Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Тӑхта кӑшт, илсе килем, — тесе Ухтиван тӑрса килне чупать те ҫав самантрах каялла таврӑнать.— Ты погоди, я разом сбегаю, — Ухтиван быстро встает и бежит домой.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Лешӗ каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса амӑшӗ хыҫҫӑн лӗпӗстетрӗ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Миҫе хут пусма хӑтланман пуль ӑна тарӑхнӑ Мултиер, е вӑл пӗр-ик кун ҫухалса пурӑнать, е пӳрт тарринчен урамалла тӳп! сиксе анать те каялла ҫаврӑнса тӑрать.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван каялла пукан ҫине ларма кӑна ӑс ҫитерчӗ.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Иртсе кайнӑ ӗмӗре вӑрҫса-ятлаҫса та, макӑрса та каялла тавӑрма ҫук.Что поделаешь — прошла жизнь в ругани-брани, теперь хоть плачь, назад не повернешь.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӗр-арӑмсем пӗрер ҫӑвар сыпсанах танлантарма тытӑнаҫҫӗ, куркине каялла сӗнеҫҫӗ, «ай турах, хӑватлӑ» текелесе ту-тисене сурпан вӗҫӗпе хуплаҫҫӗ (кирек мӗнле ӗҫес килсен те йӑлине тумалла), вара виҫ-тӑватӑ хут сӗнсен тин куркисене тӗппипех ӗҫсе параҫҫӗ (шалтти курка тӑваҫҫӗ).
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван астӑвасса та-ха, пӗр вунӑ-вуникӗ ҫул каялла, Чӗкеҫ ҫап-ҫамрӑк та хитре хӗр пулнӑ.А Ухтиван помнит ее девушкой, молодой, красивой, было это лет десять-двенадцать назад.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ачи ҫул ҫинче тем ӳкерсе хӑварнӑ пулас, пӗрмаях каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, туртӑнкалать.Он все время почему-то оглядывается назад, пытается вырвать руку: наверно, потерял что-то.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван хӑй патнелле ярса пуснине курсан Ивук хӑраса каялла чакма тытӑнать.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫирӗм ҫул каялла татнӑ мӑйӑр!
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сӗтел тавра вӑл виҫӗ вырӑн хатӗрленӗ: иккешӗ — ывӑлӗпе хӑйне валли, тепри — виҫӗ ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ арӑмӗн вырӑнӗ.На столе лежат три ложки, стоят три чашки: Ухтиван знает, что третья чашка для умершей матери.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр самант каялла ҫеҫ ҫенӗк пуш-пушӑччӗ, ак халӗ урай варринче сӗтел, ҫӗрте — вӗри яшка хуранӗ, сӗтел ҫинче — йывӑҫ тирӗкпе кашӑксем.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тул ҫутӑлса килнине кура Яриле старик шартах ҫикет те каялла ҫавранса картишнелле чупать.Увидев приближающий рассвет, старик Яриле вздрогнул и, повернувшись, побежал во двор.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каялла илсен упа тавӑрасран хӑранӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӑлтӑр умнелле утса иртсе кайнӑскер, инкек пулнине чӗрипе туйса хӑра-хӑрах Ухтиван каялла утса пычӗ, пӗшкӗнсе ашшӗне палласа илчӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Виҫ-тӑватӑ ҫул каялла эпӗ сан ҫине пӑхма именеттӗм.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каялла килет.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тепри вун пилӗк ҫул каялла пӳрт юсама каснӑ пӗренешӗн штраф илет, пӗр ҫул хушшинче темиҫе тӗрлӗ хырҫӑ сӑптӑрса каять, ҫынсене вырттарса хӗнет, кирек хӑш вӑхӑтра та сана салтака тытса пама пултарать, пӗртен-пӗр хӗрне вӑрласа кайса мӑшкӑллать.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван кутамккине вӗҫертсе илчӗ, ҫул айккинелле пӑрӑнса ларма хӑтланчӗ, анчах кутамккине те салтмасӑрах каялла ҫакрӗ, ларма та шутламарӗ.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Виҫ ҫул каялла ҫеҫ эсир те… пирӗн пекехчӗ-ҫке?
Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.