Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юмӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
юмӑҫ (тĕпĕ: юмӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӳршӗсен камӑн та пулсан тӑвар пӗтнӗ-и, кама та пулин такана е ала кирлӗ-и, вӑл ял леш вӗҫне чупать, ҫитмен кил хӑвармасть, ҫапах та вӗлерсен те юмӑҫ патне кӗмест.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине килне ҫын ирӗксӗр пырать — юмӑҫ пӑхтарма.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах апат ҫиейми тата Сахвине юмӑҫ туса таракан пӑсташ шывне пачах ӗҫейми пулчӗ.

Помоги переводом

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тутӑр вӑл халь юмӑҫ патӗнче?

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи халь ҫӗр хута юмӑҫ патне ҫӳрет-и?

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗлӗклӗ ҫын хӑй хыҫҫӑн такам пынине сиссе тата хытӑрах утма пуҫларӗ, юлашкинчен Сахвине юмӑҫ патне кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таҫтан килсе кӗме ӗлкӗрнӗ Сахвине юмӑҫ темле сӑмахсем пӑшӑлтатса Патирек умне пушӑ хурса пачӗ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Усал-и, ырӑ-и, вӑл — юмӑҫ.

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э-э, Нетӳҫ, эсӗ пӗрре тӳлесе икӗ хут юмӑҫ пӑхтарасшӑн мана!

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек кама юратнине юмӑҫ пӑхмасӑр никам та калаймасть.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫын шухӑшне витӗр курса тӑмасан эп юмӑҫ та мар! — чӑртмахланса хуравларӗ Сахвине.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Авлантармалла, — кӗтмен ҫӗртен пат татса хучӗ юмӑҫ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле кӑна юмӑҫ ямарӑм, пурте ун майлӑ тухать.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун хыҫҫӑн юмӑҫ хӑйӑ ҫунтарса пӑхрӗ, ӑвӑ чӗртсе тӗтӗм мӑкӑрлантарчӗ, сӗвем ҫиппе чылайччен аппаланчӗ, ӑна таҫта та карса пӗтерчӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине сӗтел ҫине пӗр чаплашка шыв лартрӗ, ун тавра укҫа, ҫӑкӑр, кӑмрӑк, чул таткисем хурса тухрӗ, хӗврен юмӑҫ пӑхнӑ чухне тыткаламалли нухӑт хулли кӑларса унпа шыва тӗрлӗ еннелле ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ юмӑҫ килнине курсан Патирекӗн те куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, чирлӗ ҫын таса кӗпе-йӗм ыйтса илсе вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхинче Нетӳҫ Сахвинене юмӑҫ пӑхнӑшӑн мӗн парса парнелессине малтанах каласа хучӗ, лешӗ ку парнесемпе ҫырлахса ӗҫе тытӑнчӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек амӑшӗ Сахвинене ывӑлӗ чирлесе ӳкнӗ ҫул та чӗнсе килнӗччӗ, анчах юмӑҫ карчӑк укҫа сахал патӑр тесе кутӑнланчӗ те шӑрт-март пулса пӳртрен тухса кайрӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней