Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрма (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ те ҫывӑрма пӳрте куҫрӗ.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Анчах шӑнасем ҫывӑрма памарӗҫ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тепӗр чух талӑкра та икшер сехет ҫеҫ ҫывӑрма тивӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Алимпи ҫывӑрма выртрӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӗр ача ҫимесӗрех ҫывӑрма выртрӗ.

Помоги переводом

«2» паллӑ // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 20 с.

Анне мана пурте кӗртмерӗ: «Пиччӳ ҫывӑрма выртнӑ, ӑна ан кансӗрлесе ҫӳре», — терӗ.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫирӗмӗр, шыв ӗҫрӗмӗр, халь ӗнтӗ ҫывӑрма хатӗрленмелле.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ирхине пачӑшкӑ киличчен эпӗ сире каллех антаратӑп, халӗ ҫӳрӗр пӳртре, ҫывӑрма ман вырӑн ҫине выртӑр, — терӗ ырӑ кӑмӑллӑ старик.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана ҫывӑрма Улля аппа патне кайма хушрӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине ҫывӑрма выртсан, эпӗ паян мӗн курни-илтни ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара эп ҫывӑрма кайрӑм, ҫӑкӑр татӑкне ҫытар айне хутӑм.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, эпӗ лаҫҫа кӗрсе татӑк ҫӑкӑр ҫине тӑвар сапрӑм, лашана парас тесе, вите патне пытӑм.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ыйхӑланӑ, куҫ хупӑнсах тӑрать, анчах манӑн аннесӗр ҫывӑрма выртас килмест.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ те киле кӗтӗм, часрах шӑналӑк айне ҫывӑрма выртрӑм.

Помоги переводом

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш ӑшӗнче аташса кайнӑ, — терӗ атте, ҫӳлти сарайне ҫывӑрма улӑхса.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана: ҫывӑрма вырт, терӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫывӑрма выртсан, эпӗ вилнисем ҫинчен илтнине аса илтӗм те ҫӗтӗк аҫам аркипе пуҫ ҫинчен витӗнтӗм.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран ир тӑмалла тесе ҫывӑрма часах выртрӑм.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ аннене, ҫывӑрма тухатпӑр тесе, икӗ хутчен кӗпе аркинчен туртрӑм.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫывӑрма выртнӑ, вӗсем калаҫнине итлесе выртатӑп.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней