Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чее сăмах пирĕн базăра пур.
чее (тĕпĕ: чее) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, пӗр тӗм патӗнчен тепӗр тӗм патне мулкач сиккелесе пынӑ, паллах, ҫак мулкача йӗрлесе ӗнтӗ, чее тилӗ шӑвӑнса иртсе кайнӑ, шӑшисем урлӑ та пирлӗ «ҫӗвӗ ҫӗлесе» тӗрлесе тухнӑ.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Чее тата хӑй: ҫерҫие эс кӑсӑяна тытнӑ пек тапӑ лартса часах тытаймӑн.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Питӗ чее!

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Хурт-кӑпшанкӑсем хӑйсене кура мар чее, йывӑҫ хуппин шӑтӑк-ҫурӑкӗсене пытанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Чее те ҫав мурсем: шӑтӑкӗ хӑва тӗми хушшинех тухать, Туп ӗнтӗ ӑна.

Помоги переводом

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Чее эс, тилӗпе пӗрех чее.

Помоги переводом

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Анук чее тилӗ ҫинчен юмах калама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ӗнтӗ чӑн пулни ҫинчен мар, юмахсем калать; унта чее тилӗ, Ухмах Йӑван, ҫӑткӑн кашкӑр тата ыттисем те пурччӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питӗр ҫар сучӗн приговорӗсене ҫирӗплетме хушнӑ Шипов генерал (чӑвашла Йӗплӗ генерал) кунта тата тепӗр чее утӑм тӑвать: приговорсене чакарса тухса «айӑплисем» умӗнче ырӑ ятлӑ пулать.

При утверждении приговоров Питерского военного суда генерал Шипов и тут поступил дипломатично: смягчив приговор некоторым «виновным», он снискал среди них славу доброго и порядочного человека.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул пуҫне пӗр чее шухӑш пырса кӗчӗ.

В голове Яндула зародился хитроумный план.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чее вӑл.

Ибо тот очень хитер.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурте вилмелле, нимле улпут та, чее ҫын та халиччен ик ӗмӗр пурӑнса курайман.

Все когда-то умрут, никакой богач или хитрец не прожил еще две жизни.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тутар хӑйӗн чее куҫӗсемпе Ухтиван ҫине шӑтарас пек пӑхать.

Татарин хитрыми глазами так и пронзает Ухтивана насквозь.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытла чее кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, эрех ӗҫменшӗн, пуҫлӑхсене юрама пӗлнӗшӗн тиекӗн Ивука ятлас килет, анчах чӗрре кӗме нимӗнле сӑлтав та ҫук.

Дьяка так и подмывает обругать Ивука за его хитрость, изворотливость, уменье ластиться к начальству, однако он не находит прямого повода к ссоре.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав тери чее.

Очень хитрая.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чее унӑн помощникӗ, сисет Антун.

Этот помощничек — хитрая бестия, чует Антон.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах чӗри, чее тарҫи хуҫине улталама тӑрӑшнӑ пек, ҫапах ҫав тӗлӗкри хитре йӗкӗт еннелле туртӑнать, пуҫран та ҫав Ивук калакан асамлӑ хулах туха пӗлмест.

Правда, мозг ее, словно хитрый раб, пытающийся обмануть своего хозяина, непременно наводит ее на мысли о том красивом парне, и она вспоминает рассказы Ивука о большом таинственном городе…

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чее ҫын пулмалла ҫав Шуркассинчи Мултиер.

Не промаъ, видать, Мульдиер, столяр-умелец из Шургасов, знает толк.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ав унта хитре хӗрсем Ӗни хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, Чее маттур каччисем Вӗсем хыҫҫӑн юлмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чее хӑтланнине куратӑп, Сан вӑрттӑн шухӑшна туятӑп!»

Помоги переводом

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней