳшӗ тесе шутлама пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр уйӑх каялла пулса иртнӗ калаҫура Тукайпа Чураппа ӑна хӗрне качча пама хирӗҫ марри ҫинчен систернӗ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи паян пулса иртнӗ акӑш-макӑш ӗҫсем хыҫҫӑн пӗччен юлса кӑшт та пулин канас тесе малти пӳлӗме кӗчӗ.

Помоги переводом

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Старик Шигалее престола лартнӑ чух туса ирттернӗ чаплӑ церемони ҫинчен тата ҫак эрнере кӑна пулса иртнӗ туй ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑнтах тата пилеш йывӑҫҫи пулма тивӗҫ — иртнӗ кӗркунне, упа шӑтӑкӗ алтнӑ вӑхӑтра, Ахтупай унӑн шултра пилешне ҫинӗччӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр йывӑҫ ҫумӗнче ҫӗлӗкрен пысӑк ӑвӑ кӑмпи капланса тӑрать, ун леш енче — ҫӗр ҫултан иртнӗ ватӑ юман, юманпа юнашар — ватӑ хурама.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек килӗнче пулса иртнӗ ӗҫ Тукая ним чухлӗ те тӗлӗнтермерӗ.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ ҫул та манран тир ытлашши илтӗн, тӑранман хырӑм!

Помоги переводом

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫинчен шухӑшланӑран Урасмет куҫӗ умне темиҫе кун каялла Иштерек килӗнче пулса иртнӗ ӗҫ тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней