Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗвеланӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗвеланӑҫ (тĕпĕ: хӗвеланӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Красс Спартак мӗн хӑтланнине часах тавҫӑрса илнӗ, вара вӑл хӑйӗн ҫарне Рим патне чи кӗске ҫулпа — Апеннин сӑрчӗн хӗвеланӑҫ енӗпе васкатса ертсе кайнӑ.

Но Красс сразу понял, каково было намерение Спартака, и тоже решил быстро двинуться к Риму, держась вдоль западного склона Апеннин.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав тӑрхалла формӑллӑ катмар ҫурт хӗвеланӑҫ енне тӳремӗнех тухать.

Цирк этот имел почти овальную форму, западная часть его была срезана по прямой линии.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Уйра, масар хыҫӗнче, хӗвеланӑҫ хӗрелет, урам тӑрӑх пит ялтӑркка тумланнӑ пысӑк ӳт татӑккисем шывҫинчи пек ярӑнса сӳреҫҫӗ, ҫавраҫил пек явӑнаҫҫӗ ачасем, ӑшӑ сывлӑш ҫынна ачашлать те ӳсӗртет.

В поле, за кладбищем, рдеет вечерняя заря, по улице, как по реке, плывут ярко одетые большие куски тела, вихрем вьются дети, тёплый воздух ласков и пьян.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӗрарӑмсемпе ачасем урапасем ҫине хӑпарчӗҫ, арҫынсем уҫланкӑн хӗвеланӑҫ хӗррине халтан кайиччен чупрӗҫ; унти йывӑҫсене пурне те касса пӗтерменччӗ-ха.

Женщины и дети забирались в фургоны, мужчины во весь дух бежали на западный край поляны, где еще не были вырублены деревья.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Хӑрамалли вара пулнах; кунта юншӑн антӑхакан утлав текен индеецсемпе судран пӑрӑннӑ вӑрӑ-хурахсем, правительство чарнине пӑхмасӑрах вӑрмансене касса пӗтерекен колонистсем, вилӗм таканӗ айӗнчен тарнӑ тӗрлӗрен авантюристсем нумай пулнӑ, ҫак штатӑн хӗвеланӑҫ пайӗ халӗ те-ха хӗрлӗ ӳтлисемпе буйвол тытакан сунарҫӑсен хушшинчи тискер ҫапӑҫусем пулнипе, хӑрушӑ Линч сучӗпе палӑрса тӑрать.

Хотя, правду сказать, основания для страха были, так как до сих пор страна эта изобилует воинственными индейцами, а также преступниками, разбойниками, бежавшими от правосудия, одичавшими колонистами, вопреки правительственным запрещениям вырубающими леса у берегов Red River, и всякими другими авантюристами, ускользнувшими от виселицы; и до сих пор западная часть этого штата славится жестокой борьбой между краснокожими и белыми охотниками на буйволов, а также страшным судом Линча.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ҫакна пула Боровинӑна куҫса килнӗ ҫынсен вара нимле чир те, нимле ҫын та пырса тӗкӗнмен тӑрӑхра — хӗвелтухӑҫ енче ҫӳрекен сивчирпе хӗвеланӑҫ енне вырнаҫнӑ хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсен хушшинче пурӑнмалла пулать.

Благодаря такому стечению обстоятельств поселенцы в Боровине будут жить между лихорадкой, обитающей на востоке, и краснокожими, обитающими на западе, то есть в полосе совершенно нейтральной.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Акӑ хӗвеланӑҫ енче малтан пӗр утрав, унтан — тепри курӑнчӗ; ун варринче темле пысӑк ҫурт ларать; леререх вара, инҫетре, те ҫӑра тӗтре, те пӗлӗт татӑкӗ, тен тӗтӗм те пулӗ — пӗр сӑмахпа каласан, темле, паллӑ мар, тӗксӗм, ним евӗрне килмен япала курӑнать…

Но вот на западе показался сначала какой-то остров, за ним другой, посреди которого стояло большое здание, а вдали виднелся не то густой туман, не то туча, а может быть, дым, словом что-то смутное, неясное, бесформенное…

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Малашне эп ҫак Файн урлах акӑ мӗн тӑвӑп: хама Хӗвеланӑҫ Германие пӗр-пӗр разведка шкулне яма ыйтӑп.

Дальше я устрою, через того же Файна, все так, чтобы меня переслали в Западную Германию, в одну из разведывательных школ.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Павӑл роти пӗр перкелешмесӗр унка ӑнӑҫлӑн татса тухрӗ те Хӗвеланӑҫ Морава патнелле ҫул тытрӗ, унтан вара, юханшыв урлӑ каҫса, Левачпа Шумади еннелле кайма шутларӗ.

В эту ночь роте Павле удалось без единого выстрела выбраться из окружения, отряду предстояло выйти к Западной Мораве, тайком переправиться через реку, а затем двинуться на Левач и Шумадию.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Юханшыв леш хӗрринче, хӗвеланӑҫ енчи ҫыранта, ял ҫути курӑнать.

На той стороне, на западном берегу реки, светились огни деревни.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Юханшывӑн хӗвеланӑҫ енчи чӑнкӑ ҫыранӗ йӑлтӑркка симӗс курӑкпа, кӑҫалхи пӗрремӗш курӑкпа, витӗннӗ.

Обрывистый, западный берег реки зеленел изумрудной травой, первой травой этого года.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Граб ҫемйи Хӗвеланӑҫ Германире, ют ҫӗршыв ҫыннисен лагерӗнче, пурӑнать.

Нашедшая себе приют в Западной Германии, в лагере для перемещенных лиц.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тӗттӗм пулнипе, ҫумӑр ҫума тытӑннипе хӳтӗленсе, Кларкпа Граб пысӑк хулан хӗвеланӑҫ енӗпе аванах ҫаврӑнса иртрӗҫ, ҫурҫӗр енне, чугун ҫул патне ҫитсе тухрӗҫ.

Под покровом темноты и начинающегося дождя Кларк и Граб благополучно обошли большой город с запада, выбрались на его северную окраину, к железнодорожному полотну.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр пайӗнче темиҫешер километр тӑршшӗпе те пӗр пысӑк мар ҫырма таврашӗ те ҫук; унта уй-хирсем, ҫарансем тата хурӑн ращисем инҫене сарӑлса выртаҫҫӗ.

В северной части Западной Сибири, например, на протяжении многих километров нет даже небольших оврагов; там друг друга сменяют поля, луга и берёзовые рощи.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫак ҫулхине эпир хӗвеланӑҫ ҫыранри виҫӗ миле тӑсӑлакан зонӑна хураллаттӑмӑр.

В тот год мы охраняли трехмильную зону на западном побережье.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Ҫил тухсан вара, ҫил таҫтан, хӗвеланӑҫ енчен вельбот патнелле тем пысӑкӑш пӑрсене хӑваласа килме тытӑнсан, Кэмбин сехри хӑпсах тухрӗ.

А когда подул ветер, гоня откуда-то с запада, как раз на вельбот, огромную массу плавучих льдов, на Кэмби напал страх.

Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӗвеланӑҫ енчен хӑпармалла унта, вӑл енче пӗр ҫурт та ҫук.

Вход на чердак с западной стороны, а с той стороны нет как раз ни одного дома.

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫуллахи каҫсенче Заречье ҫыннисем йӑмрасем айне, Путаница шывӗ хӗррине, хулари бульвара хирӗҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ, вара, хӑйӑр ҫине выртса е ларса, ӑмсанчӑк куҫӗсемпе ҫӳлелле тинкереҫҫӗ: хӗрлӗ тӳпе ҫутинче чиркӳсен тӗксӗм кӑвакрах тӑррисем касса кӑларнӑ пек ярт палӑрса тӑраҫҫӗ, хура тӑхланран шӑратса тунӑ евӗрлӗ сӑрӑ тӗслӗ каланча палӑрать, ун ҫинче пожарникӗн тӗттӗм кӳлепи курӑнать, тата Фогелӗн ҫурчӗ ҫинчи башня, хӗвеланӑҫ ҫутинче шупка хӗрлӗ тӗс ҫапнӑскер, палӑрса ларать.

Летними вечерами заречные собирались под вётлы, на берег Путаницы, против городского бульвара, и, лёжа или сидя на песке, завистливо смотрели вверх: на красном небе чётко вырезаны синеватые главы церквей, серая, точно из свинца литая, каланча, с тёмной фигурой пожарного на ней, розовая, в лучах заката, башня на крыше Фогелева дома.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӑл ҫапла кӑнтӑрлачченех сӗнксе ҫӳренӗ, хуланӑн хӗвеланӑҫ енчи питех те пуян, ыттисенчен лӑпкӑ кварталне пырса тухнине сисмен те.

Он бродил так до полудня и сам не заметил, как забрёл в богатый западный квартал города, более тихий, чем другие.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Халӗ вӑл ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗ те союзлӑ карапсене тӳрех туроксен карапӗсем ҫинелле хӑваланӑ.

Теперь он дул с северо-запада и гнал союзные корабли прямо на турецкую цепь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней