Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яка Илле пӗр вӑхӑтрах тапӑнма та, каялла тарса кӗме те хатӗр — лару-тӑру мӗнлине кура.В любую минуту готов или напасть, или трусливо удрать, смотря по обстановке.
Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Уйӑх каялла Новгородра курнӑ урасӑр салтак, кунсткамерӑра тӗл пулнӑ кайӑкла ҫынсен кӗлеткисем аса килеҫҫӗ.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ӑна пӗр уйӑх каялла пытарнӑ, ваше величество».
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӑван пӗр киле, теприне, виҫҫӗмӗшне… кӗрсе пӑхрӗ, — хуларан яла килекен юлашки рейс автобусӗпе каялла каясшӑнччӗ, шел, ниҫта та кавӑн тупӑнмарӗ.
Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.
Ҫук, кӗтсен те Вӑл таврӑнаймӗ каялла.
XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫул, — ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм, — юлчӗ Юрттарнӑ майлӑн каялла.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Эс каялла Ан чак, ан пӑрӑн!
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Астӑватӑн-и, темиҫе ҫул каялла кӑна хӑвӑр ялти хаш-пӗр ҫынсем: «Ҫав Тутаркаспа Турикасра ӗҫлеме лайӑхрах пулӗ: пӗчӗк колхозра хуҫалӑха тирпейлӗрех тытма пулассӑн туйӑнать», — тетчӗҫ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗлетӗр-и мӗн, эпӗ сирӗн ялта революциччен пулнӑччӗ, пӗр вӑтӑр ҫул каялла.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем ҫырла татнӑ чухнехи пек ҫӗрелле хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗшкӗнеҫҫӗ, келте хума ҫӳренӗ май пӗрре малалла, тепре каялла чупкалаҫҫӗ.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫемье саланчӗ ӗнтӗ манӑн, каялла те пуҫтарӑнать, теттӗн.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗ пӳртрен каялла тухнӑ хушӑра Укахвирен ӑнсӑртран тенӗ пек: — Эс ҫынсене каларӑн-и ҫак? — тесе ыйтрӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӗр эрне каялла килмеллеччӗ, — терӗ йывӑр йӑтса кӗнипе аран-аран сывлакан амӑшӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Алексей те ӑна асӑрхарӗ пулас, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ те аппӑшӗн аллисене ярса илчӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каялла килсе пӳрте кӗрсен, вӑл мӑн тӗкӗр патӗнче Алексей ҫӳҫне тураса тӑнине курчӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Вунпилӗк ҫул каялла Тутаркасра ҫирӗм хуҫалӑхран колхоз туни те лайӑх ӗҫ пулнӑ, вӑл уйрӑм супинкке хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсене социализм ҫулӗ ҫине тӑратни пулнӑ.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл вара агронома темиҫе кун каялла ҫак пӳлӗмре Ятманпа иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ тавлашу пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сантӑр каялла ҫаврӑнчӗ те, Ятмана курса, пӑртак вӑтаннӑ пек пулчӗ, тек нимӗн те шарламарӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр ҫулталӑк каялла кӑна-ха атӑлкассисем Сехре Иванӗ колхозри паллӑ бригадира, Маринене, ҫураҫма ӗмӗтленет тенине кулкаласа ҫеҫ йышӑнатчӗҫ: кам шаннӑ ун чухне Марине ӑна качча каясса?
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Галимджан карт туртӑнчӗ, каялла тайӑлчӗ, унтан, хӑйӗнчен пысӑк Мӗтрие ҫӑмӑллӑн ҫеҫ пуҫ урлӑ каҫарса, ун ҫине хӑпарса выртрӗ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.