Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ытла ютлашса кайнипе Авдотья шӑплӑха пӑсма та хӑтланман: калаҫма татах йывӑртарах пулнӑ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шӑплӑха чи малтан Константин атте хускатнӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл кухньӑна кӗрсе кӑштах йӑшаланнӑ хыҫҫӑн часах вилнӗ пек шӑпӑрт пулчӗ, амӑшӗ шӑплӑха итлесе тӑчӗ те Андрея хуллен: — Хӑрушла япала ҫинчен шухӑшлать вӑл… — терӗ.
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юррӑн юлашки сӑмахӗ илтӗнми пулсанах, пӳрт йывӑр шӑплӑха путрӗ.После того как угас последний звук песни, в избе некоторое время стыла напряженная тишина.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ун ҫине пӗр-икӗ минут пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн калаҫма пуҫласа, Санин ҫак райри шӑплӑха пӑсасшӑн пулчӗ, анчах сасартӑк юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те, алӑк патне хура тӗрӗсемпе тӗрленӗ шурӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, аллисемпе мӑйне бриллиантсем ҫыхнӑ ҫамрӑк та чипер хӗрарӑм — Марья Николаевна Полозова хӑй тухса тӑчӗ.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫапла ирттеретпӗр эпир вӑхӑта курӑк ҫинче йӑваланатпӑр, шӑплӑха тӑнлатпӑр.Вот так мы и проводили день, валяясь на травке и прислушиваясь к тишине.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак тертлӗ шӑплӑха сасӑпа, сӑмахпа сирсе ямаллине ӑнланчӗ Шубин: — Каллех эпир виҫӗ юлташ пуҫтарӑнтӑмӑр, — терӗ вал, — юлашки хут!
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унтан вӑл каллех леш хуйхӑ-суйхӑсӑр та хавхалануллӑ шӑплӑха аса илчӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юлашкинчен, ҫак шӑплӑха майор хускатрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунти салхуллӑ шӑплӑха шыв кайӑкӗсем ҫеҫ хускатса илеҫҫӗ.Грустную тишину, царившую здесь, нарушало только несколько водяных птиц.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакӑнта, ҫак шӑплӑха, вӑл пурӑнӑҫ мӗнле пулса пыни ҫинчен тата ҫав пурӑнӑҫпа мӗн тумалли ҫинчен шутлама килнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӗрсе тавлашакан ҫынсем кӑшкӑра-кӑшкӑра калаҫни каҫхи шӑплӑха ҫурса пӑрахать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗрисем килти шӑплӑха ӗмӗтленсе калаҫаҫҫӗ, теприсем тарӑхса, ывӑнса ҫитни ҫинчен кӑшкӑраҫҫӗ.Одни говорили мечтательно о «домашнем уюте», другие возмущались, кричали об усталости.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Токарев пыр тӗпӗнчен тухакан хулӑм сасӑпа шӑплӑха ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
тӳремлӗхри шӑплӑха фургон кустӑрмисем чӗриклетнипе ывӑннӑ вӑкӑрсене хистесе пыракан Айртон кӑшкӑрса янисем ҫеҫ хускатса илеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каҫӗ питӗ лӑпкӑ, шӑплӑха лаша урисенчи тимӗр тӑлӑсем анчах хӑйсен сассисемпе пӑсаҫҫӗ.Глубокое молчание ночи нарушалось только звоном железных пут на ногах лошадей.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сахалтарах алчӑраса ҫӳрекен сӑнавҫӑ пулсан, Сеймур урамӗсенчи ҫак вӑхӑтшӑн пулма пултарайман шӑплӑха мӗнле пулсан та асӑрханӑ пулӗччӗ: пур ҫӗрте те ҫакӑнта пурӑнакан ҫынсем иккӗн-виҫҫӗн пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ, ҫуртсен алӑкӗсем уҫах, вӗсен хуҫисем алӑк урлӑ сӑмаха ҫаптараҫҫӗ; ҫынсене темӗскер ҫӗклентерсе янӑ, вӗсем темӗскер ҫинчен пӗринчен-пӗри ыйтаҫҫӗ, ирхи хаҫатсене сасӑпах вулаҫҫӗ мӗн вуласа илнисене сиктерсе хӑвармасӑр каласа параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Малькольм-Кэстль картишӗнче пӗри те чӗнмеҫҫӗ, пурте шӑп, калама ҫук йывӑр, ӗсӗкленисемпе ассӑн сывласа янисем анчах шӑплӑха ҫӗмӗрсе тӑраҫҫӗ.Тяжёлое молчание, нарушаемое только всхлипыванием и вздохами, царило во дворе Малькольм-Кэстля.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Йывӑр истори, — терӗ Середа, шӑплӑха пӑсса.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сайра-хутран ку шӑплӑха, хӑранипе темиҫе пӗр харӑс пере-пере янӑ пӑшал сассисем татса хураҫҫӗ: секретсем пӗр-пӗрне хыпашлаҫҫӗ.Изредка срывали тишину испуганные залпы: щупали друг друга секреты.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.