Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурӑнакан пӳрт-ҫуртра кравать тӗпелте ларни, Мӗтришӗн пулсан, ниепле те хӑтлӑ тенипе ҫыхӑнмасть, темскер чуна тӑвӑрлатса тӑнӑ пек.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Чуна пырса тивекен самант йышлӑ кӗнекере.
Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Ҫулла ҫак ҫӗр тырӑ хумӗсем сиксе-лӑпчӑнса чупнӑран илемлӗччӗ, тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӗпе, виҫесӗр пуянлӑхӗпе чуна савӑнтаратчӗ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Калаҫса-кулса чуна ҫӗклентерме пӗлет, вӗрентме пӗлет, нихҫан ывӑннине палӑртмасӑр чӗре вӑйне ӳстерет Матрена Яковлевна.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Кунпа пӗрлех вӑл хӑмлаҫӑсен ҫулталӑкри ӳсӗмӗсемпе паллаштарса чуна савӑнтарчӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Кай, Пахом, трактор ӗҫне вӗренме, — терӗ пӗррехинче Логинов, кӑн-кӑвак куҫӗпе чуна ӑшӑтса.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Эккей, тупӑнать вӗт тулашакан чуна пушшех тулаштармалли!
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Эппин, ан тивтӗр, ан тӗкӗнтӗр сан аллунти машина чӗрӗ чуна.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫав сасӑсемпе пӗрле темле ҫепӗҫ, чуна тытса илекен ачаш кӗвӗ вӗҫӗмсӗр шӑранса тӑнӑ пек туйӑнать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Виҫҫӗмӗш ҫын хушша кӗрсе ман чуна пӑтратнӑ пулсан, ҫапла телейӗме таптанӑ, ӗмӗтӗме татнӑ пулсан, епле чӑтмаллаччӗ-ши манӑн?..
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫынсем килсен, мана мухтам пек туса ларать, тухса кайсан, каллех ҫапӑҫать: «Ма сиввӗн пӑхса лартӑн, ма пӗр сӑмах та каламарӑн, мана юратманнине кӑтартас терӗн-им?» ҫавӑн пек чуна илекен калаҫу кӑна.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Сирӗн бригадӑра илтсен те чуна тулаштаракан, ал-урана тӑллакан «хӑвӑртрах-хӑвӑртрах» сӑмаха ҫеҫ илтетӗн.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унти ӗҫ — чуна килентерекен, ҫыннӑн пултарулӑхне ҫӗклекен ӗҫ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унтан вара пӗтӗм ӳт-пӳ темле ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе кайрӗ, чуна пушшех те ирӗккӗн туйӑна пуҫларӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тепӗр чух кӑмӑла пӑсни чуна тӳрлетет, Тарас Поликарпович, — терӗ те Пруткин каллех йӗкӗт еннелле ҫаврӑнчӗ.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пушӑ вӑхӑтра этем чуна килентерекен ӗҫпе йӑпанни — кайӑк юрласа кӑмӑлне ҫӗкленипе танах.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫапла пулин те, халь ҫак икӗ чуна, Тоньӑпа унӑн хӗрне, пӑрахса хӑварса питех те тӗрӗс мар ӗҫ тӑвассӑн туйӑнать, питех те пысӑк йӑнӑш тӑвассӑн, никам каҫарми айӑпа кӗрессӗн туйӑнать…
XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫакӑн пек юнашар чуна тулаштарса тӑнӑ вӑхӑтра эпӗ хам та ҫур смена ӗҫлес ҫук кунта.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Мӗнле виҫепе виҫмелле-ха сирӗн шутӑрпа? — сассипе те, сӑнӗпе те Серебрякова чуна уҫса калаҫма вашкӑртрӗ Кудряшов.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.