Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эппин сăмах пирĕн базăра пур.
Эппин (тĕпĕ: эппин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑранӑпӑр эппин! — терӗ ыйхӑланӑ Курион, юлашки сӑмахсене илтсен, Катилина мӗн ҫинчен каланине ӑнланмасӑр, куҫӗсене мӑчлаттаркаласа.

— Проснемся же! — сказал хриплым голосом дремавший Курион, который, услышав последние слова Катилины, но вовсе не уловив их смысла, стал тереть себе глаза.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Сывӑ пул эппин, — терӗ куртизанка.

— Прощай, — сказала куртизанка.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эппин, ун ҫинчен ҫӳрекен чап та, вӑл ырӑ чунлӑ тесе мухтани те суя иккен?

— Значит ложь — та слава, которая идет о нем, и сказка — хваленое величие его души?

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

 — Эсӗ мана ӗненместӗн пулсан, — эппин мӗнпур ырӑ квиритсене итлесе пӑх-ха.

— Если мне не веришь, то послушай этих добрых квиритов!

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Хӑваласа пӑхӑр-ха эппин мана.

— Тогда догоните меня!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эппин мӗнле пулчӗ-ха вӑл? — ыйтрӗ вӑл ҫак икӗ ачана пӑхакан Сарпедонран.

— Но как же случилось, что… — спросил он Сарпедона, наставника обоих юношей.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эппин Юпитер, Юнона, Сатурн нимӗн те мар-и? — ыйтрӗ тӗлӗнсе кайнӑ Кассий.

— Что же такое тогда Юпитер, Юнона, Сатурн? — спросил пораженный Кассий.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫапла пултӑр эппин, — терӗ Сулла.

Да будет так, — сказал Сулла.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эппин вӑл Квинт Гортензий йӑмӑкӗ пулать…

Сестра Квинта Гортензия?

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах паллӑ мар плебей ҫынни те ҫавӑн пек сивлеме пултарать пулсан, — унӑн ятне пӗлейменнишӗн питӗ ӳкӗнетӗп-ха, — эппин тӑван ҫӗршывпа республикӑна ҫӑлма шанчӑк пурах.

 Но ты согласен со мной: если у нас существуют безвестные юноши, способные на такой поступок — я так жалею, что не узнал, кто он, — то есть надежда, что отечество и республика еще могут быть спасены!

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эппин мӗншӗн мана эсир ирӗклӗ халӑхӑн сучӗ умне тӑратмарӑр-ха? — ыйтрӗ Сулла, тӑрӑхласа.

— Так почему же, — спокойно спросил Сулла с еле заметной насмешливой улыбкой, — почему же вы не призываете меня на суд перед свободным народом?

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Виль та фабрикӑна кайма пултарать е, каймасан эппин, ҫӗр минне ҫаврӑнса кайтӑрах!

Пусть Вилли идет работать, как я, или пусть пропадает.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Эппин юрӗ-ха, — тесе мӑкӑртатать ачи.

— Ладно, — пробормотал он.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Юрӗ, каласа парам эппин сана, — тенӗ те Киш, шӑмӑ ӑшӗнчен мимине ӗмсе илсе ура ҫине тӑнӑ.

— Да, я вам расскажу, — Киш кончил высасывать мозг из кости и встал на ноги.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Эппин итлӗр-ха эсир, ҫынсем, манӑн юлашки сӑмаха!

Так вот вам мое последнее слово.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Апла эппин, Бил хӑйӗн ылттӑнӗпе виличчен те уйрӑлман.

Билл не бросил его до конца.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫав енче кӗрӗслеттереҫҫӗ-тӳнккеҫҫӗ, эппин, марсиансем аппарата аркатаҫҫӗ.

Удары неслись оттуда, — это марсиане разрушали аппарат.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тускубпа мӗн пур инженер тарнӑ эппин

Тускуб и все инженеры бежали.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эппин, ҫапӑҫасшӑн? — терӗ те Гусев хӑрӑлти карланкипе кӑшкӑрса тӑкрӗ.

— Значит воевать хотите? — сказал Гусев и рявкнул хриплой глоткой.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӳрт чӳречисем тӗттӗм, — эппин, Гусев таврӑнман-ха.

Окна дома были темны, — значит Гусев ещё не вернулся.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней