Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ кунтан каймаҫҫӗ, вӗсем кӑнтӑралла тата малалларах — большевиксенчен хӑтӑлса ҫӗнтерӳллӗ чансемпе кӗрлекен атаманлӑ Новочеркасска, е — «чикӗ леш енне»: тӗлӗнмелле ырӑ Крыма-и, нимӗҫсем лӑплантарса, тап-таса шӑлса тасатнӑ, лӑплантарнӑ илемлӗ Киева-и, ҫак шиклӗ вӑхӑтра тухса каяс вырӑнне, — переворот пулса большевиксен хӑрушлӑхӗнчен пӗтӗмпех хӑтӑличчен тата темиҫе эрнене кунтах хӑракаласа ирттерни лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Октябрь революцийӗ контрреволюцийӗн чикӗ леш енче тӑракан пысӑк ҫарӗсемпе бандисене хирӗҫ, Япони дредноучӗсемпе нимӗҫ тупписене тата Антанта ылтӑнне хирӗҫ, вӗсен шутсӑр апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ тум запасӗсене, ҫӗркӑмрӑкӗпе нефть тата тимӗр запасӗсене хирӗҫ — ҫӗршывӑн пӗтӗм тӗнче историйӗнче халиччен те курман йывӑр та паха, конкретлӑ задачисене кӑларса тӑратать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Халӗ ак ҫав шухӑшсем, 1917 ҫулхи апрель уйӑхӗнче извозчик тупас пирки уйланӑ пекех, рабочисен вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑнӗнчи карттуссем хушшинче чикӗ леш енчен илсе килнӗ котелокшӑн аванмарланнӑ пекех, ытла та ӑшӑххӑн туйӑнчӗҫ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Малиновский хӑйне тӗлӗнмелле тытрӗ, питӗ сасартӑк, хӑй ӑссӗнех Государство думин членӗн мандатне йышӑнмасӑр тӑчӗ, унтан тӳрех чикӗ леш енне тухса кайрӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Броневик ҫине улӑхса тӑрсан, Ленин кепкӑсемпе карттуссен тинӗсне курчӗ, вара ҫавӑнтах хӑй чикӗ леш енчен илсе килнӗ хура котелокшӑн кӑштах аванмарланнӑ пек пулчӗ: вӑл ӑна броневик ҫинчен, восстани тӑвакан рабочисен пысӑк ушкӑнӗсем умӗнче, килӗшӳсӗртерех пек курӑннӑн туйӑнчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах, Питӗре ҫитсен, перрон ҫинче сар морякӗсен хисеплӗ хуралне, хӑйне кӗтсе илекенсен пысӑк ушкӑнне, Привокзальнӑй плошадьре пухӑнса тулнӑ темӗн чухлӗ ҫынна, вокзалри патша хапхи умӗнче тӑракан броневиксене, хӗрлӗ ялавсене тата «Ленина салам» тесе ҫырнӑ сӑмахсене ҫутатакан ҫар прожекторӗсене курчӗ те, вӑл вара чикӗ леш енче чух хӑй революцин сулмаклӑ вӑйне кӑшт ҫителӗксӗртерех туйнине тата эмиграци вӑхӑтӗнче кулленхи асаплӑ, ҫиелтен пӑхма усӑсӑр пек туйӑнакан ӗҫӗпе хӑй мӗн тери нумай тунине пӗтӗм чунӗпе ӑнланса илчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Августӑн 22-мӗшӗнче эпӗ тӑшмантан пытанакан ҫара тӗл пултӑм, декабрьте ҫар юлашкисемпе тӑшман чикӗ урлӑ тарать…».
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Чикӗ хӗррине пысӑках вӑйсем илсе ҫитересси ҫӑмӑлах пар пулнине, анчах кампани ӑнӑҫлӑхӗ ҫав тери пысӑк пулассине Кутузов малтанах курса тӑнӑ; тӑшмана пӗтӗмпех пӗтерессине вӑл малтанах лайӑх пӗлнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Чикӗ хӗррине ҫапкаланса ҫӳрекен этемсен ушкӑнӗ пек пырса ҫитмелле мар ҫке пирӗн.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Эпир ҫынсене нумай пӗтерсен чикӗ патне мӗнпе пырса ҫитӗпӗр?
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл Наполеон ҫарӗ чикӗ урлӑ каҫса Россия ҫине тапӑнчӗ текен хӑрушӑ хыпар пулнӑ.О том, что армия Наполеона перешла границу и вторглась в Россию.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Чикӗ хӗрринчи пирвайхи ҫапӑҫурах вырӑс ҫарне аркатса тӑкас тӗлӗшпе Европӑра никам та иккӗленсе тӑман.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Контрабандӑпа, чикӗ урлӑ ҫуран илсе киличчен, капла чылай хӑвӑртрах пулать.По сравнению с контрабандным транспортом, пешком через границу, это неизмеримо скорей.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пирӗн тавар туса кӑларакансен продукцине чикӗ леш енче ытларах та ытларах туяннине палӑртма кӑмӑллӑ.С удовлетворением констатирую рост востребованности продукции наших товаропроизводителей за рубежом.
Олег Николаев Раҫҫей таможенникӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/25/glav ... et-s-dnyom
Каллех, чикӗ урлӑ каҫнӑ чухнехи каҫ пек, — кӗртсем тӑрӑх-и?
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Часах вара питҫӑмартине сивӗ чӗпӗте пуҫларӗ, чикӗ урлӑ каҫнӑ каҫ тӑм илтернӗ пек.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хастарлӑ ҫынсене хӑратаканни пулманнипе, вара, чикӗ урлӑ кашниех хӑй мӗн турттарса каҫас тенӗ ҫавна илсе каҫнӑ.этой страшной грозы предприимчивых людей, и потому всякий мог везти, что ему вздумалось.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халь ҫырса кӑтартакан ӗҫ пулса иртнӗ чухне чикӗ хӗрринче нимӗнле таможенный чиновниксемпе объездчиксем те пулман.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Курак чикӗ урлӑ мӗнле каҫнине аса илчӗ.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хыпар пӗлтернӗ — патшана курайманнисенчен пӗри такам, уйрӑммӑнах чаплӑскерӗ, паян чикӗ урлӑ каҫнӑ пулать.Пошел слух, что кто-то из царененавистников, особенно знаменитый, сегодня границу перешел.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.