Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах мганнга, королевӑна паллӑ парса — лешӗ ӑна аван ӑнланчӗ пулас, — ҫӗртен мӗскӗн амӑшне алли ҫине илчӗ те ывӑлӗпе пӗрле йӑтса кайрӗ.

Но мганнга, сделав королеве знак, который та, по-видимому, хорошо поняла, поднял с земли несчастную мать и понес ее вместе с сыном.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лешӗ ӑна лайӑх кӗтсе илнӗ, унтан вӑл темиҫе кунтан Либӑн тепӗр енне каҫнӑ та январӗн 26-мӗшӗнче Катеме король ҫӗрне ҫитнӗ.

Тот оказал ему хороший прием, и через несколько дней переправился на противоположный берег Либы и 26 января оказался во владениях короля Катеме.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лешӗ, тарӑн ыйха путнӑскер, пач та хускалмасть.

Тот лежал совершенно неподвижно, скованный тяжелым сном.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лешӗ ӑна хирӗҫ ҫирӗплетнӗн пуҫне сулчӗ.

Тот ответил утвердительным кивком головы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лешӗ хӳрине хӗстерсе аяккинелле сиксе ӳкрӗ.

Гончая поджала хвост и отскочила.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл урса кайнӑ Коимбрӑна лӑплантарчӗ те, лешӗ аран-аран ҫӗртен тӑрса хӑй вырӑнне, чура сутуҫи ҫумне таврӑнчӗ, Остина чӑмӑрӗпе юнаса хӑварчӗ.

Однако он успокоил разъяренного Коимбру, и тот, с трудом поднявшись на ноги, вернулся на свое место возле работорговца и погрозил кулаком отважному Остину.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лагерьте лешӗ те, ку та курӑнманнипе Дик икӗ каварҫӑ хӑйсен тупӑшӗ патӗнче явӑнаҫҫӗ тесе шутларӗ.

Не видя в лагере ни того ни другого, он решил, что оба сообщника сопровождают свои жертвы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Амӑшӗ арҫын ачана сивӗ шыв ҫеҫ пама пултарчӗ, ҫапах лешӗ ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан темиҫе сыпкӑм ҫӑтрӗ.

Мать могла дать мальчику лишь холодной воды, но он с удовольствием сделал несколько глотков.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Улӑп вара ҫывӑракан ачана хӑйӗн тӗреклӗ алли ҫине ҫав тери асӑрханса хучӗ, лешӗ вӑранмарӗ те.

И великан так бережно взял спящего ребенка в свои могучие руки, что тот даже не проснулся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Нинӑпа Дина тӗл пулнӑ пулӗ те, лешӗ, чараксӑр чӗлхе, каланӑ та кӑтартнӑ пулӗ ним пытармасӑр?

Может Нина и Дина встретились, эта может… прямая и честная до тошноты.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешӗ тата, ара, Хвеччисӗ, Турчӑка Кулине тахҫан малтанах тӗсесе хунӑскер, майне анчах апле майлаштармаллине пӗлменскер, майӗ халь хӑех майлашӑнса пынипе хӗпӗртесе, тӳпеленӗ те тӳпеленӗ йӗкӗте, ӳсӗрпе пуҫӗ лапк усӑнса аничченех тӳпеленӗ…

Потом уже, как-то в порыве откровения, призналась Мигулаю Хвечис, что давно, оказывается, его высмотрела, да не знала, как завлечь, а тут и случай подвернулся, парень с делом пришел, а она его за стол, да угощать, да подливать, вот и набрался по первое число.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина, ҫакӑнпа усӑ курса, тулалла ыткӑнать, ҫӗнӗке чупса тухать, ҫенӗк алӑкне пырса тӑрӑслаттарать, лешӗ уҫӑлманпине тата хӑй хыҫҫӑн Виталий вирхӗнсе тухнине асӑрхасан, каялла варт ҫаврӑнать те, йӗкӗт тӗлӗнчен вӑшт пӑрӑнса иртсе, пӳрте йӑшт кӗрсе тарать.

Воспользовавшись его минутной беспомощностью, Дина кинулась прочь из комнаты, выбежала в сени, дернула ручку, но дверь не поддалась, Виталий выскочил за ней следом, но в сенях было темно, и он всем телом ударился прямо в закрытую дверь, Дина молниеносно прошмыгнула мимо него обратно в комнату.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Атьӑр-ха, Динӑна та ташлаттарар, курар ҫӗнӗ ҫын йӑкӑш-йӑкӑшне!» — хӗр патне виҫҫен тан таплаттарса пычӗҫ те, — лешӗ шат та пат килӗшмерӗ кусен кӑмӑлӗпе.

— Дину, Дину в круг давайте, посмотрим, как пляшет невеста, не хромушку ли в дом берете! — к Дине подошли сразу трое, приглашая на танец, но она отказалась.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫитменнине тата, пӗр вӑрансан, кравачӗ те ҫывӑрттармасть-ҫке ӑшхыппи этеме, майланса выртас тет кӑна арҫын, лешӗ, такама та ыйхӑран вӑратасла — лӑчӑр-лӑчӑр.

Да и не очень-то устроишься на старой деревянной кровати,— стоит шелохнуться, как она натужно скрипит, будто жалуется, того и гляди — всех домашних перебудишь.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мария Александровна сӗтел патӗнче кӑштӑртатрӗ, хӑна ҫине пӑха-пӑха илчӗ, лешӗ пит тимлӗ, шухӑшласа вулать.

Мария Александровна хлопотала у стола, посматривала на гостя, видела, с какой жадностью он вчитывается, раздумывает.

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Лешӗ, Ҫӗпӗрти ссылкӑран килни-и? — тӗлӗнчӗ исправник.

— Тот самый, который прибыл из сибирской ссылки?

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑрттӑн полицин чиновникне пӗрле янӑ, лешӗ ӑна, Подольска ҫитерсе, вырӑнти полици исправникӗн аллине парса хӑварнӑ.

Приставили чиновника охранного отделения, который привез его в Подольск и сдал местному полицейскому исправнику.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме хатӗрлеҫҫӗ, Дмитрий Ильич сӑмавар чӗртет, Фридка, кӗрен чӗлхине кӑларса, пӳлӗмрен пӳлӗме кӗрсе тухать, ҫӗнӗ тусӗ ҫумне пырса ачашланать, ҫӑмламас ҫаврака пуҫӗпе унӑн аякне шӑла-шӑла илет, лешӗ пысӑк хӑрушлӑхра пулнине ӑнланать тейӗн.

Сестры собирают на стол, Дмитрий Ильич раздувает самовар, Фридка, высунув розовый язык, косится по комнатам, ластится к новому другу, трется круглой мохнатой головой, будто понимает, что тот был в большой опасности.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Унтан лешӗ кӗнекене сӗтел ҫине мӑнаҫлӑн пӑрахрӗ, амӑшӗн чӗри лӑштах пулчӗ.

Затем он небрежно кинул книгу на стол, и у матери отлегло от сердца.

«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Елизавета Васильевна кантӑк патне пычӗ, кӗнекине тӗрме хуралҫине тыттарчӗ те лешӗ ӑна страница хыҫҫӑн страница уҫса пӑхнине сывлама чарӑнса пӑхса тӑчӗ.

Елизавета Васильевна подошла к окошку, протянула книгу и с замиранием сердца следила, как тюремщик перелистывал страницу за страницей.

«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней