Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл, пӗлессӳ килсен, утӑм тума та хӑрать! — кӑшкӑрчӗ ҫав хушӑра Алеша ҫӳлтен, ахӑлтатса кулса ячӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унччен вунӑ-вунпилӗк утӑм чупсанах хашкана ерекенскер, халӗ пилӗк ҫухрӑм чупса ҫаврӑнсан та хӑнк та ҫук.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Раман тӑвӑлса хӑпарнӑ ҫиллине пусараймарӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ Ваҫҫа еннелле, тепӗр утӑм

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп санран хӑрамастӑп! — сасартӑк пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ Раман.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Виҫ-тӑват утӑм тӑвать те Анюта каялла йӑкӑлт ҫаврӑнса пӑхать.

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ирӗксӗрех тата тепӗр утӑм чакрӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, пакунли ҫапса ярасран асӑрханса пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата темиҫе утӑм турӗ, малтанхинчен те йывӑртарах урасене шутарма.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Турра ӗненекенскер, вӑл ҫак шухӑшламасӑр тунӑ утӑм ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех нушалантарасса туйса илчӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эй, Турӑҫӑм, каҫар мана ҫылӑхлӑ утӑм тунӑшӑн, — терӗ те килнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ак вӗсем ҫывӑхрах ӗнтӗ, тепӗр утӑм кӑна…

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем нӑйӑлтатса илчӗҫ те каялла чакрӗҫ, анчах та темиҫе утӑм тусанах каллех ларчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр чӑмакка пилӗк метртан инҫе вӗҫмерӗ те — ҫӑткӑн чӗрчунсем ик-виҫ утӑм каялла чакрӗҫ те каллех ларчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе утӑм ҫеҫ турӗ малалла, хыҫалта каллех шав илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальхинче вӑл, мӗн пулать те мӗн килет тенӗ май, пахматсӑр утӑм турӗ-турех — вӗренме яма хитре ҫынна суйласа илчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапах талпӑнса пӗр-икӗ утӑм тума ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Паллах, Улӑп кайӑк ӑна пӗр-икӗ утӑм тусах хуса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Кил-ҫуртна, ҫемйӳне, сана хӑвна та пӗр утӑм юлмиччен сыхласа ҫӳрерӗмӗр.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ӳкмесӗр ҫӗр утӑм пуль турӑм — Умра… пирӗн ротнӑй выртать.

Помоги переводом

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней